Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РАÇÇЕЙ ШАЙĔНЧЕ МАÇТĂР-КЛАСС КĂТАРТНĂ
Ульяновскри Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурине 1990 çултанпа вĕрентекен 55-мĕш пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан муниципаллă вĕрентӳ учрежденийĕнче вăй хуракан Светлана Анатольевна Марышева Раççей шайĕнче иртнĕ тăван тата вырăс чĕлхине вĕрентекенсен конкурсĕнче «Чи çӳллĕ шайлă педагогика маçтăрлăхĕшĕн» номинацире çĕнтерсе Раççей Федерацин вĕрентӳпе наука министерствин Дипломне тата «Чи лайăх вĕрентӳçĕ» медальне тивĕçнĕ.
 
Асăннă шкулта Раççей шайĕнче маçтăр-класс кăтартнă ентешĕмĕр Ульяновск облаçĕн чăваш наци юхăмĕн хастарĕсене тата ĕçтешĕсене Мускава кайса килни çинчен каласа пачĕ. Çак ĕçе унпа пĕрле çĕршывăмăр тĕп хулине кайнă пуçламăш классен вĕрентӳçи Венера Лебитовна Мухутдинова хутшăнчĕ.
Пĕтĕм Раççей шайĕнчи тăван тата вырăс чĕлхине вĕрентекенсен маçтăр-класне Раççей вĕрентӳпе наука министерствинчи национальность ĕçĕсене тĕрĕслесе тăракан Патшалăх Думин комитечĕ, Раççей регион министерствин «Федераллă вĕрентӳ аталанăвĕн институчĕ» патшалăх учрежденийĕ, Вĕрентӳ ăслăлăх академин «Наци вĕрентӳ ыйтăвĕсен институчĕ» учреждени тата «Дрофа» издательство йĕркеленĕ.
Вăл 2011 çулхи чӳкĕн 21-24-мĕшĕсенче Мускавра «Наци вĕрентӳ ыйтăвĕсен институчĕ» патшалăх учрежденийĕнче иртнĕ.
Маçтăр-класа Чăваш, Дагестан, Тува, Удмурт, Хакаси, Буряти, Пушкăртстан, Саха, Кабарда-Балкари, Марий Эл, Çурçĕр Осети-Алани, Мордови, Тутарстан, Ингушети, Адыгей, Калмыки, Республикисенче, Пермь, Краснодар, Камчатка, Алтай крайĕсенче, Омск, Ульяновск, Кострома, Вологда, Челябинск, Орёл, Киров облаçĕсенче, Ханты-Манси, Ненец автономиллĕ округсенче, Санкт-Петербург, Мускав хулисенче, Украинăра иртнĕ «Çулталăк вĕрентӳçи» конкурсра çĕнтернĕ вĕрентӳçĕсем хутшăннă.
Раççей вĕрентӳ тытăмĕн вунпĕр çăлтăрĕнчен тăнă жюрие филологи наукисен докторĕ, М.В.Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университечĕн профессорĕ, «Наци вĕрентӳ ыйтăвĕсен институчĕ» патшалăх учрежденин тĕп наука сотрудникĕ Дмитрий Михайлович Насилов ертсе пынă.
Маçтăр-класс ертӳçисем – Абакар Адамович Улумиев тата Жанна Николаевна Критарова, иккĕшĕ те маларах асăннă институтăн тĕп наука сотрудникĕсем.
Сцена çине наци тумĕ тăхăннă конкурса хутшăнакан 44 çын тухсан кам хыççăн кам хăй маçтăрлăхне кăтартассипе шăпа янă. Светлана Анатольевна Марышевана 5-мĕш номер çакланнă.
Чи малтанах конкурссантсем «Подиум çинче – наци тумĕ» тĕрĕслев иртнĕ. Вĕсем хăйсем тăхăннă тум историйĕ çинчен каласа панă. Чăваш наци тумĕ пурин чунне те тыткăнланă. Конкурссантсем тухья тăхăнса сăн ӳкерĕннĕ.
Чӳк уйăхĕн 21-23-мĕшĕсенче çĕршывăн чи лайăх вĕрентӳçисем хăйсемпе паллаштарнă (визит карточки) тата Раççей халăхĕсен чĕлхипе («тăван» статуспа) урок ирттернĕ.
Чӳк уйăхĕн 24-мĕшĕнче маçтăр-класс пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă. Конкурссантсем Патшалăх Думин депутачĕсемпе тĕл пулнă. Çак кунах «Языковое и культурное многообразие – духовное богатство России» темăпа çавра сĕтел иртнĕ.
Жюри пĕр саслăн пулса Гран-при илме Тутарстан Республикин Çыр Чалли хулин 17-мĕш пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан шкулта тутар чĕлхипе литературине вĕрентекен Ренат Исламгаряевич Лапытов тивĕçнине пĕлтернĕ.
Пĕрремĕш вырăна Дагестан Республикин Махачкалари 35-мĕш гимназире авар чĕлхипе литературине вĕрентекен Гулишат Абдусаламовна Магомедова çĕнсе илнĕ.
«Чи çӳллĕ шайлă педагогика маçтăрлăхĕшĕн» пĕртен-пĕр номинацире пирĕн ентеш – Светлана Анатольевна Марышева – ятарлă Диплома тата «Чи лайăх вĕрентӳçĕ» медале тивĕçнĕ.
Кунсăр пуçне ентешĕмĕре РФ Патшалăх Думин национальность ĕçĕсене илсе пыракан комитечĕ «За высокое профессиональное мастерство и умение творчески раскрывать духовный потенциал родного языка и культуры» тесе пĕтĕмлетӳ туса - Тав хучĕ, РФ регион аталану министерстви «За активную творческую позицию в деятельности, направленной на сохранение, развитие языка и культуры народов России, на укрепление межнационального согласия и гражданской солидарности в среде подрастающего поколения» тесе çавăрса каласа - Тав çырăвĕ парса чысланă.
Тĕлпулăва хутшăннисем С.А. Марышева çинчен ырă сăмахсем каларĕç, унăн çитĕнĕвĕсемпе мухтаннине пĕлтерчĕç.
В.А.Мозжухина, 55-мĕш шкул директорĕ: «Светлана Анатольевна çак çитĕнӳ патне темиçе çул пычĕ. Вĕрентӳçĕ пултарулăхĕ унра çăл куç пек тапса тăрать. Вăл çак çĕнтерӳпе пирĕн шкула, района, хулана, облаçа пĕтĕм çĕршыв шайне çĕклерĕ. Пирĕн шкул коллективне яланах пулăшса пынăшăн УОЧНКА ертӳçине В.И.Сваева, вĕрентӳ министерствин тĕп специалистне Ф.Т.Улендеевана, вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерессипе ĕçлекен институт методистне В.А.Архипована, Саккунсем кăларакан Пуху депутатне С.Н.Глебова, В.В.Крлыков усламçа чĕререн тав тăватăп».
Ф.Т.Улендеева: «Пирĕн ĕçтеше – С.А.Марышевана – çĕршывăн тĕп хулинче тивĕçлипе хак панă. Вĕрентӳçĕ яланах артист пулмалла. Чăнах та çапла пулнине Светлана Анатольевна маçтăр-класс кăтартса çирĕплетсе панă. Шкул коллективне те пысăк тав, кунта чăн-чăн вĕрентӳçĕсем туптанаççĕ».
В.А.Архипова: « Светлана Анатольевна çитĕнĕвĕпе чăннипех мухтанатăп. Малашне те çĕнĕрен çĕнĕ çитĕнӳсем тума сунса «укçа йывăçĕ» парнелетĕп. Наци ыйтăвĕсемпе ĕçлес пулăмра пур енĕпе те пулăшса пынăшăн облаçри вĕрентӳ ĕçченĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институт ректорне Татьяна Фёдоровна Есенкована тата аслă пĕлӳ илсе тухнă çамрăк специалистсемпе ĕçлекен тата тулашри çыхăнусене тытса пыракан Раис Рамазанович Загидуллин проректора тав сăмахĕ калас килет».
В.И.Сваев: «С.А.Марышева Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Чи лайăх вĕрентӳçĕ» медале тата ытти чыссене тивĕçни ăнсăртран мар. Ку вăл – пурнăçри чăнлăх. Эпир унпа мухтанатпăр».
В.В.Крлыков: «Малашне те пирĕн Сирĕнпе мухтанмалла пултăр».
С.А.Марышева пухăннисене ырă сăмахсем каласа унпа пĕрле пулнăшăн тав турĕ.
 
: 1049, Хаçат: 49 (1141), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: