Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи ялсенче пурăнакансене ĕçпе тивĕçтерес программăпа пĕчĕк хуçалăхсем йĕркеленеççĕ.Çулталăк пуçланнăранпа регионта кун пек 150 хуçалăх йĕркеленнĕ, вĕсенче 8 пин çын ĕç тупнă. Пĕчĕк хуçалăхсем шутне харпăр хуçалăхĕсем, фермерсем, ял хуçалăх кооперативĕсем кĕреççĕ.
Облаçри 18 районта хальхи вăхăтра 58 ял хуçалăх кооперативĕ пур, вĕсем ял çыннисемпе фермерсенчен облаçри мĕнпур сĕтĕн 70 процентне пуçтарса патшалăха сутаççĕ. Тăхăр уйăхра вĕсем 23 пин тонна сĕт пуçтарнă.
Хăш-пĕр кооперативсем çав сĕте хăйсемех вĕретсе, хăймине уйăрса, çу туса лавккасене ăсатаççĕ. Вĕсем пурте “Симбирская деревенька” ятпа сутăнаççĕ.
Область правительстви “Развитие малых форм хозяйствования на селе Ульяновской области на 2010-2012 годы” ятарлă программăна улшăнусем кĕртнĕ. Унпа ял хуçалăх кооперативĕсем аш-какай, пахча çимĕç, çырла пуçтарса, вĕсенчен тĕрлĕ продукци туса кăларса сутма ирĕк пур.
2012 çулта облаçра тата 18 ял хуçалăх кооперативĕ йĕркелеме палăртнă. Ял хуçалăх министрĕн Александр Чепухинăн сăмахĕпе, кооператив йĕркелекенсене ятарлă техника туянма субсиди памалла, кирлĕ оборудование те 30 процент йӳнĕрех сутĕç.
 
: 853, Хаçат: 50 (1142), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: