Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канашăн ларăвне хутшăннă. Калаçăвăн тĕп теми – Атăлçи федераллă округри регионсенче обществăлла йĕркене сыхласси.
Сергей Морозов сăмахĕнче çапла каланă:
-Полици сотрудникĕсем халĕ йывăр лару-тăрура – ялсенче пушшех те. Хăйсен тытăмĕнчи пысăк улшăнусене кура кашни ялта профилактика ĕçне ирттерме полици сотрудникĕсем çителĕксĕр. Эпир ирĕклĕ дружинăсем йĕркелеме сĕнетпĕр. Ульяновск облаçĕнче, тĕслĕхрен, 24 муниципаллă пĕрлĕхре 235 ирĕклĕ дружинăра 4 пин çын ĕçлет. Юлашки вунă уйăхра вĕсен вăйĕпе административлă йĕркене пăснă 5500 тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсем пулăшнипе 52 преступлени уçса палăртнă.
Çав вăхăтрах дружинниксен социаллă гарантисем, патшалăх пулăшăвĕ çук. Ульяновск облаçĕнчи “О добровольном участии граждан в охране общественного порядка” саккунĕпе йĕркене сыхланă чухне хур курнисене пĕр хутчен область бюджетĕнчен укçа тӳлеççĕ. Ирĕклĕ дружинниксене укçа енчен интереслентерес шутпа “Лучший дружинник” тата “Лучшая дружина” конкурссем йĕркеленĕ. Вĕсем çулсерен иртеççĕ. Çĕнтерӳçĕсене 70 (1-мĕш вырăн), 50 (2-мĕш), 30 (3-мĕш) пин тенкĕ преми параççĕ.
Сергей Морозов обществăлла йĕркене сыхлакан ирĕклĕ дружинăсем пирки федераллă саккун йышăнсан авантарах пулассине палăртнă.
 
: 876, Хаçат: 50 (1142), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: