Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Ульяновск облаçĕнЧИ чăвашсен наципе культура автономин IV отчётпа суйлав конференцийĕ)
2011 çулхи раштавăн 10-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕн Пĕчĕк залĕнче Ульяновск облаçĕн хастар чăвашĕсем УОЧНКА Аслă пухăвне пуçтарăнчĕç.
Отчётпа суйлав конференцине УОЧНКА ĕçтăвкомĕн председателĕ Владимир Ильич Сваев уçса Аслă пухăва килсе çитнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Вĕсен хушшинче – Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн депутачĕ А.Г.Еленкин, Ульяновск Хула Думин председателĕ В.А.Гвоздев, Ульяновск хули пуçлăхĕн çумĕ С.В.Паховский, Ульяновск облаçĕн физкультурăпа спорт департаменчĕн директорĕ В.Н.Лазарев, Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен политикин министерствин коммерциллĕ мар организацисемпе ĕçлекен пайĕн тĕп специалисчĕ М.А.Маликова, Ульяновск облаçĕн искусствăпа культура политикин министерствин департаменчĕн культура проекчĕсемпе тата тĕнче шайĕнчи хутшăнусемпе ĕçлекен пайăн тĕп специалисчĕ-эксперч ĕ О.А.Рябова, Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Г.Н.Архипов, ЧР культурăпа национальность, архив ĕçĕсен министерствин этноконфесси хутшăнăвĕсемпе культура еткерлĕхне упраса хăварас ĕçсене илсе пыракан пай пуçлăхĕ М.Н.Краснов.
Аслă пухăвăн президумĕн членĕсене суйличчен делегатсем УОЧНКА ĕçтăвкомĕн шурсухалне Александр Пешнене тата педуниверситетра иккĕмĕш курсра вĕренекен Алёна Карсакована И.Я.Яковлев палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хума ăсатрĕç.
Делегатсем пĕр саслăн пулса В.И.Сваева, А.Г.Еленкина, П.К.Столярова, В.Н.Игнатьевана, Ф.Т.Улендеевана, В.А.Гвоздева, Г.Н.Архипова, М.Н.Краснова, С.В.Паховские конференци президиумне суйларĕç.
Конференцин ĕç органĕсене – секретариатне, редакци, мандат, шутлав комиссисене – яваплă çынсене, кун йĕркипе ĕç регламентне çирĕплетнĕ хыççăн хăнасем сăмах илчĕç.
В.А.Гвоздев автономи хăйĕн ĕçĕнче Хула Думипе тата мэрийĕпе, вĕсен ертӳçисемпе, депутатсен корпусĕпе тачă çыхăнура вăй хунине палăртса хăварчĕ, ĕçтăвком ĕçне пур енчен те ырларĕ. Е.М.Краснована (73-мĕш шкул), Д.В.Кузьмина («Элем» фирма пуçлăхĕ) тата Л.А.Васильевана (ЧКЦ директорĕ) Хула Думин Хисеп хучĕсене парса чысларĕ.
С.В.Паховский УОЧНКА мэрипе пĕр çыхăнура пулса вăй хунине палăртса хăварчĕ. Иван Яковлев скверĕнче шупашкарсем пулăшнипе сывлăха çирĕплететекен тренажёрсем лартни çинче чарăнса тăчĕ.
Автономи ĕçне хастар хутшăннă чăвашсене мэрин Хисеп хучĕсене пачĕ.
В.Н.Лазарев ĕçтăвком ертӳçи В.И.Сваев час-часах физкультурăпа спорт департамĕнтĕнче пулнине, пĕр-пĕрин хушшинче килĕшӳ çирĕплетнине, чăваш хастарĕсем сывлăхлă пурнăç йĕркине аталантарас тĕлĕшпе спорт ăмăртăвĕсем, вăййисем ирттернине палăртрĕ. С.М.Краснова, А.П.Альмяшкина, В.В.Крлыкова, Г.В.Майрабеева, В.В.Сафронова физкультурăпа спорт ĕçне хастар хутшăнса, йĕркелесе пынăшăн Хисеп хучĕсемпе наградăларĕ.
А.Г.Еленкин Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Б.И.Зотов ятĕнчен А.А.Мордовкинпа П.К.Столярова Тав хучĕсем пачĕ.
М.А.Маликова Ульяновск облаçĕн шалти ĕçсен политикин министрĕ Т.В.Кириллова ятĕнчен салам сăмахĕ каларĕ, УОЧНКА чăваш чĕлхипе культурине аталантарас, упраса хăварас ĕçре пысăк ĕç илсе пынине палăртса хăварчĕ, С.Чернована, А.Пешнене, В.Конюхова, Н.Косырева, С.Ерофеевана Тав хучĕсем пачĕ. «Канаш» хаçат журналисчĕ Нина Еграшкина вара Раççей Федерацин культура министрĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.
Ф.Т.Улендеева Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министрĕн ятĕнчен сăмах илсе чăваш чĕлхипе культурине аталантарас ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн тăван чĕлхе вĕрентӳçисене, спонсорсене тав турĕ. Вĕрентӳ министерствин Тав çырăвĕсемпе С.А.Марышевана, С.Г.Ярославские, Н.Н.Осипована, Р.И. Миккана наградăларĕ.
Г.Н.Архипов салам сăмахне чăвашсен «Асран кайми аки-сухи» гимнĕнчен пуçларĕ. Пухăннисем унпа пĕрле ура çине тăрса юрларĕç. В.И.Сваев ертсе пыракан автономи Раççей шайĕнче чи аваннисен шутĕнче пулнине палăртрĕ. «Пĕрлĕхре –вăй» чĕнӳ никĕсĕнче пулчĕ унăн сăмахĕ. Вăл Чĕмпĕр хастарĕсене ЧНК Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе чысларĕ.
М.Н.Краснов УОЧНКА РФ 90 наци автономийĕ хушшинче чи хастарри пулнине асăрхаттарчĕ. Ульяновскра 2012 çулхи ака уйăхĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче Яковлев вулавĕсем иртмеллине пĕлтерчĕ. Чĕмпĕр хастарĕсене Федераллă чăваш наци автономин Тав çырăвĕсене пачĕ.
УОЧНКА ĕстăвкомĕн председателĕ В.И.Сваев отчётлă доклад вуласа пачĕ.
Доклада сӳтсе явас ĕç-хĕле С.А.Марышева, С.В.Яковлева, Н.Д. Розов, Л.А. Васильева, А.П.Пешне, И.Н.Иванюкова, Н.И.Погодина, Г.П.Улюкин хутшăнчĕç. Вĕсем УОЧНКА отчётлă тапхăрĕнчи ĕçне ырласа мухтарĕç. Çав вăхăтрах çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕс. Тĕслĕхрен, Н.И.Погодина ĕçтăвком чăваш хастарĕсене пур профессисенче те палăртса хăвармаллине асăрхаттарчĕ. Докладра ытларах вĕрентӳçĕсемпе УОЧНКА районсенчи уйрăмĕсен ертӳçисем кăна тăрăшса ĕçленĕн курăнать. Н.Д.Розов чăваш чĕлхипе культурине упраса тата сыхласа хăварас ĕç-хĕл пĕр çулпа пурнăçланса пымаллине асăрхаттарчĕ. И.Н.Иванюкова Мелекесс районĕнчи пуçлăхсем пултарулăх ушкăнĕсене пулăшманни, спонсорсене хăйсем шырани çинчен каласа пачĕ. Хастарсем хăйсен «сĕткенĕ» çинче «пиçнине» палăртса хăварчĕ. Г.П.Улюкин çитĕнӳсем çинчен анчах калаçнине асăрхаттарччĕ: тӳресем вырăнти пуçлăхсем умне яваплă ыйтусемпе тухма шикленеççĕ; Д.В.Кузьмин энциклопедие хăй шучĕпе кăларнă, ăна автономи нихăш енчен те пулăшман…
Делегатсем отчётлă конференцин докдадне сӳтсе явнă хыççăн Аслă пухăвăн постановленине улшăнусем кĕртсе йышăнчĕç. УОЧНКА отчётлă тапхăрĕнчи ĕçне вăтам хак пачĕç.
А.Г.Еленкин Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Б.И.Зотов тата С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр патĕнче пулнине, вĕсем УОЧНКА ĕçтăвкомĕн председателĕн В.И.Сваевăн ĕçĕ-хĕлне ырлание пĕлтерчĕ. Малалла та чăваш автономине ертсе пыма Владимир Ильича шанма сĕнчĕ.
Делегатсем пурте пĕр саслăн тенĕ пек ( икĕ делегат - хирĕç) УОЧНКА председателĕ пулма Владимир Ильич Сваева суйларĕç.
УОЧНКА çĕнĕ ертӳçи ĕçтăвкома суйлас ĕç-хĕле пуçăнчĕ. Делегатсем калаçнă тата сӳтсе явнă хыççăн ĕçтăвкома 27 çынна суйласа хăварчĕç.
 
: 1076, Хаçат: 50 (1142), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: