Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пухтелĕнче пултаруллă çемье хăшĕ тесе ыйтсан тӳрех Ахмеровсем теççĕ. Нина Александровнапа Анатолий Эптюшевич пур енĕпе ăста хĕрпе ывăл çуратса ӳстернĕ. Дима Ахмеров сцена çине юрлама тухсан миçе хĕр чĕри хăвăртрах тапма тытăнмасть пулĕ… Настя вара – чăн-чăн Сарпике. Кăçал вăл облаçри «Сарпике-2011» конкурсра çĕнтерсе Шупашкарти «Чăваш пики-2011» конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ. Чӳкĕн 17-мĕшĕнче – Аслă Нагаткинри Культура керменĕнче иртнĕ Амăш кунĕнче Чăнлă район пуçлăхĕ Х.В. Рамазанов ачисене тĕрĕс воспитани панăшăн Ахмеровсене Тав хучĕ парса чысланă.
Улми йывăççиннчен аякка ӳкмест. Нина Александровна ачаранах юрăпа туслă. Вăтам шкул пĕтерсен Ульяновскри культпросвет училищинче дирижёр-хоровик специальноçне илнĕ. Аслă Нагаткинра Н.Ф. Косырев ертсе пыракан пултарулăх ушкăнне юрлама çӳренĕ, ташша та ăста. Унсăр пуçне вăл Пухтелĕнче ача садĕнче музыка инструменчĕпе каласа пепкесене юрлама вĕрентнĕ. Унăн ашшĕ-амăшĕ те юрă-ташă ăсти пулнă. Ашшĕ баян каланă.
Çемье пуçĕ юрă-кĕвĕпе тусли çемьешĕн чăн телей. Вăл мăшăрне, ачисене кирек хăш вăхăтра та пулăшма хатĕр.
Дмитрий
Лаша пуласси тихаранах паллă теççĕ. Димăн пĕчĕклех вĕренес туртăм палăрнă. Шкул çулĕсенче вăл мĕнпур предметсемпе лайăх ĕлкĕрсе пырса пĕрре кăна мар Мухтав грамотисене тивĕçнĕ, олимпиадăсене хутшăнса çирĕп пĕлĕвĕпе палăрнă.
Димăна облаçри мĕнпур çамрăксен мероприятийĕсенче курма пулать. Ачаранах вăл конкурссене хутшăнатчĕ.«Чăваш ачи, сассуна пар!», «Чăваш шăпчăкĕ» конкурссенче юрласа УОЧНКА тата облаçри вĕрентӳ министерствин Тав хучĕсене тата Дипломĕсене тивĕçнĕ. 2007, 2008 çулсенче Шупашкарти «Кĕмĕл сасă» конкурса хутшăнма тивĕç пулнă. Вăтам шкул пĕтерсен Дима Ульяновскри строительство колледжне пĕтернĕ. Çитĕнерехпе ăна фестивальсене, тĕрлĕ конкурссене уçă сассипе савăнтарма чĕнме тытăнчĕç. Дима салтак тивĕçне те пурнăçлама ĕлкĕрчĕ. Кĕçĕн сержант пакунĕллĕ патвар каччă тин кăна тăван килне таврăннă. Салтакра вăл чăваш ятне яман. Тĕрĕс воспитани илнĕ чăваш ачи пур енĕпе те тĕслĕх кăтартнă. Ахальтен мар вăл хĕсметре тăнă командовани ашшĕ-амăшне çыру урлă мухтаса тав тунă. Юрлас туртăмĕ Димăра пĕрре те чакман çак хушăра. Вăл яланах сцена çине тухма хатĕр.
Анастасия – Сарпике
Настя та ашшĕпе амăшне пĕчĕкренех савăнтарать. Вăл «5» паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пырать. Мĕнпур предметпа районти, облаçри олимпиадăсене хутшăнса дипломсене тивĕçет. Спортра та ăнăçусем тăвать: теннисла, шахматла выляссипе районта çĕнтерсе Димитровграда çитнĕ. Мĕнлерех алă ăсти тата Настя! Йĕппе те, çекĕлпе те çыхать. Çĕвĕ машинипе мĕн-тĕр çĕлесси те уншăн йывăр мар. Амăшĕ каланă тăрăх, килте те йăлтах ĕлкĕрет: кил таврашне тасатать, тутлă пĕçерме тесен – чĕлхене çăтса яратăн. «Ăçтан ĕлкĕрет вăл?» - тĕлĕнет амăшĕ.
Чиперккесен хушшинче çулсерен иртекен конкурссем çинче чарăнса тăрар. Акă мĕн каласа парать ун пирки амăшĕ:
-Кăçал облаçри «Сарпике» конкурсра çĕнтерсен пире В.И. Тарават Шупашкарти «Кĕмĕл сасса» хутшăнса пăхма сĕнчĕ. Вăхăчĕ те нумаях юлманччĕ ĕнтĕ. Настя малтан: «Ĕлкĕрейĕп-ши?» - терĕ. Эпĕ пулăшу сĕнсен вăл хутшăнма тĕв турĕ. Эпир ачасене хамăрла тума нихçан та хистемен. Хăйсене суйласа илме ирĕк панă. Халĕ те çаплах. Хатĕрленме тытăнтăмăр. Вероника Серебряковапа иккĕшĕ илемлĕ чăваш кĕпи çĕлерĕç. Шупашкарти ăстасем тĕрĕпе эрешлесе пачĕç. Тепĕр кĕпине вăхăтлăха илтĕмĕр. Телее, пире укçа-тенкĕпе пулăшакансем тупăнчĕç: Кивĕ Улхаш ял тăрăхĕн ертӳçи Л.Л. Пидиксеева тата район пуçлăхĕн çумĕ А.А. Узиков. Тавтапуç çак ырă çынсене. Хамăртан мĕн чухлĕ тухса кайнине шутламастăн ĕнтĕ çакăн пек чух…
Телее, пулăшу аллине тăсакансем тата пулчĕç. Чи малтан – шкулти вĕрентекенсене ăшă сăмахсемпе хавхалантарнăшăн тав, вăл шутра В.И. Салюкинана (вăл пирĕнпе Шупашкарах пычĕ) тата класс ертӳçине – Р.М.Насертдинова та. Вăл компьюторпа визитка хатĕрлеме пулăшрĕ. Паллах, тав сăмахĕсене УОЧНКА ертӳçине В.И. Сваева, Культура центрĕн пуçлăхне И.В. Гаврилована, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн тĕп методистне В.А. Архипована, вырăнти автономи ертӳçине В.Н. Игнатьевана (Таравата), Чăвашкассинчи Культура çурчĕн пуçлăхне Родион Кириллова, Кивĕ Улхашри С.И. Шахина, Аслă Нагаткинри Татьяна Эльмукована пысăк тав.
Настя хăй те çĕр çывăрмасăр тенĕ пек тăрăшрĕ. Конкурс валли çĕр улмипе ашран хуран куклине вăл хăй аллипе хатĕрлерĕ. Тата шăрттан турăмăр, çăкăр, чăкăт пĕçертĕмĕр,- каласа парать Нина Александровна. Çапла, çĕнтерӳ кăшăлне çĕнсе илме çăмăлах мар çав.
Конкурссем килеççĕ те иртеççĕ. Пурнăç малаллах тăсăлать. Настя килес çул вăтам шкул пĕтерсе аттестат илмелле. Амăшĕ каланă тăрăх, ăçта вĕренме каясси пирки Настя хальлĕхе иккĕленет-ха. Пурнăç кăтартĕ.
 
: 985, Хаçат: 50 (1142), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: