Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2011 çулхи раштавăн 10-мĕшĕ. Ульяновск хули.
Ырă кун, хисеплĕ делегатсем,
хаклă хăнасем!
Эпир паян «Губернаторский» Культура керменне тăватă çул ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе явма тата чăваш культурин малашнехи аталанăвне, Ульяновск облаçĕн социаллă экономика пуласлăхне палăртма пуçтарăнтăмăр.
Ульяновск облаçĕ – малалла!
Çакăн пек чĕнӳпе ертсе пырать пирĕн облаçа Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ – правительство ертӳçи С.И.Морозов.
Юлашки çулсенче облаçăн социаллă экономика аталанăвĕнче аван улшăнусем пулса иртрĕç. Пĕтĕмĕшле продукт шайĕ 2,7 хут ӳссе 67,8 млрд тенкĕрен 185,6 млрд тенке çитрĕ.
Ульяновск облаçĕ Атăлçи федераллă округра регионсен социаллă экономика аталанăвĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе 14-мĕш вырăнтан 5-мĕш вырăна хăпарчĕ.
Çĕнĕ культура политикине пурнăçлассипе пысăк утăмсем тунă. Ку вăл кашни çынна пултарулăх тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшать.
Ульяновск область правительстви уйрăмах тĕрлĕ наци представителĕсене малашне аталанма хăтлă майсем туса пама тăрăшать, çак пулăмра вăл Ульяновск облаçĕн çутă пуласлăхне курать.
Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ çумĕнче Национальноçсен канашĕ ăнăçлă ĕçлет. Унта тĕрлĕ национальноçсен культура аталанăвне тата хăйнеевĕрлĕхне палăртакан ыйтусене пăхса тухаççĕ, тĕрлĕ тапхăрсен ĕç планне палăртаççĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ пур обществăлла пĕрлĕхсемпе те наци ăнланулăхне ӳстерес тата çирĕплетес енĕпе пысăк ĕç илсе пырать, çапла майпа облаçăн социаллă экономика пуласлăхне çирĕплетме çул уçать.
Ĕçтăвкомăн тата чăваш общественноçĕн ĕçĕ-хĕлĕ Ульяновск область кĕпĕрнаттăрне те, хула тата область влаçĕн органĕсене туллин тивĕçтерет. Ахальтен мар кĕпĕрнаттăр-область правительствин председателĕ Чăваш Республикин Президенчĕ патне Ульяновскра Пĕтĕм Раççей шайĕнчи чăваш наци уявне – Акатуя – Ульяновскра ирттерес ыйтупа тухрĕ. Икĕ ен те пĕр шухăшлă пулнипе праçник ăнăçлă иртрĕ.
Чăваш Республикин культура кунĕсем тата Пĕтĕм Раççей шайĕнчи Акатуй мĕнпур чăвашсемшĕн тата ульяновецсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ политикăпа культура пулăмĕ пулса тăчĕ. Акатуя Раççейĕн 27 регионĕнчен тата Эстонирен, Белоруссирен, Болгарирен, Казахстанран, Украинăран 1000 çын килсе çитрĕ. В.И.Ленин мемориалĕн комплексĕнче С.И.Морозов хăнасене кĕтсе илчĕ. Вĕсем кăмăллă юлчĕç.
Çĕртме уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Ульяновскри чи лайăх залсем Чăваш Республикин профессионал артисчĕсене йышăнчĕç.
Çĕртмен 1-мĕшĕнче “Эпĕ – чăваш халăх ывăлĕ» ятпа ача-пăча наци уявĕ иртрĕ, ăна Ачасене хӳтĕлемелли куна тата Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен Акатуя халалларăмăр. Ăна И.Я.Яковлев музей комплексĕн территорийĕнче йĕркелерĕмĕр. Вăл чăннипе илемлĕ праçник пулчĕ. Унта Чăваш Республикин тата Ульяновск облаçĕн ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç. Праçникпе çыхăннă мероприятисене 600 ытла ача хутшăнчĕ. Хăнара Чăваш Республикин вĕрентӳпе çамрăксен политикин министрĕн çумми Светлана Владимировна Петрова, Болгари çыравçисем пурччĕ. Праçникĕн тĕп ертӳçи Ф.Т.Улендеева пулчĕ.
Çак кунах чăваш наци тумĕн “Народ в серебряном одеянии» куравĕ уçăлчĕ. Халăх пултарулăх музейĕн залĕ 1000 ытла çынна йышăнчĕ.
Ульяновск облаçĕнче Чăваш Республикин культура кунĕсем Гончаров ячĕллĕ область драма театрĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн «Шывармань» оперипе уçăлчĕç.
Çĕртмен 4-мĕшĕнче тĕп праçник – Акатуй – Раççей чăвашĕсен наципе культура автономин президенчĕ ертсе пынă çавра сĕтелпе уçăлчĕ. Çавра сĕтеле Ульяновск облаçĕн шалти политикин министрĕ Татьяна Викторовна Кириллова, Чăваш Республикин культура министрĕ Роза Михайловна Лизакова, РФ регион аталанăвĕн министерствин департаменчĕн директорĕ Александр Владимирович Журавский, Н.Н.Миклухо-Маклай ячĕллĕ этнографипе антропологи институчĕн наукăпа ĕçлекен директор çумми, политика наукисен докторĕ Владимир Юрьевич Зорин профессор, РФ чăваш автономин ертӳçисем хутшăнчĕç.
Çĕртмен 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин культура кунĕсем Димитровградри 19-мĕш шкулта Чăваш культурин центрĕ уçăлнипе малалла тăсăлчĕç. Славский ячĕллĕ Культура центрĕнче Чăваш патшалăх академи симфони капеллин концерчĕ пулчĕ.
В.И.Ленин ячĕллĕ область вулавăшĕнче «Толерантность и содружество» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Каçхине 18 сехетре Гончаров ячĕллĕ драма театрĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн Набоков романĕпе лартнă «Лолита» балечĕ пулчĕ. Виççĕмĕш кун В.И.Ленин ячĕллĕ вулавăшра «Этномир культурной столицы» темăпа çавра сĕтел иртрĕ. Ульяновецсем облаçри драма театрĕнче пĕрремĕш хут П.И.Чайковский музыкипе лартнă Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн балетне – «Лебединое озеро» - курчĕç. Эпир çаплах «Губернаторский» Культура керменĕнче Чăваш патшалăх филармонин «Нарспи» мюзиклне чăвашла курма пултартăмăр.
Çĕртмен 3-мĕшĕнче те Ульяновскăн чи лайăх залĕсем Чăваш Республикин артисчĕсене йышăнчĕç. Ленин мемориалĕн Пысăк залĕнче Ульяновск патшалăх симфони оркестрĕ Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин ертсе пынипе хăйĕн концертне кăтартрĕ.
Акатуй Çĕнтерӳ 30 çул тултарнă ячĕллĕ площадьрен В.И.Ленин площадьне килсе çитнĕ пултарулăх коллективĕсен çулçӳревĕнчен пуçланчĕ. В.И.Ленин площадĕнчен тытăнса В.И.Ленин 100 çул тултарнă ячĕллĕ площадь таран облаçри муниципаллă йĕркеленӳсем чăваш кил-çурчĕн макечĕсене тата Акатуйăн выляв площадкисене вырнаçтарчĕç.
Акатуйăн театр шайĕнчи йăла-йĕрки 11 сехетре пуçланчĕ. Площадьре Чăваш Республикин тата Раççей регионĕсенчен килсе çитнĕ пултарулăх ушкăнĕсем юрларĕç, ташларĕç.
Ульяновск область правительствин çуртĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев С.И.Морозов кĕпĕрнаттăра "Чăваш Республики умĕнче тунă çитĕнӳсемшĕн" орден медалĕпе наградăларĕ, Халăх культурин центрне "Баргузин" автомашина парнелерĕ. С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр Чăваш Республикине УАЗ парнелерĕ.
Чăваш халăх культурине аталантарас ĕçре нумай çул ăнăçлă тăрăшнăшăн Чăваш Республикин Президенчĕ хăйĕн хушăвĕпе И.В. Гавриловапа Н.Н.Ларионова «ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ» ят пани çинчен пĕлтерчĕ.
Чăваш Республикин культура кунĕсем Ульяновск облаçĕнче, Пĕтĕм Раççей шайĕнчи чăваш наци праçникĕ Акатуй иртни халиччен историре пулман пулăмсем, çакăн пекки пушă вырăнта çуралмасть.
Чи малтан, ку Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн С.И.Морозовăн пĕлсе илсе пыракан политики. Ку культура политики те, СНГ культура политики те, паллах, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ чăваш халăхĕн хăйевĕрлĕхне, йăла-йĕркине, культурине, чĕлхипе литературине аталантарса сыхласа хăварма тăрăшни те.
Çирĕм çул каялла В.Г.Егоров пек хастарсем пĕрремĕш хут Акатуй йĕркелеме пултарнă. Çавăнтанпа Ульяновскра иртекен Акатуй, Аслă Нагаткинра, Димитровградра область шайĕнче иртнисем, Тереньга, Вешкайма, Николаевка, Барăш, Майна, Чартаклă, Чăнлă, Çинкĕл районĕсенчи, Çĕнĕ Ульяновскри Акатуйсем çулсеренех чăваш халăх уявĕсем пулса тăчĕç. Çĕнĕ Малăкла районĕ Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен фестивальне ирттерчĕ. Чăвашсем Самар, Оренбург,Ульяновск облаçĕсенчен, Тутарстанран килнĕ хăнасене кĕтсе илчĕç. Фестиваль пур енĕпе те ăнăçлă иртрĕ.
2009 çулта ЧР культура министерствипе Ульяновск облаçĕн культура департаменчĕ ĕçтăвком пуçарăвĕпе «Культура диалогĕ» ятпа пултарулăх тĕлпулăвĕсен ярăмне ирттерчĕс. Çулталăкĕпех тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç:журналистсем, писательсем, таврапĕлуçĕсем, кино ĕçченĕсем тĕл пулчĕç. Тĕлпулусен пуçламăшĕ Ленин мемориалĕн Пысăк залĕнче ЧР патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн концерчĕпе пуçланчĕ, икĕ ен пĕр-пĕринпе тачă ĕçлемелли çинчен Килĕшӳ çирĕплетрĕç.
Тĕлпулусем Ленин мемориалĕн Пысăк залĕнче Кĕпĕрнаттăр симфони оркестрĕн тата Чăваш Республикин оперăпа балет театрĕн артисчĕсен анлă концерчĕпе хупăнчĕç. Çак мероприятисем И.В. Гаврилова ертсе пыракан Чăваш культура центрĕн, районсенчи УОЧНКА уйрăмĕсен хастарлăхне ӳстерме пулăшрĕç. «Сарпике» конкурса пĕрремĕш хут Наци культурисене аталантаракан центрта çеç ирттертĕмĕр пулсан – 2010 çулта ăна Ленин мемориалĕн Пысăк залĕнче ирттерме май тупрăмăр. Унта ЧР халăх артисчĕ Вячеслав Христофоров хутшăнчĕ. 2011 çулта «Сарпике» «Губернаторский» Культура керменĕнче иртрĕ. Конкурса çамрăк ăру хастаррăн хутшăнма тытăнчĕ. Паллах, ку ĕçре шкул вĕрентӳçисен тӳпи пысăк. Кăçал Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Сарпике» конкурс Шупашкарта иртрĕ. Пирĕн конкурссанткăсем Елена Васильева («Сарпике-2010» мисĕ), Настя Ахмерова (облаçăн «Сарпике-2011» çĕнтерӳçи) хăйсене питĕ лайăх кăтартрĕç. Елена Васильева «Раççей пики» ята тивĕçсе гран-при çĕнсе илчĕ, Настя Ахмерова вара 2-мĕш вырăн йышăнса Раççей «Чăваш пики» конкурсăн вице-мисĕ пулса тăчĕ. Иккĕшĕ те Чăнлă районĕнчен. Çакăншăн вĕрентӳçĕсене, уйрăмах Валентина Николаевна Игнатьева-Таравата, пысăк тав сăмахĕ каламалла.
Шупашкарта кашни çулах чăваш эстрада юррисен «Кĕмĕл сасă» фестивалĕ иртет. Унта кашни çулах Ульяновск облаçĕн юрăçисем хутшăнса призлă вырăнсене çĕнсе илеççĕ. Кăçал Чăваш культура центрĕнче кружок ĕçне йĕркелесе пыракан Анна Чаукова çĕнтерсе гран-прие тивĕçрĕ. Куншăн каллех Валентина Николаевна Таравата тав тумалла. Вăл ăна конкурса хатĕрленĕ. Анна Чаукована халĕ ЧР Патшалăх юрăпа ташă ансабльне ĕçе илнĕ. «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурс-фестиваль те çуллен иртекен уява çаврăнчĕ.
Кăçал «Чăваш шăпчăкĕ» конкурс-фестиваль раштавăн 18-мĕшĕнче «Губернаторский» Культура керменĕнчĕ иртет. Ку пулăма пурин те хутшăнмалла, пирĕн çамрăксем чăваш культурипе туслашса пынине хамăр курса савăнмалла.
Конкурс-фестивальсе не малтан районсенче ирттереççĕ, унта хутшăнакансене тăван чĕлхе вĕрентӳçисем хатĕрлеççĕ.
Паяна облаçри культура учрежденийĕсенче 28 чăваш клуб йĕркеленĕвĕ ĕçлет, вĕсене 1600 çын çӳрет. Пултарулăх жанрĕсенче 21 фольклор ушкăнĕ, 3 халăх коллективĕ, 7 хореографи ушкăнĕ тĕп вырăн йышăнаççĕ.
Конкурссем, «Çемье çулĕ», «Ырă ĕçсен çулĕ» шайĕнчи фестивальсем ирттерес ĕç-хĕл сарăлса пырать. Ача-пăча пултарулăхĕн фестивалĕ – «Путене» - чи интересли те чи пĕлтерĕшли пулса тăчĕ. Вăл халĕ çулсерен иртет. Кăçал виççĕмĕш хут иртрĕ, унта 3-10 çулхи 130 ачана яхăн хутшăнчĕ. Фестивале облаçри ача сачĕсем, пуçламăш классенче вĕренекен ачасем хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ те ачисемшĕн тăрăшать: тум çĕлесе парать, туянать. Ача сачĕсемпе шкулсенче чи лайăх артистсене тата номерсене суйласа илеççĕ.
Наци автономийĕ ача сачĕсен ертӳçисемпе воспитани ĕçне наципе этно компоненчĕсене кĕртессишĕн пĕрле тăрăшса ĕçлет.
2010 çулта çак тĕллевпе Ульяновскри кашни районта канашлусем ирттертĕмĕр. Пĕтĕмлетĕвĕ аванах пулмасан та «Путене» конкурса ача сачĕсем хутшăнма тытăнни савăнтарать.
«Путене» конкурс-фестиваль питĕ илемлĕ, интереслĕ иртет. Шăпăрлансем чăвашла калаçни, юрлани, тумланни куççуль тухиччен савăнтарать. Ашшĕ-амăшĕ те, воспитательсемпе вĕрентӳçĕсем те хăйсен ачисемшĕн, çамрăк ăру тăван халăх культурипе çывăхланса пынăшăн савăнаççĕ.
Отчётлă тапхăр облаçри ялсенче чăваш культура еткерлĕхĕпе çыхăннă, ĕçтăвком ертсе пынипе йĕркеленĕ мероприятисемпе пуян. Облаçри районсенче, Кузоватово тата Инза районĕсемсĕр пуçне (вĕсенче чăвашсем питĕ сахал пурăнаççĕ), чĕлхепе культура кунĕсем иртрĕç. Вĕсене «Эревет», «Савăнăç», «Илем», «Телей», «Палнай» юрă ушкăнĕсем хутшăнчĕç. Эпĕ вĕсене тăван культурăна анлă сарас тата аталантарас ĕçре тӳлевсĕрех вăй хунăшăн чĕререн тав тăватăп.
Чĕлхепе культура кунĕсем ирттерни наци ăнланулăхне çӳллĕрех шая çĕклеме пулăшать.Çакăн пек кунсем Чăнлă, Ульяновск, Мелекесс, Çĕнĕ Малăкла районĕсенчи, Ульяновскри тата Димитровградри шкулсенче ытларах иртеççĕ. ЧР артисчĕсемпе çыхăну тытса ĕçлесси те вăй илсе пырать. Ĕçтăвком членĕ Олег Николаевич Мустаев, Дмитрий Васильевич Кузьмин тата Веронийăпа Станислав Толстовсем тăрăшнипе пирĕн патра час-часах концертсем пулаççĕ. Концертсенче яланах çын нумай. Чăваш культурине аталантарассишĕн ĕçтăвком членĕ, РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей Писательсен союзĕн членĕ, Чăваш композиторĕсен ассоциацин членĕ, В.Игнатьева-Тарават поэтесса ырми-канми вăй хурать. Ульяновск облаçĕшĕн пысăк ĕç-хĕл илсе пынăшăн ăна «Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ» ят парса облаçăн Ылтăн кĕнекине кĕртнĕ. Ун пуçарăвĕпе Чăнлă районĕнче «Шăпчăк» тата «Ĕмĕт» ансамбльсем йĕркеленнĕ. Вĕсем вырăнта иртекен конкурссене, фестивальсене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ, Чăваш Енре, Мускавра та пулнă. Кăçал 12 çынран тăракан чăваш юррин «Шанăç» ансамблĕ йĕркеленĕ.
Паян праçниксемпе фестивальсем «Эревет» (пултарулăх ертӳçи РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Н.Ф.Косырев), «Савăнăç» (И.Н.Иванюкова), «Илем» (А.Н.Чурбанов), «Палнай» (В.А.Сымова) пултарулăх ушкăнĕсемсĕр иртмеççĕ. Вĕсем Ульяновскра кăна мар, Шупашкарта, Мускавра та пулаççĕ, куракансен юрăтнă ушкăнĕсем пулса тăчĕç. Вăхăчĕсене шеллемесĕр, ывăннине пăхмасăр ăçта чĕнсен те каяççĕ, куракансем тăвăллăн алă çупнине тивĕçеççĕ.
Чăваш культурине аталантарас пулăмра Пётр Михайлович Улюкин ертсе пыракан «Телей» ушкăн та тĕслĕх пулса тăрать. Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхашри Родион Кириллов ертсе пыракан юрăпа ташă ушкăнĕ те пысăк ĕç илсе пырать. Николаевка районĕнчи Чăваш Сайман, Барăш районĕнчи Чăваш Решетке ялĕсенчи юрă ушкăнĕсем те тава тивĕçлĕ.
Ульяновскра Атăл тăрăхĕнчи çакăн пек пĕртен-пĕр вулавăш – Атăл тăрăхĕнчи халăхсен наци литературин 17-мĕш вулавăшĕ – ĕçлет. Унта чăвашла 992 кĕнеке упранать. Вĕсемпе 350 чăваш çынни усă курать. Кунта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Писательсем, поэтсем вулакансемпе тĕл пулаççĕ. Вулавçăсен конференцийĕсене йĕркелеççĕ. Вулавăшра вăрçăпа ĕç ветеранĕсене чыслаççĕ. Шел, кунта чăваш литературипе ĕçлекен вулавăшçă çук, 5000 тенкĕ ĕç укçипе вăй хума никам та килĕшесшĕн мар. Елена Гордеева аван ĕçлетчĕ, анчах вăл ĕçрен тухса кайрĕ.
Хисеплĕ делегатсем!
Эпĕ хамăн доклада Чăваш Республикин Ульяновскри Культура кунĕсемпе тата Пĕтĕм Раççей шайĕнчи Акатуйпа пуçларăм. Ку ахальтен мар, мĕншĕн тесен культура урлă çеç çитĕннисемпе çамрăк ăрăва атте-анне парнеленĕ тăван чĕлхене хăнăхтарма пулать. Чăваш халăхĕ чăваш чĕлхи аталанса пырсан кăна сыхланса юлма пултарать. Çакăн çинчен чăваш халăхĕн Патриархĕ И.Я.Яковлев та хăйĕн Халалĕнче çирĕппĕн асăрхаттарать.
Чĕлхе вăл – тĕнче культурин пуянлăхĕ. Патшалăх та ăна ятарлă саккунсемпе сыхласа хăварма тăрăшать.
«О языках народов РФ» тата «Об образовании» РФ саккунсемпе килĕшӳллĕн наци çыннин тăван чĕлхепе пĕлӳ тата хăй халăхĕн культурипе воспитани илме ирĕк пур. Пирĕн область нумай наци пурăнакан регион, çавăнпа та кĕпĕрнаттăр – правительство председателĕ вырăс мар халăхсене тăван чĕлхене, историе, культурăна ăша хывма тĕрлĕ майсем туса пама тăрăшать.
Наци политикине тĕрĕс илсе пыни чăваш халăхне хавхалантарать, шкулсенче уроксем, факультативсем, кружоксем урлă чăваш чĕлхи, юрри янăрать.
Раççейри вĕрентӳ тытăмĕнчи реформăсен хăш-пĕр сиенлĕхне пăхмасăр облаçри шкулсенче вĕрентӳçĕсемпе вĕренекенсен тăван чĕлхене, историе, культурăна ăша хывассине интерес çухалмасть. Паллах, ку ĕçре тăван чĕлхе вĕрентӳçисен, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн, Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерствин тӳпи пысăк. Пирĕн пĕрле чăваш наци вĕрентĕвне пĕр шайра тытса тăма май пурах. Паян тĕрлĕ меслетпе тăван чĕлхене, литературăна, историе, культурăна облаçри 150 вĕрентӳ учрежденийĕнче 3011 ача вĕренет.
Этнокультура вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлеме вĕрентӳ министерствинче ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унта автономи ĕçтăвкомĕсен председателĕсем тата вĕрентӳ министерствин çыннисем кĕреççĕ. Çулсерен пĕрлехи ĕç планне йышăнаççĕ. Вăл мĕнле пурнăçланнине те пĕрле тĕрĕслеççĕ.
Тăван чĕлхене вĕрентес ыйтусене çулсеренех август канашлăвĕсенче, вĕрентӳçĕсен семинарĕсемпе канашлăвĕсенче сӳтсе яваççĕ. 2010 çулхи нарăсăн 25-мĕшĕнче вĕрентӳ министерствипе вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан институт, автономи ĕçтăвкомĕн пуçарăвĕпе «Изучение чувашского языка и литературы в условиях реализации национально-образов ательной инициативы «Наша новая школа» темăпа вĕрентӳçĕсен область шайĕнчи конференцийĕ иртрĕ. Унта облаçри шкулсенче вăй хуракан 100 ытла вĕрентӳçĕ хутшăнчĕ.
Конференцие хутшăннисем ЧР вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ-эксперч ĕ И.В.Ядранская, ЧР вĕрентӳ институчĕн чăваш чĕлхипе литература кафедрин доценчĕ Н.Г.Иванова каласа панине тимлĕн итлерĕç.
Конференци ĕçне пĕтĕмлетсе вĕрентӳçĕсен доклачĕсен пуххине хатĕрленĕ.
2009 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнче «Этнонациональное образование и современность состояния, проблемы, перспективы развития» темăпа регионсен хушшинчи ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ. Унăн ĕçне Шупашкар ăсчахĕсем хутшăнчĕç.
Професси ăсталăхне ӳстерес ĕç-хĕле чи лайăх новатор вĕрентӳçĕсем хутшăнаççĕ. Маçтăр-классем ирттересси йăлана кĕчĕ, вĕсенче тăван чĕлхене вĕрентес методикăра инноваци элеменчĕсемпе усă курмалли меслетсене кăтартаççĕ.
Çакăн пек уроксем: Надежда Михайловна Сайгушева, Светлана Валериановна Телеева, Светлана Васильевна Яковлева, Валентина Григорьевна Галкина, Светлана Ильинична Мигукова, Валентина Алексеевна Ильдутова, Светлана Анатольевна Мырышева – ирттерчĕç.
Вĕсем ачасене уроксенче шухăшлама вĕрентеççĕ.
Çулленех чăваш чĕлхипе тата литературипе олимпиадăсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Вĕрентӳ министерстви 2011 çулхи нарăс уйăхĕнче чăваш чĕлхипе тата литературипе, вырăс чĕлхипе тата литературипе регион шайĕнче 16 хут олимпиада ирттерчĕ. Унта 23 районран 105 вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен 47-не вĕрентӳ министерствин тата облаçри чăваш автономин дипломĕсемпе, Хисеп хучĕсемпе, хаклă парнисемпе наградăланă.
Чăваш чĕлхине питĕ лайăх пĕлнине Чăнлă районĕнчен 2 çĕнтерӳçĕ, 3 призёр, Димитровградран 3 призёр, Майна районĕнчен 1 çĕнтерӳçĕ, Ульяновск районĕнчен 2 призёр, Ульяновскран 1 призёр çирĕплетрĕç. Призёрсемпе çĕнтерӳçĕсене Нина Николаевна Кушты (Пухтел), Зоя Владимировна Головина (Каша), Лидия Фёдоровна Ярославская (Чӳрекел), Светлана Анатольевна Марышева (Ульяновскри 55-мĕш шкул), Анна Николаевна Саранцева (Унтăр), Валентина Викторовна Киргизова (Димитровградри 17-мĕш шкул), Светлана Ильинична Мигукова (Вăта Тимĕрçен), Светлана Валериановна Телеева (Анат Тимĕрçен), Светлана Фёдоровна Кудряшова (Çĕнĕ Улхаш) хатĕрленĕ.
Регионсен хушшинче Шупашкарта иртнĕ олимпиадăра пирĕн вĕренекенсем тарăн пĕлӳ кăтартрĕç. Виçĕ вĕренекенрен иккĕшĕ призёрсен дипломне тивĕçрĕç: С.В.Телеева (Анат Тимĕрçен) вĕренекенĕ Владислав Базарнов (9-мĕш класс) тата В.В.Киргизова (Димитровградри 25-мĕш шкул) вĕренекенĕ Наталья Яхункина (10-мĕш класс).
Регионсен шайĕнче иртнĕ олимпиадăра çĕнтернисене тата вĕсене хатĕрленĕ вĕрентӳçĕсене çурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Кĕпĕрнаттăр премийĕ парса чысларĕç, Вĕрентӳçĕсенче кунĕ вĕсене кĕпĕрнаттăр йышăнчĕ. Тăван чĕлхепе литературăна вĕрентекенсен сумĕ ӳссе пырать. УОЧНКА тата вĕрентӳ министерстви 2010 çулхи раштав уйăхĕнче область шайĕнче «Тăван чĕлхене вĕрентекен чи лайăх вĕрентӳçĕ» конкурс ирттерчĕç. Пĕрремĕш степеньлĕ диплома Ульяновскри 55-мĕш шкул вĕрентӳçи С.А.Марышева çĕнсе илчĕ, иккĕмĕш вырăна Димитровградри 17-мĕш шкул вĕрентӳçи В.В.Киргизова тивĕçрĕ, виççĕмĕш вырăнта – Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен шкулĕн вĕрентӳçи С.В.Телеева.
«Вĕрентӳçĕ-лидер» номинацире Бахтеевка шкулĕн вĕрентӳçи Е.В.Васильева çĕнтерсе диплома тивĕçрĕ. «Новатор вĕрентӳçĕ» номинацире Ульяновск районĕнчи Унтăр лицейĕн вĕрентӳçи А.Н.Саранцева çĕнтерчĕ. «Вĕрентӳçĕ-тĕпчевçĕ» номинаци çĕнтерӳçи – Л.Ф.Ярославская (Майна районĕ, Чӳрекел).
Конкурс çĕнтерӳçи С.А.Марышева Пĕтĕм Раççей шайĕнчи маçтăр-класа хутшăнчĕ. «Чи çӳллĕ шайлă педагогика маçтăрлăхĕ» номинацире çĕнтерсе диплома тата «Чи лайăх вĕрентӳçĕ» медале тивĕçрĕ.
Кăçал УОЧНКА ĕçтăвкомĕн пуçарăвĕпе тăван чĕлхе кабинечĕсен конкурсĕ иртрĕ. Çак мероприятисем вĕрентӳçĕсен ят-сумне, хастарлăхне, пултарулăхне ӳстерме çул уçаççĕ. Педагогика ĕçĕнче яланах çĕнĕ меслетсем шыракансен хушшинче Майна районĕн вĕрентӳçисем – Л.Ф.Ярославская тата М.Н.Николаева, Чăнлă районĕн хастарĕсем – Н.М.Сайгушева, Н.Н.Кушты, С.Ф.Кудряшова, З.В.Головина, С.В.Телеева, Çинкĕл районĕн вĕрентӳçи – Н.А.Куракова, Тереньга районĕнчен – Л.П.Ильина, Павловка районĕнчен – И.И.Мигунова, Çĕнĕ Малăкла районĕнчен – М.В.Спиридонова, В.А.Ильдутова, Ульяновск районĕнчен – С.В.Яковлева, В.В.Прохорова, Николаевка районĕнчен – М.П.Батык, Димитровградран – В.Г.Буцаева, В.В.Киргизова, Ульяновскран – Е.М.Краснова, А.В.Кашкарёва, Т.А.Храмова, И.В.Мешанова, Г.Н.Прилучных. Ульяновск районĕнчи Салмановка шкулĕнче ĕçлекен Светлана Васильевна Яковлева 2008 çулта чи лайăх вĕрентӳçĕсен списокне кĕнĕ, ăна РФ Президенчĕн гранчĕпе (100 пин тенкĕ) наградăланă.
Маларах асăннă хастар вĕрентӳçĕсем районсенче вырăс-чăваш икĕ чĕлхелĕх аталанăвĕнче тĕслĕх пулса тăраççĕ.
2009 çулта Ульяновскри 64-мĕш шкулта Чăваш культура центрне уçрăмăр. Çак ĕçре чăваш усламçисен «Эртел» ушкăнĕ пĕр миллион тенкĕлĕх тăкакланчĕ. Центрта чăваш класĕ уçăлчĕ, ача-пăча пултарулăхĕн пӳлĕмĕ ĕçлет, çавăнтах «Палнай» ушкăн вырнаçнă. Центр заведующийĕ Лариса Анатольевна Васильева. Çак хушăра кунта нумай мероприяти иртрĕ. Пирĕн тĕллев – ăна чăваш чĕлхипе культурин кăтартуллă методика центрĕ туса хурасси.
Хисеплĕ делегатсем!
Манăн тăван чĕлхене вĕрентекенсем умĕнче пуçа таяссăм килет. Çавăн пекех шкул директорĕсем те тав сăмахĕсене тивĕç. Вĕсен хушшинче – Валерий Михайлович Горбунов (Ирçел), Юрий Александрович Аппанов (Анат Тимĕрçен), Римма Ильинична Микка (Кивĕ Улхаш), Надежда Михайловна Утриванова (Çĕнĕ Улхаш), Людмила Геннадьевна Васцына (Ульяновскри 21-мĕш шкул).Вĕрентӳ тытăмне йĕркелесе тăракан специалистсемпе те мухтанмалла:Федосия Тимофеевна Улендеева, Вера Александровна Архипова, Роза Фёдоровна Халиуллова.
Облаçра педагогика ĕçченĕсене хатĕрлес ĕç тытăмĕ йĕркеленсе çитрĕ. Вĕсене И.Н.Ульянов ячĕллĕ педагогика университетĕнче, Çинкĕл педагогика училищинче хатĕрлеççĕ. Ульяновскри педуниверситетра наци уйрăмĕ 1993 çултанпа ĕçлет. Çак хушăра чăваш чĕлхипе литературин 100 вĕрентӳçине вĕрентсе кăларнă.
Вĕсем тăван чĕлхе вĕрентӳçисем кăна мар, вĕсем çине чăваш чĕлхипе культурине аталантарас яваплăх та тиенет.
ЕГЭ тытăмĕ университета вĕренме кĕмелли майсене чăрмантарать.Кăçал унта вĕренме кĕме 11 çын заявлени панăччĕ, виççĕшĕ кăна кĕрейрĕ, ыттисем ытти вĕрентӳ заведенийĕсене кайрĕç.
Çавăнпа та ку ыйтупа кашни шкулпа, шкултан вĕренсе тухнă кашни вĕренекенпе уйрăм ĕçлемелле.
Наци культурине сыхласа хăварасси, чăваш халăхĕн историне тĕпчесси паян музейсен ĕçĕ пулса тăчĕ. Çак тивĕçе Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенпе Вăта Тимĕрçен музейĕсем туллин пурнăçлаççĕ. Облаçри шкулсен 90 процентĕнче музей уçăлнă. Чăваш Решетке, Упамсар, Кивĕ Сахча, Чӳрекел, Кунтикав, Чăвашкасси, Çĕнĕ тата Кивĕ Улхаш, Ульяновскри 55-мĕш шкулсен музейĕсем область шайĕнче тĕслĕхлисем шутланаççĕ.
Çакă вĕрентӳçĕсем, вĕренекенсем, ашшĕ-амăшĕ хăйсен чăваш тымарĕсем, историпе культури патне туртăннине çирĕплетет.
Облаçри вĕрентӳ министерстви çĕнĕ вĕренӳ çулĕнче пĕрремĕш хут этнографи музейĕсен конкурсне ирттерме палăртнă. Çакă вĕрентӳçĕсемпе вĕренекенсене малашне тата тăрăшуллăрах ĕçлеме хавхалантарĕ.
Докладри вĕрентӳпе çыхăннă пая вĕçлесе облаçра чĕлхене, историе, чăваш халăх культурине аталантарма тата сыхласа хăварма майсем пур тесе çирĕплетес килет.
Апла пулин те пирте хамăрта, чăвашсенче, тĕрлĕ ыйтусем çуралаççĕ. Çемьере, пĕр-пĕринпе чăвашла калаçма никам та кансĕрлемест, чармасть.131-мĕш Федераллă саккуна йышăннăранпа, классенче 25 ача пулмалла тесе йышăннипе хулари шкулсенче чăваш ачисем ытларах пулнă классене хупма тӳрĕ килчĕ, çапла туни тăван чĕлхене факультативсемпе кружоксем урлă анчах вĕренме çул уçрĕ. Шкулта вĕренекенсене çителĕклĕ таран вĕрентӳ тата методика кăтартăвĕсемпе тивĕçтерейместпĕр.
Шкулсенче Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнчи наци ушкăнне вĕренме ярассипе çыхăннă ĕç çителĕклĕ пурнăçланать теме çук. Çак ĕçе вĕрентӳ министерстви те, УОЧНКА та, университетра ĕçлекен преподавательсем те, общественность та хастар хутшăнмалла. Ахальтен наци уйрăмне хупма пултараççĕ. Çак ĕçе «Канаш» хаçатпа «Еткер» телекăларăм та хутшăнмалла. Ĕçтăвком тата унăн председателĕ ЧР вĕрентӳ министерствипе тата Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерствипе тачăрах çыхăнура ĕçлемелле. Килĕшӳ те çирĕплетнĕ, анчах пĕрле ирттермелли мероприятисен хушшинче юлташла çыхăну, интерес çук темелле. Килĕшĕве ача-пăча Акатуйĕнче йышăнмаллаччĕ, эпĕ çак ыйтупа ЧР вĕрентӳ министрĕ Владимир Николаевич Иванов патĕнче пултăм. Вăл ман сĕнӳсемпе кăмăллă пулчĕ. Тен, пирĕн енчен çителĕклĕ таран калаçса татăлманнипе-и – Акатуя унăн çумми кăна килчĕ. Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерстви Чăваш Республикипе килĕшӳллĕрех ĕçлес пулать. Эпĕ çакна пурнăçа кĕртетĕпех. Мана ЧР Министрсен Кабинечĕн постановленийĕпе 2014 çулччен ЧР Министрсен Кабинечĕн Ульяновск облаçĕнчи представительне çирĕплетнĕ. Çакăнпа усă курса Екатерина Владимировна Уба министрпа ЧР вĕрентӳ министрĕпе В.Н.Ивановпа тĕл пулма тăрăшатпăрах.
Ĕçтăвком тата Чăваш культура центрĕ çамрăксемпе нумай ĕçлет. 2005 çулта «Çăлкуç» ятлă чăваш çамрăкĕсен канашне йĕркелерĕмĕр. Унăн йышне УлППУ, автомеханика техникумĕн, культура училищин, музыка училищин студенчĕсем кĕреççĕ. Юлашки тăватă çулта çамрăксен канашĕн председателĕнче Ирина Кашеева ĕçлерĕ. Кăçал вăл Ульяновскри 28-мĕш шкулта ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме тытăнчĕ. Пĕр вăхăтрах чăваш чĕлхипе литературин факультативне йĕркелерĕ. Вăл председательте ĕçленĕ вăхăтра чăваш культурине аталантарас ĕçре нумай мероприяти иртрĕ. Чӳк уйăхĕнче канашăн отчётпа суйлав пухăвĕ иртрĕ. Председатель пулма педуниверситетри иккĕмĕш курсра вĕренекен Алёна Карсакована суйларĕç. УОЧНКА ĕçтăвкомĕн ĕçĕнче çамрăксем хастарлăх кăтартасса шанас килет.
Ĕçтăвком ĕçĕнче çамрăксен хушшинче сывлăхлă пурнăç йĕркипе çыхăннă ыйтусем те нумай пулчĕç. Ку чи малтан çамрăксем хушшинче физкультура, спорт, туризм юхăмне сарассипе çыхăннă. Ĕçтăвкомра çак ĕçсене илсе пыракан комитет С.М.Краснов ертсе пынипе ĕçлет. Комитет çамрăксен хушшинче Кĕрешӳ турнирĕсем ирттерет, ЧР тĕп хулине – Шупашкара – çулçӳревсем йĕркелет, Акатуйра, Çăварнире спорт вăййисем йĕркелет тата ыттисем те.
Пиçиххипе кĕрешмелли Кĕрешӳ федерацийĕ 5 çул ĕçлет. Унăн президенчĕ – Виталий Владимирович Сафронов. Çак хушăра Недвига, И.Я.Яковлев, В.С.Рахманов ячĕсемпе çыхăннă турнирсем иртрĕç, пляж футболĕпе пĕрремĕш вырăна тухрĕç, мини-футболпа та турнирсем иртрĕç.
Кăçал раштавăн 3-мĕшĕнче И.Я.Яковлева халалланă çамрăк кĕрешӳçĕсен турнирĕ иртрĕ.
Комитет Кĕрешӳ федерацийĕпе пĕрле чăваш çамрăкĕсем хушшинче физкультурăпа спорт юхăмне аталантарас ĕçре çĕнĕ çитĕнӳсем тăвасса шанас килет.
Ĕçтăвком чăваш пултарулăх интеллигенцийĕн ĕçĕ-хĕлне те тимлĕхре тытать. Эпир пултарулăх тытăмĕнчи çынсемпе пуян. Облаçра кăна мар, унăн тулашĕнче те Анатолий Фёдорович Ермилов-Юман, Валентина Николаевна Игнатьева-Тарават, Александр Михайлович Богатов, Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят çыравçăсем хăйсен пултарулăхĕпе палăрса тăраççĕ. Вĕсем пурте «Шевле» литература пĕрлешĕвĕнче тăраççĕ, ăна «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, УОЧНКА председателĕн çумĕ Николай Николаевич Ларионов ертсе пырать.
Поэтсемпе писательсем чăваш халăх культурине çĕклес ĕçре калама çук пысăк ĕç тăваççĕ. Вĕсем чăваш халăхĕн ылтăн фончĕ. Çамрăксемпе, вĕренекенсемпе тĕл пулса вĕсен чĕрисенче тарăн йĕр хăвараççĕ.
Писательсемпе поэтсем çак куна пурĕ 80 кĕнеке кăларнă. Вĕсем автономин культура пурнăçне хастар хутшăнаççĕ, чĕлхе тата чăваш культура аталанăвĕнче пысăк вăй хураççĕ.
Пире художниксем те хăйсен ĕçĕсемпе савăнтараççĕ: Виктор Глебович Егоров, Нина Никитична Еграшкина, Александр Петрович Власов. Уйрăмах В.Г.Егоров художник ĕçĕсен область вулавăшĕнче иртнĕ куравĕ çынсен асĕнче юлнă.
Николай Александрович Казаков ертсе пыракан ЧР таврапĕлӳçисен пĕрлĕхĕн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕ усăллă ĕçсем илсе пырать. Н.А.Казаков, А.М.Богатов, А.А.Еграшкин, Н.К. Кадебин, Н.Д.Розов, М.А.Аляпкин нумай материал пуçтарса кĕнекесем кăларчĕç. Н.Г.Кондрашкин скульптор, таврапĕлӳçĕ Вăта Тимĕрçенте А.Рекеева бюст лартрĕ. Çакăн пекех палăк Рекеев ĕçленĕ Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Кивĕ Эйпеçре уçăлчĕ. Патăрьелĕнче Талвир писателе палăк уçрĕ. Мемориал хăми Анат Тимĕрçенте Ваççя Аниççине асăнса уçăлчĕ. Н.Кондрашкин скульптор Ульяновскри 17-мĕш вулавăша Павел Миронов бюстне парнелерĕ.
Истори вĕрентӳçисене, вырăнти халăх музейĕсен ертӳçисене чĕнсе семинарсем ирттересси йăлана кĕчĕ.Таврапĕлӳçĕсен е УОЧНКА ĕçтăвкомĕпе тата ытти хастарсемпе пĕрле ĕçлесе чăваш халăхĕн пурнăçĕ çинчен лайăхрах пĕлсе çамрăк ăру валли кĕнекесем кăларма сĕнес килет.
Автономин мухтавĕ – хастар ветерансем: Александр Михайлович Богатов,Нина Васильевна Ратаева, Александр Гаврилович Пешне, Василий Гаврилович Елагин, Евдокия Степановна Кирюшкина, Галина Николаевна Афанасьева, Елизавета Алексеевна Фурашова тата ыттисем.
Çулсеренех ветерансене Çĕнтерӳ кунĕпе, Ватăсен кунĕпе чыслатпăр. Чăваш халăх культурине тата тăван чĕлхене упраса хăварас пулăмра пысăк ĕçсем илсе пынăшăн вĕсен умĕнче пуçсене таятпăр Вĕсем пирĕншĕн чăваш наци юхăмĕнче çул кăтартса пыракансем.
Чăваш культурипе чĕлхине аталантарас пулăмра «Еткер» кăларăм нумай ĕçлет. Турра шĕкĕр, телекăларăм çĕнĕрен тухма тытăнчĕ. Уйăхне икĕ хут çирĕмшер минут çеç тухса тăрать пулин те чăвашсем ăна çав тери кĕтсе тăраççĕ. Телекăларăмра курма интереслĕ передача нумай. Чăваш чĕлхине вĕренесшĕн çунакан ачасем, хăйсен ачисемпе чăвашла калаçакан ашшĕ-амăшĕ çинчен нумайрах каласа парсан аван пулĕччĕ.
Юлашки вăхăтра «Канаш» хаçат та содержанийĕпе пуянланса, дизайн тĕлĕшĕнчен илемленсе пырать. Çĕнĕ рубрикăсем уçăлса пыраççĕ. Хаçатра пичетленекен материалсем вулакансене илĕртеççĕ. Журналистсем час-часах облаçри районсене тухса çӳреççĕ, хастар çынсемпе тĕл пулса вĕсен пурнăçне хаçатра çутатса параççĕ.
Журналистсен професси шайĕ çулран-çул ӳссе пырать, вĕсен хушшинче поэтсемпе çыравçăсем те пур. Пĕрремĕш кĕнекисене Елена Геннадьевна Алексеева, Валентина Алексеевна Ефимова кăларчĕç. Редактор та кĕнекесем кăларать. Анатолий Григорьевич Дмитриев-Ырьят чуна пырса тивекен повеçсемпе сăвăсем çырать, вăл çырнă сăвăсем тăрăх композиторсем юрăсем кĕвĕлеççĕ. Нумай ĕç тунă, паллах, анчах тумалли тата нумайрах. Пире яланах «Канаш» хаçатăн тиражĕ пĕчĕкрех пулни пăшăрхантарать.Чăва ш халăхĕ çинчен ырăпа кăна калаçатпăр, анчах «Канаш» хаçата çырăнса илесшĕнех мар. Эпир, çакăнта пухăннă чăваш хастарĕсем, хаçата çырăнтарас, çырăнса илес ĕçре ертсе пыракансем пулмалла. Ĕçтăвкомăн çĕнĕ çыннисем кун çинчен тĕплĕн шухăшлас пулать.
Отчётлă тапхăрта УОЧНКА районсенчи уйрăмĕсем хăйсен ĕçне аванлатрĕç. Тăватă çул хушшинче пур районсенче те, Инза, Кузоватово, Пасарлă Сăскан районĕсемсĕр пуçне, УОЧНКА уйрăмĕсем уçăлчĕç. Кивĕ Майна районĕнче Галина Богданова облаçран тухса кайнă пирки пуху ирттерсе председатель суйламалла. Кивĕ Кăлаткă районĕнчен Елена Васильевна Чăваш Ене тухса кайрĕ. Çинкĕл районĕнче те пуху пуçтарса çĕнĕ председатель суйламалла.
УОЧНКА районсенчи уйрăмĕсенчен чи лайăх ĕç илсе пыраканни – Чăнлă районĕнчи уйрăм. Ăна РФ культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, РФ Писательсен союзĕн членĕ, ЧР композиторсен ассоциацин членĕ, Ульяновск облаçĕн Хисеплĕ гражданĕ Валентина Николаевна Игнатьева ертсе пырать. Вăл чăваш чĕлхипе культурине аталантарса сыхласа хăварас ĕçре ырми-канми ĕçлет. Ачасене чăваш чĕлхипе культурине юратма вĕрентет. Унăн вĕренекенĕсем пур конкурссене, фестивальсене хутшăнса призлă вырăнсене тивĕçеççĕ.
Димитроградри уйрăма палăртса хăварас килет. Ăна Валентина Викторовна Киргизова тивĕçлипе ертсе пырать.
Ульяновск районĕнчи уйрăма Валентина Викторовна Прохорова йĕркелесе пырать, чăваш ĕçне чунне парать. Вăл облаçри мероприятисене хастар хутшăнать, хăйсен районĕнче те нумай мероприяти ирттерет.
Çĕнĕ Малăклари УОЧНКА уйрăмне те мухтамасăр май çук. Ольга Александровна Михайлова ертсе пынипе кăçал унта «Çĕнĕ Малăкла каравайĕ» фестиваль иртрĕ. Питĕ интереслĕ те тухăçлă иртрĕ. Эпĕ кăмăллă та савăнăçлă юлтăм.
Районсенче УОЧНКА уйрăмĕсене вĕри чĕреллĕ, тăван чĕлхепе литературăна чунтан юратакан председательсем ертсе пыраççĕ.
Тереньга районĕнче – Виктор Дмитриевич Филиппов, Барăшра – Людмила Михайловна Ильина, Çĕнĕ Ульяновскра – ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Михайловна Рейтер, Николаевкăра – Антонина Ивановна Юдина, Павловкăра – Ирина Ивановна Мигунова, Çĕнĕ Спасскра – Лидия Павловна Васильева, Майнăра – Константин Григорьевич Ярославский, Сăр районĕнче – Зинаида Петровна Портнова, Радищевăра – Валентина Петровна Штаева.
Хисеплĕ делегатсем!
Автономин III отчётпа суйлав конференцийĕнче ĕçтăкома 25 çын суйланăччĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ вăхăчĕсене шеллемесĕр вăй хучĕç, тав сăмахĕсене тивĕçлĕ. Эпĕ, председатель пулнă май ĕçтăвком членĕсене тухăçлă вăй хума чăтăмлă, çынлăхлă, ыркăмăллă пулса тĕрлĕ майсем туса пама тăрăшрăм. Отчётлă тапхăрта чĕлхене тата культурăна аталантарса, сыхласа хăварас ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн 400 çынна Хисеп хучĕпе, 1000 çын ытла хастара Тав хучĕпе чысларăмăр.
Ĕçтăвком хăйĕн ĕçĕнче саккунсем кăларакан тата ĕç тăвакан органсемпе тачă çыхăнура ĕçлеме тăрăшрĕ. Ульяновск область правительствипе, Ульяновск Хула Думипе килĕшӳсем çирĕплетрĕмĕр. Ĕçтăвком председательне Ульяновск Хула Думин тата мэрин Обществăлла Канашне суйларĕç.
УОЧНКАна Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ-правит ельство председателĕ С.И.Морозов, Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн председателĕ Б.И.Зотов пулăшса пычĕç.
Ырă хутшăнусем пирĕн Ульяновск пуçлăхĕпе Александр Петрович Пиньковпа тата унăн çуммипе Александр Егорович Елюкинпа, Ульяновск Хула Думин председателĕпе Василий Анатольевич Гвоздевпа, депутатсен корпусĕпе. Вĕсем эпир ирттерекен мероприятисенче хăнара пулаççĕ, Эпĕ хам ятран тата сирĕн ятăртан Ульяновск Хула Думин председателĕн çуммине Пётр Капитонович Столярова тав тăватăп. Мĕнпур ыйтусене эпир унпа сӳтсе яватпăр.
Чăваш усламçисен «Эртел» пĕрлĕхне Ульяновск облаçĕнче пурăнакан чăвашсен, делегатсен ятĕнчен тата хам ятран тав тăватăп. Эпир пурнăçлакан ĕçсем тата ирттерекен мероприятисем усламçăсен пулăшĕвĕпе иртеççĕ. 2012 çулта Ульяновск хулин çурçĕр пайĕнчи ипподромпа Çĕнтерӳ паркĕ хушшинчи çĕр лаптăкĕ синче наци ялне çĕклеме тытăнатпăр. Чăваш хуçалăхне Владимир Артемьевич Фёдоров çĕклет. Ун пулăшĕвĕсĕр пĕр мероприяти те иртмест. Çаплах Михаил Вячеславович Селивестров, Николай Ильич Тямин, Виктор Васильевич Рябов, Анатолий Николаевич Юманов, Анатолий Петрович Альмяшкин, Анатолий Николаевич Кочков, Владимир Капитонович Столяров, Василий Васильевич Крлыков та тав сăмахĕсене тивĕçлĕ.
Василий Васильевич хăй çуралса ӳснĕ ялĕнче чиркӳ тăвас ĕç-хĕле пуçарса янă, Дмитрий Васильевич Кузьмин вара Ульяновск, Пенза, Самар облаçĕсен чăвашĕсем çинчен хăй шутĕнчен энциклопеди кăларать. Кăçал унăн иккĕмĕш томне вĕçлемелле.
Пирĕн пĕрлĕхре çакăн пек чăваш халăх патриочĕсем пур. Вĕсем чăвашлăх ĕçĕшĕн,чăваш халăх пуласлăхĕшĕн чунĕсене пама хатĕр.
Николай Герасимович Абрамова, Саккунсем кăларакан Пуху депутатне Анатолий Георгиевич Еленкина тата ĕçтăвкомăн пур членĕсене те тав тăватăп.
Автономие пулăшса пынăшăн Çĕнĕ Малăкла, Меле
 
: 1794, Хаçат: 50 (1142), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: