Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă вăрçă çулĕсем. Пур çĕрте те ыйткаласа çӳрекенсем йышланса кайнă. Çуклăх тата чухăнлăх çынсене вăтанма пăрахтарнă. Аллисене тăсса пĕр татăк çăкăр ыйтса çӳрекенсем урам тăрăх аран-аран сĕтĕрĕнкелесе çӳренĕ. Çурăлса пĕтнĕ тата кивелнĕ тум тăхăннăскерсем хăйсемпе пĕрле ачисене те илсе çӳренĕ. Пуçтарнă çимене вĕсем çисе яма васкаман, мĕншĕн тесен килĕнче ыттисем кĕтсе тăнă. Пĕчĕкскерсем: «Анне, çиес килет», - тесе йĕрсе тарăхтарнă.
Пĕчĕк Маня амăшĕпе Хулаçырмине çитнĕ çĕре хĕвел тӳпене хăпарма та ĕлкĕрнĕччĕ ĕнтĕ. Унта хĕр пĕрчин амăшĕн тăванĕ пурăннă. Ун патĕнче кăштах та пулин çимелли тупма ĕмĕтленнĕ. Тăвансен хушшинче те тĕрлĕ кăмăллисем пур. Хăш-пĕрисен хăйсен те нимĕн пулман. Кăштах çителĕклĕ пурнăçпа пурăнаканнисем выçăпа аптăракансене ăнланман.
Урам тăрăх самай вăхăт çӳренĕ хыççăн амăшĕпе тĕпренчĕкĕ ял варринчи çерем çине канма лараççĕ. Хĕвелĕ хĕртсе пăхать. Урамра пĕр чун та курăнмасть. Маня, ывăннăскер, çывăрса каять.
Пĕр ватă чĕннипе хĕр пĕрчи вăранса каять. Вăл пĕр тапхăр хăй ăçтине те тавçăрса илеймест. Çумĕнче выртакан амăшĕ урине тăснă, куçне хупнă, аллине хĕреслетсе кăкăрĕ çине хунă. Маня амăшĕ вилнине тавçăрса илет. Хăранипе йĕреймест те.
Мĕскĕне пулăшакан та тупăнмасть. Кам пулăштăр-ха? Кашнин килĕнче хуйхă хуçаланать. Вăйпитти арçынсем – вăрçăра, ватăсем – вăйсăр-халсăр, çамрăкраххисем вăрçăран урасăр-алăсăр таврăннă… Мĕнпур йывăрлăх – хĕрарăмсемпе çитĕнсе çитменннисем çинче.
Маньăна Чӳрекеле кайса тăванĕсене чĕнсе килме сĕнеççĕ. Çара ураллă, çара пуçлă çиччĕри хĕрача çичĕ çухрăмра вырнаçнă яла аякри тăванĕсене чĕнме каять. Амăшĕн вилли урам варринчех выртса юлать. Ватăсем ăна çĕтĕк-çатăкпа витсе хураççĕ.Вăйран çĕтнĕ ача Чӳрекеле çитсе тăванĕсене пĕлтерет.
Пĕр старик хĕрĕпе, вун виççĕри хĕрача кӳме туртса Хулаçырмине çул тытаççĕ. Вилене ял масарне илсе кайса тупăксăрах тарăнах алтайман шăтăка пытараççĕ. Маньăна кӳме çине лартса Чӳрекеле таврăнаççĕ. Амăшĕпе ăшă мунчасенче пурăнкаланă мĕскĕн тăлăха тăрса юлать.
Ялта ачасăр пурăннă ватă мăшăр ачана шеллесе усрава илет. Маня çак çемьере ӳссе çитĕнет. Йывăр пурнăç никама та шеллемест.
Вăрçă пĕтнĕ хыççăн çамрăксене вербовкăпа заводсем, фабрикăсем тунă çĕре, шахтăсене кăмрăк кăларма, уй-хире вăрçăран юлнă снаряд ванчăкĕсенчен тасатма илсе кайнă. Ун чухне çул çитнипе çитменнине ыйтса тăман. Вербовщиксем те çамрăксен çуралнă хучĕсене улăштарса çулĕсене хушса кăтартма тăрăшнă. Çапла майпа 15-16 çултисем 18 çултисем пулса тăнă. Вĕсем Челябинскра кăмрăк кăларнă, Магнитогорскра кирпĕч заводĕсенче пилĕкĕсене хуçнă, Севастопольте катакомбăсем тасатнă, Мускавра метро тунă…
Нумай чăваш хĕрĕ вербовкăпа кайнă çĕрте мăшăр тупса çемье çавăрнă. Паян вĕсенчен хăш-пĕри тăван вырăнсене аса илсе тунсăхласа пурăнать.
Маньăн та пурнăçĕ ăнсах каймасть. Ялтах качча кайса çемьеленсе пурăнаймасть. Темиçе хут вербовкăпа кайса килет. Пурнăçăн хăйĕн саккунĕ. Телейне тĕл пулаймасть.
Çĕнĕ çĕрсене сухаласа акма пуçласан Маня çерем уçнă çĕре тухса каять. Алли ылтăн пулнăран вăл нимĕнле ĕçрен те хăрамасть.Чăваш хĕрĕ ĕç валли çуралнă мар-и? Нумай-нумай Тав тата Хисеп хучĕсене тивĕçет.
Маня тепĕр хут çемьеллĕ пулать. Ывăл çуратать. Хăй ытла нушаланса пурăннăран ывăлне йывăрлăхсенчен сыхлама тăрăшать. Иртĕнерех ӳссе çитĕннĕскер амăшне ăнланми пулса çитет. Амăшĕнчен нумайрах укçа ыйтма тытăнать. Хăш-пĕр чухне вăйпах тăпăлтарса илет, ют çынсенчен кивçен илсе амăшне тавăрса партарттарать. Маньăн мăшăрĕ вилет. Ачи ĕçсĕр çапкаланса çӳрет. Ачинчен хăраса амăшĕ кӳршисем патĕнче çĕр каçни те пулкалать.
Юлашки хут Маня тăван ялĕнче ултă çул каялла пулать. Пенси укçине ӳстерес тĕллевпе справкăсем пуçтарма килет. Амăшĕн вилтăпри çинче пулса куççуль юхтарать. Çур ĕмĕр каялла колхозра тар тăкнине паян çирĕплетме йывăр çав. Архивсем çунса кайнă, хушаматсем улшăнса пĕтнĕ…
Ялта пулнă хыççăн Маня нумаях пурăнаймасть – çут тĕнчерен уйрăлать. Ачин малашнехи пурнăçĕ мĕнле пулнине никам та пĕлмест, çакă никама та шухăшлаттармасть.
Мана пĕр япала кăсăклантарать: пĕрисем ĕмĕр тăршшĕпех телейпе çăвăнаççĕ, теприсем хуйхăпа нуша тыткăнĕнчен хăтăлаймаçăрах çĕре кĕреççĕ. Турă çапла çырнă-ши е шăпи этемрен хăйĕнчен килет-ши?
 
Майнă районĕ,
Чӳрекел шкулĕ.
 
: 836, Хаçат: 50 (1142), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: