Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Супермаркета кĕнĕ чух çакăн пек картина куртăм: япаласем хумалли пĕчĕк шкапсен умĕнче пĕр хĕр татăлса йĕрет, ун тавра халăх пуçтарăннă. Ячейкăран унăн хаклă йышши фотоаппаратне кăларса илнĕ иккен. Эпĕ çавăн чух тĕлĕннĕччĕ: мĕнле кăларса илме пултарнă-ха ют çын çăрапа питĕрнĕ шкапа? Çăраççийĕ хĕрĕн аллинче-çке… Нумаях пулмасть хам та çакăн пек лару-тăрăва лекрĕм. Çĕнĕ хулари «Вестер» супермаркетра хăвна мĕн кирлине йăлтах туянма пулать: апат-çимĕçрен тытăнса килти хуçалăхра кирлĕ япала таранчченех. Ĕçрен таврăннă чух куллен çак лавкка урлă çӳретĕп. Ку хутĕнче те пĕр пакет çимелли туянса лавккаран тухрăм. Урама тухсан шăл тасатмалли паста туянма маннине аса илтĕм. Калле май кĕрес килмерĕ: унта яланах черет. Çумри «РУБЛЬ БУМ» лавккана йăпăрт кĕрсе тухма шутларăм. Кĕрсенех япаласем хăвармалли пĕчĕк шкапсем вырнаçнă. 7-мĕш номерлĕ ещĕкре пакета хăварса çăрапа питĕртĕм те çăрине карçинккана хурса порошок-супăнь сутакан уйрăма кĕтĕм. Унта 3-4 çын кăначчĕ. Хама кирлĕ тавара йăтса çийĕнчех касса патне утрăм. Карçинккана кассир сĕтелĕ çине лартсан – ак тамаша! – карçинккара çăра çук. Эпĕ пăлханса ӳкнине курсан кассир: «Мĕн, енчĕкĕре килĕрте мантарса хăварман пулĕ те?» - терĕ. Таваршăн тӳлесен вăл эпĕ мĕн шыранине ăнкарса илчĕ. Хама шанмасăр кĕсьесене те тĕрĕслетĕп. Çăрана ниçта та тупаймастăп. Кассир та тĕлĕнчĕ. «Эсир халь кăна кĕтĕр вĕт-ха, çав хушăра çăраççие кам вăрлама пултарнă?» - терĕ. Залра çӳрекен çынсем те таварĕсемпе черете пырса тăчĕç. Аптăранипе кассир тепĕр сутуçине чĕнсе илчĕ. Иккĕшĕ та çап-çамрăкскерсем, ĕнер шкул пĕтернĕ тейĕн. Эпĕ вĕсене хуралçа чĕнсе вăрра тытма сĕнтĕм. Хайхисен хуралĕ те, видеокамери те çук иккен. Черетрисене ухтарма сутуçăн прави çук. Мĕн тумалла? Эпĕ çав-çавах таварсăр киле каймастăп вĕт-ха… Пĕр сутуçи шкапсен умне вăр-вар утса пычĕ те аялти 27 номерлĕ уçă шкапăн çăраççине илсе манăнне уçса пачĕ. Тĕлĕннипе хытса тăтăм. Апла кунта кирек хăш çăраççине илсе кирек хăш шкапне уçма пулать! Енчен те эпĕ тата тăхтаса тăнă пулсан ман çăраççие вăрлаканĕ маларах тухса пакета çăмăллăнах илсе кайма пултарнă! Телее, хырăм питĕ выçнăччĕ, çавăнпа киле питĕ васкарăм. Унсăрăн 500 тенкĕлĕх туяннă апат-çимĕçсĕрех юлаттăм.
Çăраççисем пĕр-пĕрне килнине, ахăртнех, сутуçăсем лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа та шкапсен умне çапла çырса хуни пур: «За товар, оставленный в шкафу, магазин ответственности не несёт». Вăт çапла, тăвансем, асăрхануллăрах пулăр.
 
: 818, Хаçат: 50 (1142), Категори: Чăн пулни

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: