Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри пĕрремĕш социаллă педагогика колледжĕнче облаçри паллă писателĕн Валентина Тараватăн пултарулăхне халалланă “Судьба – великий дар от бога” литература каçĕ иртрĕ. Вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтри шкул çулне çитмен ачасен воспитанийĕн, наци кафедрисем, Ульяновскри 199-мĕш ача сачĕ, педколледж йĕркеленĕ уявра институтра кăларнă “Мир детства Валентины Тарават” методика пособийĕн паллашăвĕ пулчĕ.
Педколледжра вĕренекенсем литература каçне тăрăшса хатĕрленнĕ. Валентина Тараватăн пурнăçĕпе паллаштарчĕç, компьютерпа унăн тĕрлĕ çулсенчи сăн ӳкерчĕкĕсене кăтартрĕç, каласа панă май сăмахĕсене поэтессăн сăвви-юррипе çирĕплетрĕç. Ачалăхри сăввисене, ачасем валли çырнисене 199-мĕш ача сачĕн шăпăрланĕсем, педколледжра вĕренекенсем илемлĕн вуларĕç. Валентина Тараватăн улттăмĕш класра çырнă пĕрремĕш сăввине чăвашла Ангелина Столярова каласа пачĕ.
Пултаруллă çын пур енĕпе те пултаруллă. Валентина Тарават – писатель, поэт, композитор. Унăн 15 юрри чăваш радиовĕн фондĕнче упранать. Чылай эстрада юрри халăхра анлă сарăлнă. Çакна çирĕплетсе педколледжра вĕренекенсемпе ача садĕнчи шăпăрлансем Тараватăн юррисене юрларĕç.
Салам сăмахне УОЧНКА председателĕ Владимир Сваев каларĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци юхăмĕн историйĕпе, хальхи ĕçĕ-хĕлĕпе тата малашнехи плансемпе паллаштарчĕ, çак ĕçре Валентина Тараватăн пĕлтерĕшне палăртрĕ.
-Вăл чи хастар ĕçлекенсенчен пĕри: Чăнлă районĕнче автономи уйрăмĕн ĕçне пурнăçлать, виçĕ ансамбль йĕркелесе ертсе пырать. Ытти районсенчи автономи председателĕсем унран тĕслĕх илсе ĕçлеççĕ,- терĕ Владимир Ильич.
Педколледж директорне çакăн пек анлă мероприяти йĕркелеме пулăшнăшăн тав туса Сваев темиçе çул каялла педколледжра чăваш уйрăмĕ ĕçленине аса илчĕ, малашне те наци уйрăмĕсем ĕçлеме пултарасса шанса пурăннине пĕлтерчĕ. Облаçра пурăнакан тĕрлĕ халăх çыннисен пĕр-пĕрин культурипе паллашмаллине, ăна пĕлмеллине каларĕ.
Валентина Николаевна обществăлла ĕçре нумай вăй хурать. Тăрăшулăхне кура ăна область правительстви пысăк наградăсемпе чысланă, облаçри “Ылтăн кĕнекене” кĕртнĕ, “Облаçри Хисеплĕ гражданин” ята панă, “Раççейри чи лайăх çынсем” энциклопедие кĕртнĕ, Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсем 69 хут панă.
Валентина Тараватран интервью та илчĕç уява ертсе пыракансем. Поэтессăн ачалăхри юратнă тетти, кĕтнĕ уявĕ, çулталăкри юратнă вăхăчĕ пирки кăна мар, хальхи литература лаççинчи çыхăнса ĕçлекен хисеплĕ çынсем, псевдонима ăçтан илни пирки те тĕп-черĕç çамрăк журналистсем.
-“Тарават” псевдонима эп хам тупман, ăна паллă поэтесса Раиса Сарпи сĕннĕччĕ. “Тарават” – чăваш чĕлхинче “сăпайлă, çынсене яланах хапăл кĕтсе илекен” пĕлтерĕшлĕ, çаплах авалхи вырăс чĕлхинче “тароватость” сăмах пулнă,- ăнлантарчĕ Валентина Николаевна.
Çынра вара поэтесса икĕпитлĕхе чăтма пултараймасть.
-Мĕнле çын пулнине часах сисетĕп. Манпа кулса, йăпăлтатса калаçсан та чунĕнче мĕн пытаннине куратăп,- терĕ.
“Мир детства Валентины Тарават” методика пособийĕн авторĕсем – Е. Малкина, А.Тихонова, В.Архипова. Уява та çак пособипе усă курса хатĕрленнĕ.
Воспитани кафедрин методисчĕ Елена Малкина Тараватăн сăввисем пĕчĕк ачасен чунне ырă туйăм кӳнине палăртрĕ.
-Тараватăн сăввисене вулакан ача хыт чĕреллĕ пулса ӳсмест. Вăл ачасене ырăпа усала уйăрма вĕрентет, тĕрĕс çул çине тăратать. Çавăнпа та унăн пултарулăхĕ тăрăх учительсемпе воспитательсене мероприятисем хатĕрлемелли пособи кăларма шутларăмăр,- терĕ вăл.
Кĕнекен тепĕр авторĕ – наци кафедрин методисчĕ Вера Архипова та çакнах палăртрĕ.
-Пурнăçра чи кирли – ырă туйăма сыхласа хăварасси, ăна аталантарасси тата ыттисене те çавăн пек пулма вĕрентесси. Çакă Тараватăн пултарулăхĕнче туллин палăрать. Шыв пек шăнкăртатса юхакан сăввисемпе юррисене ачасем чунтан калаççĕ, юрлаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче ырă пулнине туяççĕ. Тарават вырăнĕнче тепри пулсан хăйне çăлтăр пек туймалла, вăл вара ахаль çынсенчен пăрăнмасть. Вăл мăнкăмăлланмасть, çав тери йĕркеллĕ çын, - терĕ Вера Александровна.
Валентина Николаевна Игнатьева-Тарават çакăн пек илемлĕ те кăмăллă уяв туса панишĕн пурне те чун-чĕререн тав турĕ. Хăй çырнă “Çĕнĕ куна”, “Урăххи ман чĕрере”, “С базара девушка идёт” юррисене юрласа пачĕ.
 
: 1472, Хаçат: 17 (1109), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: