Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
"Губернаторский" Культура керменĕнче облаçри чăваш юрăçисен XI "Чăваш шăпчăкĕ" фестиваль-конкурс иртрĕ. Çак ятшăн мĕнпурĕ 16 юрăç ăмăртрĕ.
Килекенсене фойере "Илем" юрă ушкăнĕ хаваслă юррисемпе кĕтсе илчĕ.
Фестивале "Губернаторский" Культура керменĕ çумĕнчи ачасен ташă ушкăнĕ илемлĕ сюитăпа уçрĕ.
Конкурса уçса ертсе пыраканĕсем Шупашкартан килнĕ "Асамат" юрă ушкăн ертӳçи Леонид Антонов тата кăçал Шупашкарта иртнĕ "Раççей чăваш пики" конкурс çĕнтерӳçи Елена Васильева пулчĕç.
Конкурса хутшăнакан яшсемпе хĕрсем пĕрин хыççăн тепри сцена çине тухса пĕрер юрă шăрантарчĕç. Унчченхи конкурссене аслăраххисем те хутшăннă пулсан кăçал ытларах 16-22 çулхисемччĕ.
Юрăçсен пултарулăхне сумлă жюри хакларĕ: УОЧНКА ертӳçи В.И. Сваев, вĕрентӳ министерствин тĕп специалисчĕ Ф.Т. Улендеева, учительсен пĕлĕвне ӳстерекен инситутăн методисчĕ В.А. Архипова, поэт, композитор В.Н. Игнатьева (Тарават), Шупашкартан килнĕ артистсем - Алина Михайлова тата Светлана Печникова. Председатель тивĕçне тума "Хусан чăвашĕсем" юрă ушкăнĕн ертӳçине – Алексей Наумова – шанса пачĕç.
Конкурс пĕр сехет пычĕ. Жюри пĕтĕмлетӳ турĕ. Екатерина Артемьева, Анастасия Ахмерова, Ксения Борисова, Мария Ефарова, Варвара Ерофеева, Ксения Клевайчук, Евгений Шепелев, Екатерина Морозкина, Елена Рдюкова, Марина Убасова, Елена Чечукова дипомсемпе чĕрĕ чечексене тивĕçрĕç.
Пĕрремĕш вырăна Оксана Захарова (Ульяновск районĕ), иккĕмĕшне Наталья Васильева (Ульяновск хули), виççĕмĕшне Артём Соколов (Çĕнĕ хулари 64-мĕш шкул, 11-мĕш класс) тивĕçрĕç.
Гран-прие Екатерина Карамзина (Ульяновск районĕ, Симĕс Раща) çĕнсе илчĕ. Вăл илемлĕ те çепĕç сассипе тыткăнланисĕр пуçне ташшипе те палăрчĕ. Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе чĕрĕ чечексем, хаклă парнесем парса чысларĕç.
Уява ирттерме укçа-тенкĕпе яланхи пекех "Эртел" ушкăн усламçисем пулăшнă. Фестивале йĕркелесе ирттерекенсем – УОЧНКА (ертӳçи В.И. Сваев) тата Чăваш культура центрĕ (ертӳçи И.В. Гаврилова). Шел, конкурса йĕркелекенсем юрăçсем ăçтан килнине, вĕсене кам хатĕрленине, мĕнле авторсен юррисене шăрантарнине палăртманнипе çаксене эпир те асăнса хăвараймарăмăр.
Юлашкинчен курма килнисем "Асамат" ушкăнăн чаплă концертне курса киленчĕç.
 
: 1086, Хаçат: 51 (1143), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: