Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççейре 2010 çулхи юпа уйăхĕнче иртнĕ юлашки çыравăн пĕтĕмлетĕвне палăртнă. 2002 çулхи çыравпа танлаштарсан Раççей халăхĕ 2,3 миллион сахалланнă. Халĕ пирĕн çĕршывра 142 миллион та 857 пин çын пурăнать.
Тĕнчери ытти çĕршывсемпе танлаштарсан çын шучĕпе Раççей саккăрмĕш вырăн йышăнать. Пирĕнтен маларах Китай, Инди, АПШ, Индонези, Бразили, Пакистан, Бангладеш çĕршывĕсем.
Росстат пĕтĕмлетĕвĕпе, Раççейре çын çулран-çул сахалланса пырать. 1989 –2002 çулсенче пирĕн çĕршывра 1,8 миллион çын чакнă, халĕ – тата 2,3 миллион. Ял çыннисем хуларисемпе танлаштарсан виçĕ хут нумайрах пĕтеççĕ. 2002 çултанпа пирĕн çĕр çинчен 8500 ял пачах çухалнă. Тата 19400 ялĕ хут çинче кăна шутланса тăрать, вĕсенче пĕр çын та пурăнмасть.
Раççейре пурăнакансен вăтам çулĕ – 39 çул. 2002 çулта вăтам çул 37,7 пулнă.
Раççейре арçынсенчен хĕрарăмсем 10,7 миллион нумайрах.
Çемьесен шучĕ 2002 çулхипе танлаштарсан 1 миллион чакнă, халĕ çĕршывра пурĕ 33 миллион çемье. Вĕсенчен 13 проценчĕ гражданла мăшăрлану майĕпе пурăнать.
Шел, уйрăлакансен шучĕ ӳссех пырать. Вунултă çула çитейменнисем çемье çавăрнă тĕслĕхсем сахалланнă.
Анкетăсенче хăйсен нацине палăртасшăн пулманнисен йышĕ самай ӳснĕ - 5, 6 миллион çынна çитнĕ.
Раççейри мĕнпур халăхăн 80,9 проценчĕ (111, 02 миллион çын) хăйне вырăс тесе шутлать (2002 çулта – 80,64 процент). Йышĕпе иккĕмĕш вырăнта - тутар халăхĕ, вĕсен шучĕ унчченхи шайрах юлнă – 3,87 процент (5, 31 миллион). Виççĕмĕш вырăнта – украин çыннисем – 1,41 процент (1,93 миллион). Иртнĕ çыравра вĕсем 2,05 процент пулнă. Малашнехи списокра - пушкăрт, чăваш, чечен, эрмен, авар, мордва, казах халăхĕсем. Раççейре пурĕ 1 435 872 чăваш пурăнать.
Ытти нацисемпе танлаштарсан чеченсен, аварсен тата эрменсен йышĕ пысăк хăвăртлăхпа ӳсни палăрать.
Пирĕн çĕршыври 142,857 çынран 137, 9 миллионĕ - Раççей гражданĕ, 700 пинĕ – ытти çĕршывсен гражданĕ, 200 пинĕ – гражданствăсăр.
Раççейри 138 миллион çын вырăс чĕлхине пĕлет (2002 çулта – 142,6 миллион). Ытти чĕлхесене илсен нумай çын пĕлекеннисем - акăлчан, тутар, нимĕç, чечен, пушкăрт, украин тата чăваш чĕлхисем.
2010 çулхи çырава ирттерме хысна 17 миллиард тенкĕ тăкакланă.
 
: 878, Хаçат: 51 (1143), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: