Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштавăн 15-мĕшĕнче Ульяновскри 17-мĕш наци вулавăшĕнче «Шевле» литпĕрлешӳ кăçалхи юлашки ларăвне ирттерчĕ. Ăна унăн ертӳçи Николай Ларионов ертсе пычĕ. Çулталăкри ӳсĕмсем тата çухатусем çинче чарăнса тăчĕ. Малтан кăçал кĕнеке хыççăн кĕнеке кăларса савăнтаракансене Анатолий Юмана тата Валентина Таравата саламларĕ. Малашне те ăнăçусем сунчĕ. Унтан «Шевле» литпĕр- лешĕвĕн йышĕнчен Анатолий Чебанов поэт, драматург тата Пётр Ишутов поэт, писатель, куçаруçă уйрăлса кайнине асăнчĕ, Валентина Деменкова тухса çӳрейменнине палăртрĕ.
Умри тĕллевсем çинчен сăмах пуçарсан Николай Николаевич «Шевле çути» альманахăн тата «Атăл юрри» журналăн малаллахи номерĕсене кăларасси çинче чарăнса тăчĕ:
«Ун валли хайлавсем çителĕклех. Халĕ вăхăта сая ямасăр вĕсене пĕр çĕре пуçтарса ĕçе пуçăнмалла. Малалла ĕçлеме укçа-тенкĕ кирлĕ пулать. Ман шутпа, ку йывăрлăхран та тухма пулать: кашни автор хăйшĕн тӳлесен». Ертӳçĕн сĕнĕвĕпе пурте килĕшрĕç. Унтан вăл хаçат страницисене тăтăш пичетленсе тăракан Н.Васильеван тата А.Ашкеров юптаруçăн кĕнеке кăлармалăх материал пухăнни пирки каларĕ. Çак ĕçе çине тăрсах пуçăнма сĕнчĕ. Пулăшма кăмăл тăвакансем те пулчĕç.
Çавра сĕтел хушшинче ларакансем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе хаваспах паллаштарчĕç, ĕмĕт-шухăшсене уçса пачĕç.
Валентина Тарават альманаха кĕрекен хайлавсене ятарлă комисси урлă кăларма сĕнчĕ. Унтан çыравçăсен хушшинче çамрăксем çукки пирки пăшăрханса калаçрĕ. «Чăваш чĕлхи сцена çинче кăна юлас хăрушлăх пур. Чĕлхене пĕлмен ачана юрлама вĕрентме те çăмăл мар. Пĕрер сăмахăн вĕрентес пулать. Пирĕн патшалăх мĕн чухлĕ çамрăка вĕрентсе тăкакланать. Лешĕсем тăван чĕлхе çине «сураççĕ» çеç. Вĕренсе тухнă хыççăн ĕлĕкхи пек виçĕ çул ĕçлетермелле. Тен, усси пулĕ».
Алексей Ашкеров кĕнеке кăларма тахçанах ĕмĕтленни, ун валли укçа хĕсĕкрех пулни пирки калаçрĕ. Николай Кондрашкин ăста юптаруçа пулăшма пулчĕ. Унтан Алексей Антипович «Канаш» хаçатра ватăсем валли ятарлă страници уçма сĕнчĕ. Вĕçĕнче «Вăрăм укçапа кĕске укçа» юптарăвне вуласа пачĕ.
Нина Васильева кĕнеке кăларас пирки тахçанах ĕмĕтленнĕ, материалĕсем те çителĕклех, анчах тытăнма шикленсе тăрать. Кĕнеке кăларас ĕçе лайăх пĕлекенсем ăна ырă канашсем пачĕç. Лаврентий Данилов унăн хайлавĕсене пĕр çĕре пуçтарса кĕнеке кăларма хатĕрлесе пама пулчĕ.
Лаврентий Иванович «Канаш» страницинчи «Адвокат кĕтесĕ» мĕн пирки çухалнине пĕлесшĕн пулчĕ, вулакансемшĕн вăл пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çамрăксене çырулăх ĕçне явăçтарас тесен вĕсемпе тĕлпулусем ирттерме сĕнчĕ. «Облаçри ялсене сумлă поэтсемпе писательсем килсе хăйсен хайлавĕсене вулани пысăк усă парĕччĕ,- терĕ вăл.
Алёна Алексеева кун çути курнă кĕнекесене лайăх рецензи парасси пирки сăмах хускатрĕ. Хăй те çак ĕçе çĕнĕрен пуçăнма пулчĕ.
Анатолий Юман килес çулхи юбилей тĕлне «Пурнăç кукрашки» ятпа çĕнĕ кĕнеке хатĕрлет. «И что вам завещать, мои друзья» çĕнĕ сăввине, Геннадий Кондратьевăн «Лапти” сăввине чăвашла куçарса вуласа пачĕ.
Николай Кондрашкин çырулăх тата пултарулăх ĕçĕнчи ӳсĕмĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Хăй аллипе ăсталанă П.М. Миронов бюсчĕ халĕ çакă вулавăша илемлетет.
Анатоли Ырьят малтанах пурне те çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламларĕ. Хаçат ĕçĕ нумай вăхăт илнипе юлашки вăхăтра пысăк хайлавсем çырма май пулманни çинчен пăшăрханса калаçрĕ. Кĕнеке кăларас шухăш унăн та çук мар. Анатолий Григорьевич çырăлуăх ĕçĕнче «Канаш» ĕçченĕсен малашлăхĕ пуррине палăртрĕ. Валентина Ефимова кĕнеке кăларнине, Елена Мустаеван кĕçех кун çути курмаллине каларĕ.
Юлашкинчен Николай Ларионов пĕтĕмлетсе çапла каларĕ:
-Малашлăх – çамрăксенче. Çавна эпир пурте лайăх ăнланатпăр. Çавăнпа та ытларах çамрăксене тимлĕх уйăрасчĕ..
 
: 1034, Хаçат: 51 (1143), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: