Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раштав уйăхĕн пуçламăшĕнче Самарта ачасен, çула çитеймен çамрăксен тата аслисен тĕнчери иккĕмĕш фестиваль-конкурсĕ иртрĕ. Унта Димитровградри чăваш ачисен “Шăпчăксем” ансамбль хутшăнчĕ.
Конкурс пирки “Шăпчăксем” ансамбле йĕркелекенĕ, ăна нумай çул ертсе пыраканĕ Светлана Кочнева каласа пачĕ:
-“Ăнăçу хумĕ” фестиваль тăватă куна тăсăлчĕ. Тĕрлĕ регионсенчен килнĕ коллективсем Самарти тăватă сцена çинче пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Пирĕн “Шăпчăксем” ансамблĕн аслисемпе тан – 16 – 30 çулхисемпе – ăмăртма тиврĕ. Эпир икĕ номер кăтартса патăмăр – тăван ял çинчен тата тĕрлĕ жанрсенчен попурри юрласа патăмăр. Куракансем пире тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Жюрире музыка тĕнчинчи паллă çынсем ларатчĕç. Вĕсем те пирĕн ĕçе пысăк хак пачĕç, гала-концерта хутшăнассине пĕлтерчĕç. Анчах унта эпир юлаймарăмăр. Пирĕн Димитровграда таврăнмалла пулчĕ.
Çĕнтерӳçĕсене палăртнă çĕре ансамблĕн пĕр солисчĕ – Елена Маркелова – юлчĕ. “Шăпчăксем” ансамбль тĕнче конкурсĕн пĕрремĕш пусăмлă лауреачĕ пулса тăнине Лена тӳрех телефронпа шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Ăнăçу пире пушшех хавхалантарчĕ. Ансамбле çӳрекен ачасем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ, Виталий Сачневпа Константин Новичков концертмейстерсем, Наталья Галискарова хормейстер пурте пĕрле килĕшсе, тăрăшса ĕçленипе кăна çакăн пек çитĕнӳсем тума пулать. Эпĕ вĕсене пурне те тав тăватăп.
“Ăнăçу хумĕ” конкурса кайма ачасене спонсорсем пулăшнă – Димитровград хулин депутатсен канашĕн депутачĕ Борис Борисов, 19-мĕш шкул директорĕ Галина Лямасова, Димитровград админитстрацин культура пайĕ (автобус панă).
Çулталăк тăршшĕпех çĕршыври вунă регионта çакăн йышши фестиваль-конкурссе м иртеççĕ. “Лайăххинчен те лайăхраххи” пысăк проектăн пĕтĕмлетĕвĕ 2012 çулта Туапсере иртмелле. “Шăпчăк” ансамблĕн унта хутшăнма путёвка пур ĕнтĕ. Йĕркелекенсем Димитровградри чăваш ансамбльне конкурсăн финалне хутшăнма çăмăллăх панă - тăкаксемшĕн 25 процент сахалтарах тӳлемелле.
Çамрăк артистсем финала хутшăнма чăннипех тивĕç. Анчах вĕсен умне каллех чăрмав тухса тăрать – ăçтан укçа-тенкĕ тупмалла? Кам пулăшĕ-ши пирĕн пултаруллă коллектива? Чăваш культуришĕн камăн чунĕ ыратать?
 
Димитровград хули.
 
: 946, Хаçат: 51 (1143), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: