Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Шупашкарта наци вулавăшĕнче чăваш халăх ăсчахĕсен черетлĕ Пухăвĕ иртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи филиалтан ун ĕçне ăсчахсем – М.Аляпкин, Н.Казаков, И Кирпичников, Г.Кондратьев, Н.Кондрашкин, Н.Розов, Ф.Искендеров тата С.Ярославская – хутшăнчĕç. Кăçал Академие çĕнĕ Президент ертсе пынипе, влаçрисем хистенипе çĕнĕ Устав йышăннипе тата кашни ăсчахăн аттестаци витĕр тухмаллипе Пухăва халăх йышлă пуçтарăннăччĕ.
- Хальлĕхе чăваш наци академийĕнче 194 ăсчах хисепленет,-терĕ пухăва ертсе пыракан И.С.Дубанов. - Паян тата 17 çынна илме хатĕрленетпĕр.Çитмĕ л ăсчахăн докуменчĕсем йĕркеллĕ, ыттисен вара - заявленийĕ те, пичетленнĕ ĕçĕсен списокĕ те, автобиографийĕ те, сăн ӳкерчĕкĕ те çук.
ЧНАНИ Президенчĕ Е.Е.Ерагина Академири лару-тăрупа тата паянхи ĕç планĕпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ удостоверенисене пиртен Николай Казаков, Николай Кондрашкин, Геннадий Кондратьев, Николай Розов тата Светлана Ярославская (вĕсен докуменчĕсем веçех йĕркеллĕ) çеç илме пултарчĕç. Галина Николаевна Афанасьевапа Анатолий Федорович Ермилов-Юмана Чăваш халăх ăсчахĕн дипломне пачĕç.
Хамăрăн филиалăн ĕçĕпе паллаштарма мана сăмах пачĕç. Унта эпĕ ĕçĕмре мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулни, ăсчахсем яланах пĕр чĕлхе тупма пултарайманни, «ăсчах» ятшăн тăрăшса ĕçлемелли (отчёт панă вăхăтра çеç пĕлĕте пӳрнепе тĕллесе çырса пани мар), кашниех хăĕн укçипе çулталăк хушшинчи ĕçĕсене пухса кĕнеке (сборник) кăларни вырăнлă пуласси пирки каларăм. «Г.Н.Афанасьева чире пула ĕçлеме пултараймасть, унчченхи хастарлăхне шута хурса ăна «Хисеплĕ ăсчах» ят парса хавхалантармалла»,- терĕм. Ман сăмахсем çумне хушса калакан Н.Казаков ăсчах ытларах хăйĕн ĕçĕпе паллаштарчĕ. Н.Кондрашкин хăйĕн çĕнĕ кĕнекипе паллаштарчĕ, чăваш историне Пăлхар (Болгария) çĕршывĕн академийĕн ученăйĕсемпе çыхăнса тĕпчес килнине пĕлтерчĕ. Ангел Христова ăсчах ятне пама сĕнчĕ. Шел, скульптор, вăрманçă, шăл тухтăрĕ, инженер, сăвăçă, вĕрентӳçĕ тата тивĕçлĕ канури çын мĕнле майпа Пăлхарти учёнăйсемпе пĕр тан ĕçлеме пултарассине вăл каламарĕ.
Кăнтăрлахи апат хыççăн ăсчахсем секцисенче ĕçлерĕç.
Акă куç пек, темĕскере кĕтнĕ пек кĕтнĕ Пуху хыçа юлчĕ. «Ку та иртет!» тесе ахальтен каламан иккен тахçан ĕлĕк пурăннă паллă çын – Соломон патша. Тĕлпулу-канашлу хыççăн пуçра шухăшсем явăнаççĕ.
Шупашкар-Ульяновск.
P.S. Хастар чăвашсене пĕлме. Халăхра тата ăсчахсем хушшинче час-часах тĕл пулакан пăтăрмахсенчен пăрăнас тесен ЧНАНИче пур виçĕ сумлă ят çинчен çырса ăнлантарни вырăнлă. Чăваш халăх ăс-хакăлĕпе ӳнер академийĕ «Хисеплĕ таврапĕлӳçĕ», «Хисеплĕ ăсчах» тата «Чăваш халăх ăсчахĕ» ятсем парать. Паллах вĕсене тивĕçлĕ çынсем академийĕн президиумĕ, вырăнти уйрăмпа филиал сĕннипе анчах илме пултараççĕ. Ун валли çак документсемпе хутсене тăратмалла: автобиографи, пичетленнĕ ĕçсен списокĕ тата чăваш историйĕпе, культурипе, таврапĕлĕвĕпе, ăслăлăхĕпе, ӳнерĕпе, халăх йăли-йĕркине чĕртессипе, юрри-ташшине сыхласа хăварассипе, ал ĕç ăсталăхĕпе çыхăннă çыру ĕçĕсем.
Шел, пирĕн таврари ăсчахсен докуменчĕсене пухассине чирпе танлаштарма пулать. Çак ĕçпе манччен аппаланнисем те çакăн пек пăтăрмахсемпе тĕл пулса нушаланнă пулмалла. Хам хутсене тĕплĕн, вăхăтра хатĕрлесе патăм пулсан та вĕсем ниçта та çук. «Хыпар» хаçатра мана тĕрлĕ чыслă ят, тĕрлĕ дипломсем пани çинчен вуласа пĕлтĕм. Анчах та филиал ертӳçисем ман пата вĕсене нихăçан та илсе çитермен. Академире 2006 çултанпа тăратăп, анчах пĕр справочникра та ман автобиографи çук, ятăма пĕтĕм ăçчахсен списокĕнче çеç куртăм. Кӳренмелле пулса ан тухтăр тесен малашне кашни ăсчахăн филиал ертӳçипе е тӳрремĕнех академи президиумĕпе çыхăнмалла. Паллах, хăйĕн ятне çӳлерех асăннă ăсчахсен ячĕсемпе юнашар пулма тивĕçлĕ тесе шутласан. Ĕçлĕр, тăрăшăр, хастар пулăр.
 
: 958, Хаçат: 51 (1143), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: