Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ТĔЛЛЕВНЕ ĔÇĔНЧЕ КУРАТЬ
Фёдор Саликович Сидулов Çĕнĕ Улхашри шкулта тивĕçлĕ канăва кайичченех ачасене вĕрентнĕ пулин те унăн хĕрĕ – Светлана – вĕрентӳçĕ пулма ĕмĕтленмен. Чăвашкассинчи И.Я.Яковлев уçнă пуçламăш шкулта пĕрремĕш вĕрентӳçи Мария Алексеевна Селендеева пулнăран, тен, хĕр пĕрчин чунĕнче ачасене вĕрентес туртăм вăраннă. Ентешĕмĕр паян аслă категориллĕ вĕрентӳçĕ, чăн чăваш ялĕнче ача пахчинченех «вырăсланма» тытăннă ачасене ашшĕ-амăш чĕлхине тĕплĕн ăша хывма вĕрентет.
С.Ф.Кудряшова (хĕр чухнехи хушамачĕ Сидулова) 1971 çулхи çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăвашкассинче ял интеллигенцийĕ çемйинче çут тĕнчене килет. Амăшĕ – Галина Геннадьевна – страховани агентĕнче тивĕçлĕ канăва кайичченех вăй хурать. Ашшĕ – историк. Ятарлă пĕлӳллĕ ашшĕ-амăшĕ хĕрне кашни куна çĕнĕ ĕмĕтпе кĕтсе илме вĕрентсе çул уçса пынă.
Светлана 1988 çулта ялти шкултан вĕренсе тухать те Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. 1993 çулччен историпе филологи факультетĕнче пĕлӳ илет.
Университетра вĕреннĕ çулсем çитĕнсе пыракан хĕршĕн малашнехи пурнăç шкулĕ пулса тăраççĕ. Вăл университетри чăваш фольклор ансамбльне çӳресе юрлас, ташлас маçтăрлăхне туптать, чăваш халăх историне шĕкĕлчет. Фольклор ушкăнĕ Ригăра, Ленинградра иртнĕ «Студентсен çуркунни» конкурссенчен çĕнтерӳçĕ пулса таврăнать. Çамрăк артистсене хавхалантармалли путёвкăсем параççĕ, вĕсем тата ытти хуласенче пулаççĕ. Пулас вĕрентӳçĕн ачасемпе ĕçлемелли, вĕсене ертсе пымалли маçтăрлăх çак вăхăтра туптанма тытăнать те ĕнтĕ.
Диплом илнĕ çамрăк специалист тăван шкулне таврăнать. Вунсакăр çул ачасене тăван чĕлхепе литературăна вĕрентет. «Тăван сăмах» кружок илсе пырать. Унăн вĕренекенĕсем район, область шайĕнче иртекен конкурссене, олимпиадăсене хутшăнса призлă вырăнсене йышăнаççĕ. Тĕслĕхрен, 2010-2011 вĕренӳ çулĕнче Оксана Долгова (10-мĕш класс) область шайĕнче тăван чĕлхепе иртнĕ олимпиадăра 2-мĕш вырăн йышăнать. Оксана «Сарпике» конкурсра та 3-мĕш вырăн çĕнсе илет. Настя Садюхина (5-мĕш класс) «Путене», «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурссенчен лауреат пулса таврăнать. Дима Саврандеев (9-мĕш класс) пĕлтĕр «Чăваш ачи, сассуна пар!» конкурсра гитара каласа чăваш юррине шăрантарса призлă вырăна тивĕçет. Светлана Фёдоровна вĕренекенĕсем (Аня Кузнецовапа Оксана Долгова) Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртнĕ Акатуя хастар хутшăннă. Кун пек тĕслĕхсем вуншар илсе кăтартма пулать.
Вĕрентӳçĕ район, область вĕрентӳ тытăмĕнче иртекен конкурссене хутшăнать, призлă вырăнсене тивĕçет. 2011 султа, тĕслĕхрен, Светлана Фёдоровна область шайĕнчи «Лучший кабинет родного языка» конкурса хутшăнса Ульяновск облаçĕн вĕрентӳ министерствин дипломне тивĕçет. Çакăн пек наградăсем пултаруллă вĕрентӳçĕн тата класс ертӳçин нумай.
Паллах, шкулта пĕтĕм чуна парса, вăхăта шеллемесĕр ĕçлеме çемьери тăнăçлă пурнăç та нумай пулăшать. Светлана Фёдоровнапа Валерий Александрович (патшалăх страховани агенчĕ) Кудряшовсем çемье пурнăçне ăнланса та килĕшӳллĕн тытса пыраççĕ. Вĕсен виçĕ ача çитĕнет. Асли – Владислав – 8-мĕш класра вĕренет. Вадим 7-мĕш класра пĕлӳ илет, «Чĕвĕлти чĕкеç – 2011» конкурса хутшăнса шкулта 1, районта 2, облаçра 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Кĕçĕнни – Таня – 4-мĕш класра вĕренет, вăл та тетĕшсем пекех амăшĕпе кукашшĕ çулне суйласа илесшĕн.
Светлана Фёдоровна УОЧНКА ĕçне хастар хутшăнать. Вăл автономин Хисеп хучĕсемпе парнисене тивĕçнĕ. Ăна раштав уйăхĕнче иртекен УОЧНКА отчётпа суйлав конференцин делегатне суйланă.
«Ачасемпе ĕçлени чун çамрăклăхне упрама пулăшать. Тĕллеве ĕçĕмрех куратăп», - тесе çирĕплетет Çĕнĕ Улхаш шкулĕнчи чăвашлăх кăвайтне вут хурсах тăракан Светлана Фёдоровна Кудряшова вĕрентӳçĕ.
Чăнлă районĕ,
Çĕнĕ Улхаш ялĕ.
 
: 1063, Хаçат: 51 (1143), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: