Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
УОЧНКА конференцин делегачĕсем калаçаççĕ
УОЧНКАн отчёт тапхăрĕнчи ĕçĕпе эсир кăмăллă-и? Малашнехи ĕçĕнче вĕсене мĕнле сĕнӳсем парасшăн? Çак ыйтусене патăмăр конференцин хăш-пĕр делегачĕсене.
Лидия Павловна ВАСИЛЬЕВА, Çĕнĕ Спасск районĕнчи Троицкий Сунгур ялĕнчен килнĕ делегат. Вăл вырăнти чăвашсен автономии ĕçне туса пырать. Унсăр пуçне ялти Культура çуртĕнче методист-йĕркелӳçĕ тивĕçне пурнăçлать.
-Эпир туслă пурăнатпăр. «Чăваш шăпчăкĕ» фольклор ушкăнĕпе пĕрле авалхи йăла-йĕркиесене тĕпе хурса мероприятисем ирттеретпĕр. УОЧНКА ертӳçипе Владимир Сваевпа çыхăну тытатпăр. Вăл хавхалантарни мана ĕçре пысăк пулăшу парать.
 
Ирина Ивановна МИГУНОВА, Павловка районĕнчи Гремучий ялĕнче пурăнать. Вырăнти чăвашсен автономи ĕçĕсене 2000 çултанпах туса пырать. Профессипе вăл – вĕрентӳçĕ, пуçламăш шкул директорĕ. Унпа пĕрлех вăл чăваш чĕлхине предмет мелĕпе эрнере икĕ сехет вĕрентет.
-Ман тавра ырă чăвашсем ĕçлеççĕ. Шел, вĕсем нумаях мар. Чăвашлăх ĕçĕнче ман çумра яланах ял клубĕн заведующийĕ Л.П. Кацупенко. Эпир пĕчĕк ушкăнпа чăвашсен ырă йăли-йĕркине туса пыратпăр, чăвашсен паллă çыннисен çуралнă кунĕсене паллă тăватпăр. Шел, ватăсем вилсе пыраççĕ, çамрăксем чăвашла вĕренесшĕнех мар. Çакă кулянтарать.
«Канаш» хаçат урлă, УОЧНКА председателĕпе çыхăнса эпĕ облаçри чăвашсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки пĕлсех тăратпăр. Паян кунта чăвашсемпе курса калаçма килтĕм. Çакă малашнехи ĕçре питĕ пулăшать.
 
Юрий Петрович МЕРЛУШКИН, Чăнлă районĕнчи Орловкăри «Луч» ял хуçалăхне 13 çул ертсе пырать. УОЧНКА ĕçтăвкомĕнче ревизи комиссин пуçлăхĕ.
-Автономи ĕçĕпе эпĕ кăмăллă. Чи кирли – эпир вырăнти влаçсемпе пĕр чĕлхе тупни. Малашне те çапла килĕштерсе ĕçлесчĕ. Пирĕн ĕçе «Канаш» хаçат çутатсах тăрать.
 
Виктор Евгеньевич МАЛЫШЕВ, Карсун районĕнчи вăрман хуçалăхĕнче вăрманçăра ĕçлет. Мари Республикинче политехниника институтĕнчи ял хуçалăх факультетне пĕтернĕ. Çинкĕл районĕнчи Ялавăрта çуралнă.
-Мана облаçри чăвашсен автономийĕ делегата суйланă тенине илтсен пĕрле ĕçлекен тутарсем ăмсанчĕç. «Чăвашсем маттур, малаллах талпăнаççĕ»,- терĕç. Чăнах та, ĕлĕкрех пиртен «чăваш» тесе кулнă пулсан халĕ хисеплеме тытăнчĕç. Хамăр та шикленмесĕрех тăван чĕлхепе калаçатпăр. Хамăр чăваш пулнипе мăнаçланатпăр. Шупашкар хулин чапĕ те пирĕн ят-сума самаях çĕклерĕ темелле. Пирĕн хуçалăхра сахал мар ентеш ĕçлет. Пурте сумлă, йĕркеллĕ, чыслă, хисеплĕ. Паян конференцие тăвансем патне килнĕ пек килтĕм.
 
Пётр Леонтьевич КНЯЗЬКОВ, Мелекесс районĕнчен килнĕ делегат. Димитовград хулинче ĕçлесе пурăнать.
-Пирĕн районта мĕнпурĕ 6840 çын, вĕсенчен 40 проценчĕ – чăвашсем. Чăваш культури аталанни куçкĕретех. Уйрăмах çак ĕçе çамрăксем явăçни савăнтарать. Ачасен юрă-ташă ушкăнĕсем районта иртекен мĕнпур мероприятие хаваспах хутшăнаççĕ. Паянхи конференци облаçри чăвашсене тата тачăрах çыхăнса ĕçлеме хавхалантарасса шанса тăратăп. Пирĕн пĕрмай аталанмалла. Пуласлăх—аталанура.
 
Пётр Ильич БАРЫШНИКОВ, Мелекесс районĕнчи Кивĕ Сахча ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. 1988-1999 çулсенче «Сахча» ял хуçалăхĕн ертӳçинче вăй хунă. Ялти шкул директорĕнче, вĕрентӳçĕре те ĕçлеме тивнĕ. Ял тăрăхне юлашки икĕ çул ертсе пырать.
-Облаçри наципе культура автономийĕ пире, чăвашсене, пĕр чăмăра пуçтарса ертсе пыракан орган. Юлашки çулсенче унăн ĕçĕ питĕ курăмлă. Чăвашсене хисеплеме тытăнчĕç. Малашне те «чăваш» тесе хисеплесе çеç калаччăр.
 
Валентина Петровна ШТАЕВА (Афанасьева), Радищево салинчи 1-мĕш шкул директорĕ, вырăнти чăвашсен автономине сакăр çул ертсе пырать.
-Эпир нумайăнах мар пулин те чăвашсен йăли-йĕркине тытса пыма тăрăшатпăр: ентешĕмĕрсемпе тĕрлĕ мероприятисене пуçтарăнатпăр. Юлашки икĕ çулта Акатуй йĕркелесе ирттертĕмĕр. Пирĕн тăрăхра куçса килнĕ чăвашсем çеç пурăнаççĕ, ытларахăшĕ Курахвинчен килсе тĕпленнĕ. Вĕсен ачисем, шел, чăвашла пĕлмеççĕ. Çавăнпа шкулта чăваш чĕлхине вĕрентме сехет те çук. Паян маншăн уяв. Манăн чун канать. Тинех эпĕ чăн чăвашсем хушшинче, чăвашсем калаçнине итлесе киленетĕп. Чăвашсем тăвакан ӳсĕмсем мана савăнтараççĕ.
 
Нина ОСИПОВА, Çĕнĕ Малăкла районĕ:
-Пирĕн районта чăвашсене Ольга Александровна Михайлова ертсе пырать. Шкулта эпĕ чăваш чĕлхи кружокне ертсе пыратăп. Пĕчĕк ачасем унта хаваспах хутшăнаççĕ. Ялта чăваш учителĕсем пулсан чĕлхе пĕтмест. Пирĕн хыççăн юлакансем пулĕç-ши? Эпĕ тивĕçлĕ канура. Çамрăк чăваш вĕрентӳçи килчĕ ĕçлеме – чăвашла пĕлмест. УОЧНКА председательне Владимир Сваева тата министерствăри Федосия Улендеевана тахçанах пĕлетĕп. Вĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Кăçал пирĕн районта чăвашсен пысăк уявĕ иртрĕ. Эпĕ “Путене” конкурса ачасене илсе килтĕм.
Ман сĕнӳсем çапларах: кружок ĕçне вырăс шкулĕнче илсе пыма пирĕн ятарлă литература çук. Интернетпа усă куратпăр-ха. Çителĕксĕр. Пире кĕнекесемпе пулăшма ыйтатăп.
 
Зинаида ПОРТНОВА, Сăр районĕ:
- Автономи ĕçĕ пирки “Канаш” хаçатра вуласа пĕлетпĕр. Аван ĕçлет. Пирĕн патра вĕсем сайра пулаççĕ, эпир хамăр чĕнмен те. Инçерех пурăнатпăр çав эпир. Чĕнсен пыраççех ĕнтĕ. Эп вулавăшра ĕçленипе литература ман çителĕклĕ, кассетăсемпе дисксене хам туянатăп, тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретĕп. Çамрăксене явăçтарма йывăр. Эпĕ тепĕр виçĕ çул ĕçлетĕп пуль, малашне ман вырăна кам юлассине пĕлместĕп. Çавăнпа ман сĕнӳ: чăвашлăх ĕçне хутшăнма çамрăксене хавхалантармалла.
 
Сергей ЯРОСЛАВСКИЙ, Майна районĕ:
-Автономи ĕçĕ пирки хирĕçле шухăшсем манăн. Аван ĕçлеççĕ – Пĕтĕм Раççейри Акатуй Ульяновскра иртнин пĕлтерĕшĕ пысăк. Анчах унăн ĕçне ытларах çамрăксем явăçнине курас килет. Пăхса тăратăп та, паянхи конференци делегачĕсем те – ытларах аслă çулхисем. Çамрăксене наци ĕçне хутшăнтармасан вĕсем хăйсем валли пурпĕрех урăх интерес тупаççĕ. Çамрăксене хавхалантармалла.
 
Сергей РАТАЕВ, Чăнлă районĕ:
-Автономи ĕçне аван хак паратăп, “юрамалла” (“удовлетворительно”). Ĕçлекен çынна начар каламаççĕ. Сĕнӳсем те пур: тутар автономийĕ вĕрентӳ тата культура тытăмĕнчи должноçри çынсемпе – директорсемпе, председательсемпе – пĕрле, çыхăнса ĕçлет. Пĕрле ĕçленинчен ырри çук. Тата çамрăксене айккинче хăвармалла мар. Эпир пăрса ярсан вĕсене урăх çулпа илсе каякансем тупăнаççех. Чăваш йăлисене манмалла мар. Качча кайнă е авланнă çынна чăваш эртеле хутăштарать, айккине пăрахса хăвармасть.
 
Николай РОЗОВ, Заволжски районĕ:
-Эпĕ хам автономи ĕçне хутшăнман, аякран пăхса тăраканни кăна. Унăн ĕçĕ пирки “Канаш” урлă кăна пĕлетĕп. Çавăнпа тĕрĕс хак параймастăп тесе шутлатăп. Конкурссем, Акатуйсем ялан ирттереççĕ. Урăх мĕн тума пултарассине пĕлместĕп.
Сĕнӳсем: чăвашсем каланă пек тата авантарах ĕçлемелле пултăр. Иртнĕ тапхăртан хастартарах. Ĕçне хастартарах çамрăксене, çĕнĕ çынсене явăçтармалла. Автономи президиумĕнче те ялан пĕр çынсем. Ваттисем унта ĕçлеймеççĕ те. Унта ячĕшĕн çырнисем мар, ĕçлекенсем пулмалла. Пирĕн чăваш академикĕсен, таврапĕлӳçисен филиалĕсем хăйсем уйрăмшарăн тапаланаççĕ. Пултаруллă çынсене айккине пăрса хăвармалла мар. Кĕнекесем кăларма пулăшмалла. Пурин те пĕр ĕç тумалла. Ман шухăшпа, председатель вырăнне малашне юлмалли 2-3 çамрăка хатĕрлемелле. Автономин çирĕп шăнăрĕ пулмалла.
 
Сергей КРАСНОВ, Ленин районĕ:
-Асăннă тапхăрта нумай ĕç тунă. Пурне те туса пĕтерме май çук ĕнтĕ. Унччен туса пынă ĕçсене пĕтермелле мар, палăртнă йĕртен пăрăнмалла мар.
 
 
 
 
 
 
: 996, Хаçат: 51 (1143), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: