Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çуралнă кун çын пурнăçĕнчи паллă пулăм. Тăвансем чĕнмесĕрех пырса саламлама пултараççĕ, юлташсемпе паллакансен йыхравлассах кĕтмелле. Каяс тетĕр пулсан палăртнă вăхăта çитмелле.
Пĕлĕшĕр чĕнмерĕ пулсан кӳренмелле мар. Тен, вăл кĕреке пухса аппаланасшăн мар, тен, майĕ çук. Саламласах тетĕр пулсан чечекпе е парнепе самантлăха çеç кĕрсе тухма юрать. Анчах кун пек чухне сĕтел хушшине сăйланма лармалла мар. Юрăхлă вăхăт – кăнтăрла. Телефонпа саламлас тесен ирпе шăнкăравламалла.
Тус-юлташăр е тăванăр çуралнă куна пухсан ытлашши лармалла мар: çапах та тахçантанпах курман пĕлĕшсемпе курнăçмалли мар, саламламалли кун. Çын патне каяканăн хăна килни тата кайни лайăххине тĕпе хумалла.
Кафене е ресторана чĕннĕ тĕк хăвăр пырассине малтанах пĕлтермелле.
Хăна пырас куна, вăхăта малтанах пĕлтерес пулать, пĕр кун маларах кам пырассине е пыма пултарайманнине пĕлни те аван. Хăнан вара унта мĕнле сăлтавпа пыма май çуккине пĕр-ик кун маларах пĕлтерме тăрăшмалла. Хăнана вăхăтра 5-10 минут каярах юлса çитни аван. Иртерех çитни, тӳрех каламалла, меллех мар, пӳрте кĕрес умĕн, кăштах вăхăта ирттерес тесе, урамра уçăлса çӳреме те юрать. Маларах пырса кĕрсен хуçана чăрмав кӳме пултаратăр. Мĕншĕн тесен ку тапхăр хуçашăн чи яваплă вăхăт: сĕтел çине апат-çимĕç лартмалла, кăмакаран кукăль кăлармалла. Унсăр пуçне тата кил хуçи хĕрарăмĕ ĕç халатне улăштарма, уяв çи-пуçĕ тăхăнма, хăйне тирпей-илем кĕртме ĕлкĕртĕр. Кил хуçин, паллах, капăр тăхăнмалла, типтерлĕ пулмалла.
Акă сирĕн хăнăрсем хваттере (е килĕре) пырса кĕчĕç. Çемье пуçĕ хăнасене хывăнма пулăшать, вĕсене канмалли пӳлĕме чĕнет. Атă-пушмака хывма ан хистĕр, çемçе пушмак ан сĕнĕр! Урамра пылчăклă чухне вĕсем хăйсемех туфли илсе пыма тавçăрнă пулĕ.
 
: 863, Хаçат: 51 (1143), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: