Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕр çинче кашни чĕр чун мăшăрлă. Этеме те Турă çĕр çинче мăшăрлă тунă: арçын тата хĕрарăм. Хăшĕ мĕнлине суйласа илесси йăлтах хăйсенчен килет. Кашни хăйне кăмăла кайнине шырать: илемлине, пултаруллине, ăслине, ырă кăмăллине. Арçын-и вăл, хĕрарăм-и – кашнинче мĕнле те пулин кăлтăк тупма пулатех. Мĕнлерех начар енĕсем вĕчĕрхентереççĕ-ши хĕрарăма арçынра?
Светлана, 26 çул:
-Килте хăй япалисене сапаласа пăрахни, хăй хыççăн савăт-сапине çуса хуманни – куллен тарăхтаркан пулăм. Пĕр-пĕр ĕçе куллен аса илтермесĕр пурнăçламанни, наянланса ĕçсĕр выртни те çилĕ кăларать.
Валентина, 49 çул:
-Тирпейсĕр, мăран арçынсене тӳсме пултараймастăп. Çынпа ăслă, ĕçлĕ, усăллă калаçу тытма пĕлмен арçынсемпе хутшăнас кăмăл çухалать.
Елена, 45 çул:
-Каланă вырăна вăхăтра çитме тăрăшман е пĕр-пĕр яваплă ĕçе пурнăçлама манса каякан арçынна урăх шанас килмест. Мухтанакансене, сӳтĕк хĕрарăм пек çын çинчен сăмах сарса, тавăрас кăмăлпа вĕчĕрхенсе çӳрекенсене юратмастăп. Нускинчен ырă мар шăршă кĕни кăмăла пăтратать.
Валентина, 51 çулта:
-Куçран пăхса улталакансене шанмастăп. Çамрăк арçын çĕр çулхи ватă пек урине сĕтĕрсе пыни тарăхтарать. Пушмакĕсене тасатман арçын тирпейсĕр пулни пĕрре пăхсах паллă. Ушкăнра хăйне тытма пĕлмен арçынран пăрăнса утатăп.
Галина, 50 çулта:
- Ирхине транспортра пыратăн – çумри арçынтан чăтма çук тар шăрши кĕрет. Çак çын килĕнчен тухнă вĕт…Апла вăл каçхине те çăвăнмасăрах выртнă. Ахăртнех унăн арăмĕ те çавăн йышшиех, шывпа туслиех мар, унсăрăн вырăн çинчен тĕртсе антарнă пулĕччĕ, ирхине таса кĕпе тăхăнтарĕччĕ. Нивушлĕ ĕç хыççăн пилĕк минута душ айне кĕме йывăр? Ăнланмастăп.
Ксения, 24 çулта:
-Эпĕ хама килĕшекен каччă тупаймастăп. Кăмăла каяканнисене тахçанах çавăрса илнĕ. Каччăсенчи начар йăласем мана тарăхтараççĕ: тĕл пулăва сăрапа пыраççĕ. Хăрах аллинче сăра, тепринче — пирус. Алли пушансан ăна ирĕке яма тытăнаççĕ. Сиенлĕ йăласăррисем те пур. Анчах вĕсен тавракурăмĕ кулăшла пĕчĕк. Пули-пулми каччăпа çемье çавăрас килмест.
 
: 723, Хаçат: 51 (1143), Категори: Салампи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: