Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Нина» салат
5 порци салат хатĕрлеме 200 г ĕне ашĕ (çурма тĕтĕмленĕ кăлпасси е тĕтĕмленĕ аш таврашĕ лайăхрах), 100 г хĕрлĕ помидор, 100 г хытă сыр, 100 г симĕс панулми, 5 çăмарта, майонез тата аш арманĕ витĕр кăларнă ыхра кирлĕ.
Асăннă çимĕçсене улăм пĕрчи евĕр вакламалла, майонез хушса лайăх ху- тăштармалла, унта ыхра хушса илемлĕ савăта хумалла.
«Гранат браслечĕ» салат
Салат сийлĕ-сийлĕ пулать. Сарлака турилккене шултра тёрка çинче хырса вĕтетнĕ пĕçернĕ çур улми сарса хумалла. Ун çине – тёркăпа хырса вĕтетнĕ пĕçернĕ кишĕр, тепĕр сий – вакланă чăх ашĕ, тăваттăмĕш сий – грек мăйăрĕпе хутăштарнă хĕрлĕ чĕкĕнтĕр хумалла. Юлашки сий – гранат пĕрчисенчен. Кашни сийне майонезпа сĕрмелле. Çиелтен гранат пĕрчисемпе илемлетмелле.
«Марсель» салат
Ун валли 1 пачка сухари, 1 пачка краб патакки, 1 банка куккурус, 3-4 панулми, 2 çăмарта тата 0,5 стакан вĕтетнĕ грек мăйăрĕ кирлĕ.
Краб патаккине, панулмине, çăмартана тăваткал вакласа сарлака савăта хумалла. Унта ытти çимĕçсене хурса, майонез хушмалла, лайăх пăтратмалла.
«Хĕрарăм чĕлхи»
Эпĕ çак рецепта аннерен вĕренсе юлтăм. Ăна ывăлăн туйне хатĕрлерĕмĕр. Пурте юратса çирĕç. Сире те çакна туса пăхма сĕнетĕп.
Зина.
Малтан çăнăх çине 3 çăмарта, 1 стакан сĕт, тăвар хушса чуста çăратпăр. Вăл пельмень чусти пек пултăр. Унтан 500 г сысна тата 500 г ĕне ашне, сухана аш арманĕ витĕр авăрса кăларатпăр. Çемçерех пултăр тесе унта кăштах сĕт, пăрăç хушатпăр.
Унтан чустан пĕр пайне илсе сĕтел çинче йĕтрепе якатса саратпăр (çӳхерех пулсан тутлăрах пулать). Ун çине фарш хурса тикĕслетпĕр те чустана асăрханса чĕркетпĕр (рулет тăватпăр). Рулета çичшер сантиметр сарлакăш ваклатпăр. Вĕри çатма çинче икĕ енчен те ăшалатпăр, кастрюле хуратпăр. Юлнă чустаран та рулет тăватпăр. Çиеле улăм пĕрчи евĕр туранă кишĕр тата çурма çаврашка вакланă сухан сапалатпăр. Юлашкинчен шĕвĕ шӳрпе е шыв ярса 10 минута вĕри духовкăна лартмалла.
 
: 1158, Хаçат: 51 (1143), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: