Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Малалли. Пуçламăшĕ 16-мĕш номерте.)
Асатте
Асаттене хăйсен утарне те илсе каяттăм. Унта вăл çăпата туса айланатчĕ, пыл хурчĕсем сĕрленине итлеме юрататчĕ. Çапла пĕрле çӳресси ман кăмăла питех каймастчĕ ĕнтĕ, çапах ватă çынна пăрахса хăварма, ирĕкелле чупма çукчĕ. Пĕрре эпир унпа ярминккене кайрăмăр. Эпĕ асаттерен чылай уйрăлса утнăччĕ. Ун патне таврăнтăм та, вăл мана хăй çӳрекен туяпа темиçе хутчен хыттăнах мар çапса илчĕ.
Тепрехинче мана каллех ярминккене илсе каясшăнччĕ. Анчах çăпатамсем çĕтĕлсе пĕтнĕччĕ. Ярминккене çĕтĕк-çатăкскер сырса кайма намăс пекчĕ. Эпĕ йĕрсе ятăм та пĕрле пыма килĕшмерĕм.
Сăлтавне пĕлсен мана вĕр çĕннине тупса пачĕç те, эпир çула тухрăмăр. Кĕçех эпĕ çăпата хуçма вĕрентĕм, хитрех тухаймастчĕ пулин те хам валли те, ыттисем валли те тăваттăм.
Пĕрре мана икĕ пус укçа панăччĕ. Чăвашсен уявра пĕчĕккисене укçа парнелесси йăлараччĕ. Çав укçапа мана пасара илсе кайрĕç. Така тирĕнчен çĕлетнĕ кримски çĕлĕк кăтартаççĕ. Ăна хам та хаваспах илнĕ пулăттăм, анчах икĕ пуспах туянма çук. Акă премĕксем сутаççĕ: пĕри хĕрлĕ, тепри шурă, тата урăх йышши. Мана пĕри сахал, пур тĕрлине те илес килет. Иккĕленсе тăтăм-тăтăм та юлашкинчен пачах урăх япала туянтăм.
Асаттене ертсе çӳренĕ пирки тата Пахомовсен килĕнче ĕçе лайăх хăнăхса çитнĕрен (сӳрелеттĕм, утă çулаттăм, тырă выраттăм) мана Пăрăнтăкри шкула вĕренме ярас мар тесе килтисем тем те хăтланса пăхрĕç, анчах ним усси те пулмарĕ – эпĕ пурпĕрех шкула çӳреме пуçларăм. Кун пирки маншăн уйрăмах суккăр асатте тăрăшрĕ. Паххум старик хастар та чĕрĕ, тавçăруллă та нумай пĕлекен хресченччĕ. Ун ывăлĕ вара, усрава илнĕ Якур-Энтри Пахомов аттем, ĕçлеме юратать пулин те мана темле пусăрăнчăк, тĕттĕм, çаврăнăçусăр, сӳрĕк çын пек туйăнатчĕ, вăл пачах та ашшĕ пек марччĕ.
 
Ача чухнехи самантсем
Пĕчĕк чухнехи самантсем аса килеççĕ.
Çу вăхăчĕ. Хĕвеллĕ çутă кун. Мĕнпур япала çуталса тăрать. Ĕшнере аслисем ретĕн-ретĕн утă çулаççĕ. Эпĕ вĕсем хыççăн утатăп, çĕр çырли пухатăп. Çулакансен йышĕнче Якур-Энтри Пахомов хăйĕн иккĕмĕш арăмĕпе, çамрăкскерпе, юнашар курăнать. Ку вĕсен туйĕ хыççăнах пулнă-тăр тесе шутлатăп.
Эпĕ хамăр утара çӳреттĕм. Вăл килтен икĕ çухрăма яхăнтаччĕ. Утарта вуникĕ-вунпилĕк вĕллеччĕ. Унта пĕччен те, асаттепе те кайма юрататтăм. Вăл удел вăрманĕнче вĕлле çывăхĕнче ларма хапăллатчĕ, çăпата тăватчĕ. Эпĕ вара выляса çӳреттĕм, ăна шыв пыра-пыра параттăм, мĕн хушнине тăваттăм.
Çав кун, утартан таврăннă чух, эпĕ такамăн тимĕр ункăллă чĕлпĕрне тупрăм. Ăçта хурас ку япалана? Ăна хамран туртса илесрен хăратăп. Ман пилĕкĕмре пиçиххирен çакнă çĕçĕ пурччĕ. Эпĕ чĕлпĕре касса ваклама, чĕнне пытарма, ункисене хама валли илме шут тытрăм. Вĕсене киле илсе килтĕм те асаттене патăм.
Утара уйрăмах пыл юхтарнă вăхăтра кайма юрататтăм, ун чухне мана та пай лекетчĕ. Пирĕн утарта никам та пурăнмастчĕ. Унта, ытти пуянрах çынсенни пек, пӳрт таврашĕ те çукчĕ. Çапах пыл хурчĕсене те, пылне те никам тивместчĕ.
Шкула кайиччен çут çанталăк питĕ тĕлĕнтеретчĕ. Эпĕ уйрăмах вăрмана юрататтăм. Кушкă патĕнчи çĕр хăлаçа яхăн çӳллĕш ту çине хăпарса тавралăха сăнама кăмăллаттăм. Кайран та тăван ялăма каймассерен çав ту çинчен курăнакан çĕр-шыва пăхса савăнаттăм.
 
Тĕрлĕ ĕçсем
Пахомовсен кил-йышĕ ĕçченччĕ, ĕçкĕ-çике юратмастчĕ. Мана тем тума та вĕрентетчĕç. Арçын ачасемпе час-часх каçсерен лаша çитерме çӳреттĕмĕр. Аслисемпе пĕрле çулла тата кĕркунне Теччĕ хулине ларса каяттăм, унта хăярпа çĕр улми сутаттăмăр. Лашапа ана сӳрелеттĕм, утă çулаттăм, лашасене шăварма шыв хĕррине хăваласа каяттăм, ыраш выраттăм. Пысăк мар пулин те кун каçипе пĕчченех çĕршер кĕлте вырма хăнăхнăччĕ. 1860 çулхи çулларанпа суха сухалама тытăнтăм. Астăватăп, акапуç силленĕрен каннă вăхăтра, апат çинĕ чух аллăмсем чĕтретчĕç. Ку вăл Кушкăра виç-тăват кун сиктермесĕр сухаланă хыççăн пулатчĕ.
 
Киремет хурамисем
Астăватăп, Кушкă çывăхĕнче хăваланнă ватă хурамасем ӳсетчĕç. Пĕрисем ушкăнĕпех пĕр тĕлтеччĕ, удел вăрманĕ хĕрринчеччĕ. Теприсем вăрманта пĕрерĕн сапаланса ӳсетчĕç. Ушкăнăн лараканнисем патне мана сăваплă йывăçсем тесе пуççапма илсе çӳретчĕç. Чӳк тăвакансем хурама енне çаврăнса тăрса кĕлтăватчĕç.Киремет вĕсене усал-тĕселтен сирсе тăрасса ĕненетчĕç, хăвăлра пурăнакан тĕрлĕ ырă-хаяра чӳк тăватчĕç. Çак тĕллевпе çавăнта кĕмĕл тата пăхăр укçасем пăрахатчĕç. Темиçе çул хушшинче вĕсем купалансах кайнăччĕ. Çав укçасене чылайччен никам та тытманччĕ.
Эпĕ вуннă-вуниккĕре чухне вĕсене тахăшĕ вăрласа кайнă. Çавăнтан вара ватă хурама патĕнче укçапа чӳк тума пăрахрĕç.
 
Тӳрĕ кăмăл
Чăвашсен йăлинче кăмăла каяканни чылай, анчах вĕсене вырăссенни пек чăн-чăн паттăрла хăюлăх, чун хавалĕн çĕкленĕвĕ, пултарулăхĕ çитмест. Апла пулин те ырри нумай. Сăмахран, пĕр-пĕринпе хутшăнас тĕлĕшре темле хăйне евĕрлĕ таçтан тупăннă вашаватлăх палăрать. Чăвашсем калаçура тӳрккес айăпа кĕресрен, кĕçĕне хурса кӳрентересрен, мăшкăл кӳресрен асăрханаççĕ.
Чăваш хресченĕсем тӳрĕ кăмăллă пулни тĕлĕнтеретчĕ. Пур япалана та питĕрмесĕр усратчĕç, çапах вăрласа кайни-туни пачах та çук темеллеччĕ.
Çемьере пĕчĕк ачасемпе – хĕр ача-и, арçын ача-и – кунĕпех амăшĕ аппаланатчĕ. Анчах вĕсем ӳссе вăй илнĕ май çемье пуçĕ – ашшĕ – арçын ачасене хăйпе пĕрле илсе тĕрлĕ йывăр ĕçе хăнăхтаратчĕ.
 
Чăвашсен пӳрчĕ
Эпĕ ача чухне чăвашсен пӳрчĕсенче каçсерен хăйă çутатчĕç. Хĕллехи вăхăтра пăру-путек, чăх-чĕп çынсемпе пĕрле пӳртрех пурăнатчĕ. Ĕне, лаша, ытти выльăхсем валли ятарлă вите тытатчĕç.
 
Пулăшу
Эпĕ пĕчĕк чухне тата ӳссе çитĕннĕ вăхăтра чăвашсем хушшинче чухăн çын нумайччĕ, анчах вĕсен килĕрен те ялсерен ыйткаласа çӳрес йăла çукчĕ. Çав хушăрах чăвашсем ыйткалакан вырăссене те, тутарсене те кăмăлтанах пулăшатчĕç.
 
Тискерлĕх
Эпĕ çиччĕ-саккăртаччĕ. Удел кантурĕн пуçлăхĕ хире пăхса çӳретчĕ: ура пуçĕпе купари тислĕке тĕрлĕ еннелле тапса салататчĕ, сухаламан вырăн юлнипе юлманнине тĕрĕслетчĕ. Пĕчĕк çĕр лаптăкĕ астумасăр тăрса юлнă пулсан айăплă хресчене: «Вырт тăсăлса! Хулă!» -тесе кăшкăрса пăрахатчĕ.
Хресчен ним шарламасăр çĕр çине выртатчĕ. Ăна хулăпа «кирлĕ чухлĕ» чашлаттаратчĕç. Хăш-пĕр чухне пуçлăхĕ хăех хĕнетчĕ. Малалла тĕрĕслесен çĕр ĕçченĕ каллех айăпа кĕчĕ тĕк ăна татах çаптаратчĕç. Пӳртсем хушшине улма-çырла йывăçĕ лартас тĕлĕшрен çитменлĕх тупăнсан та çаплах тăватчĕç. Пĕр-пĕр çын хăй е тепри хушса тăнипе хресчене çапла тискеррĕн хĕнени ман кăмăла çав тери хуçса хăваратчĕ.
 
Чăваш юрри
Ача чухне манăн пурнăçра хутран-ситрен савăнăçпа вăйă-кулă та пулкалатчĕ. Çу уйăхĕн малтанхи кунĕсенче, çур аки пĕтсен, ялсенче, çав шутра пирĕн патра та, çамрăксем вăйă картине пухăнса юрлатчĕç, ташлатчĕç, вылятчĕç. Ку вăл ялти пĕр е темиçе тĕлте пĕр вăхăтра иртетчĕ. Вырăссем вăйă картине ытларах кăнтăрла тухатчĕç, чăвашсем – каçхине, кăнтăрла – сайра хутра çеç. Вăйăра малтанах иртнĕ çул юрланă юрăсене шăрантараççĕ, хыççăн – çĕнĕ юрăсем хывса юрлама тытăнаççĕ (вĕсене, паллах, çырса пыман, асра кăна тытнă; чăвашсем юрăсене лайăх асра тытма пултарни кунта питĕ вырăнлăччĕ). Юррисенче тăватă, ултă, сакăр е яланхи пек мăшăр хисеплĕ сăвă йĕрки, вĕсен пуçламăшĕпе вĕçĕсем састашланаççĕ. Ку – чăваш юррин йăлана кĕнĕ кӳлепи. Çĕнĕ юрă хывма каччăсем те, хĕрсем те хутшăнатчĕç, пĕр-пĕрин сассипе килĕштерсе юрлатчĕç.
Ялсерен юрă ăстисем пурччĕ, вĕсем ку енĕпе уйрăмах маттурччĕ. Каярахпа эпĕ чылай юрă çырса илсеттĕм. Ку юрăсен кĕвви пурин те пĕр евĕрлĕччĕ, вăл чунтан тухатчĕ.
Эпĕ хам нихăçан та юрламан, сасса уйăрма та, юрлама та пĕлместĕмччĕ. Çапах чăваш юррисене çĕнетсе юрлани ман чунăма пырса тиветчĕ.
 
Ял уявĕ
Çурхи вăйă карти çĕртме уйăхĕн çирĕм пиллĕкмĕшĕ-çирĕм улттăмĕшĕсенче саланатчĕ те, çамрăксем кĕркуннеччен вăййа тек тухмастчĕç. Ун хыççăн пирĕн ялта чăвашсен авалхи тĕнĕпе çыхăннă икĕ уяв – Уй чӳкĕ иртетчĕ: ял-йыш ырă сывлăш кăмăлне çырлахтарма тесе вăкăр, тепĕр уявĕнче усал сывлăш валли ĕне пусатчĕç. Ку ĕç-пуç çĕрле ял çумĕнчи сăваплă йывăçсем патĕнче пулса иртетчĕ. Çак уява эпĕ те юратса хутшăнаттăм. Уявĕсем çĕртме уйăхĕн пуçламăшне е вĕçне лекетчĕç. Ун чухне пĕтĕм ял-йыш – ватти те, вĕтти те – улăха тапса тухатчĕ. Пуснă вăкăра е ĕнене ирчченех пĕçеретчĕç. Ялти ватăсем килнĕ çынсене пĕçернĕ какай валеçсе паратчĕç. Çак уява курса савăнма юнашар ялсенчен те нумайăн пухăнатчĕç. Хĕрсемпе каччăсем, ачасем тĕрлĕ вăййа хутшăнатчĕç: ăмăртмалла чупатчĕç, пĕр-пĕринпе кĕрешетчĕç, вăй виçмелле вылятчĕç – вĕрлĕкĕн икĕ вĕçне тăрса туртăшатчĕç. Вăкăра е ĕнене пусса пĕçернĕ вырăнта кăвайт чĕртетчĕç.
 
Чураппанти Акатуй
Юнашарти Чураппан ялĕнче Акатуй ирттерес йăлана астăватăп. Ун пек уяв ытти чăваш ялĕсенче те черечĕпе иртетчĕ. Унта ача-пăчана савăнмалли нумайччĕ. Çамрăксем вăйă картине тăрса юрлатчĕç, лашасемпе ăмăртса чупатчĕç. Чураппан ялĕнчи хĕрсем хăнасене тутăрсем парнелетчĕç. Каччăсем пĕр-пĕринипе кĕрешетчĕç, вăрăм вĕрлĕкпе туртăшатчĕç. Вăй-халпа çаврăнăçулăх кăтартма ытти ăмăртусем те ирттеретчĕç. Акатуя эпĕ те хутшăнаттăм. Шăв-шавлăччĕ уявра, хаваслăччĕ.
Иван ЯКОВЛЕВ.
 
(Геннадий ЮМАРТ куçарнă.)
 
(Малалли пулать.)
 
: 1389, Хаçат: 17 (1109), Категори: Асаилӳсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: