Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пушкăрт Республикин Президенчĕ 2011 çул – нацисем хушшинчи туслăха çирĕплетмелли çул тесе Хушу кăларнăччĕ. Çаплах президент республикăри министерствăсемпе ведомствăсене, обществăлла организацисемпе вĕрентӳ тата культура учрежденийĕсене П.М.Миронов çуралнăранпа 150 çул, Я.Г.Ухсай çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă мероприятисен анлă программине йĕркелеме хушнăччĕ. Программăри пĕр пунктне пурнăçласа раштавăн 9-мĕшĕнче Ĕпхӳре, Пушкăртри вĕрентӳ аталанăвĕн институтĕнче Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш “Научное и педагогическое наследие выдающегося деятеля народного образования, чувашского просветителя Павла Мироновича Миронова” наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ.
Унăн ĕçне ăçчахсем, вĕрентӳçĕсем, общество деятелĕсем, Чăваш Республикинчи, Ĕренпур (Оренбург), Ульяновск, Тюмень облаçĕсен тата Раççейри ытти регионсен делегацийĕсем пурĕ 250 çын хутшăнчĕç. Конференцие хутшăнакансем 100 ытла доклад хатĕрленĕ, вĕсене малтанах ятарлă кĕнекере пичетленĕ.
Конференци участникĕсене саламласа Пушкăртстан Президенчĕ Р.З.Хамитов тата Чăваш Республикин Президенчĕ М.В.Игнатьев çырусем янă. Вĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç.
Конференцие хутшăнакансем тăватă секцие пайланса ĕçлерĕç: “Научное и педагогическое наследие выдающегося деятеля народного образования, математика, методиста, основателя Уфимской чувашской семинарии, чувашского просветителя Павла Миронова”, “Жизнь и деятельность Якова Ухсая”, “Произведения Якова Ухсая – энциклопедия жизни чувашского народа”, “Родной язык как духовное и культурное наследие человечества”.
Пухăннисем Пушкăрт Республикипе Ĕпхӳ хулин ертӳçисем чăваш тата ытти халăхсен чаплă çыннисен пурнăçĕпе çыхăннă историпе культура палăкĕсене сыхласа хăварассипе пысăк ĕçсем тунине палăртрĕç.
П.М.Миронова, Я.Г.Ухсая, И.Я.Яковлева, Г.И.Комиссарова халалланă наукăпа практика конференцийĕсене йăлана кĕртесси пирки ыйту тăратрĕç.
Пушкăртстан,
Ĕпхӳ хули.
 
: 937, Хаçат: 51 (1143), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: