Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш кĕнеке издательствин икĕ коллективĕ Пĕтĕм Раççейри таврапĕлӳçĕсен тăваттăмĕш “Наше культурное наследие” конкурса хутшăнса çĕнтерӳçĕсен ятне илнĕ.
“Малые народы” номинацире истори наукисен докторĕ В.П.Иванов редакциленĕ “Чуваши: история и культура” икĕ томлă кĕнеке пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Ку кĕнекене хатĕрленĕ çĕре Чăваш Республикин пур паллă ăсчахĕсем хутшăннă. Монографире чăваш халăхĕ ăçтан тухнине тĕпченĕ, чăваш йăлисене уçса панă.
“Историко-краеведчес кие справочники” номинацире авторсен ушкăнĕ пухса хатĕрленĕ “Аликовская энциклопедия” кĕнеке çĕнтернĕ. Изданире Элĕк районĕн историйĕпе унăн хальхи вăхăтри аталанăвĕ, районти паллă çынсем пирки вуласа пĕлме пулать. Унта 2000 ытла статья тата 1000 сăн ӳкерчĕк кĕнĕ.
Нумай нациллĕ çĕршывра тĕрлĕ халăхсене аталантарас тĕллевпе йĕркеленĕ конкурсра таврапĕлӳ ĕçĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Вĕсене “Природа родного края”, “Научное краеведение”, “Историко-краеведчес кие справочники”, “Замечательные люди”, “Малые народы” номинацисенче хак параççĕ. Кашни çул çак конкурса Раççейри тĕрлĕ регионсенчи 200 ытла издательство хутшăнать.
2008 çулта И.С.Дубановăн “Реки, озёра, родники” кĕнеки “Природа родного края” номинацире çĕнтернĕччĕ.
 
: 801, Хаçат: 51 (1143), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: