Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çу кунĕсенче эпĕ Белгород-Днестровск ий хулинчи Аккерман крепоçне çитсе куртăм. Мĕн чухлĕ курса тĕлĕнмелли кунта! «Канаш» хаçата вулакансене эпĕ кĕскен унăн историйĕпе паллаштарасшăн.
2500 çул хушшинче Белгород-Днестровск ий хули нумай тӳссе ирттернĕ. Унăн ячĕ темиçе хут та улшăннă. Историйĕ пирĕн эрăччен VI ĕмĕрĕн вĕçĕнчех тытăннă. Милета текен хула çыннисем Днестр шывĕн хĕвеланăç енне Офиссу-Тиру хулине никĕсленĕ. Çак хулан ванчăкĕсем хальхи Белгород-Днестровск ий историпе культура вырăнĕсем пулса тăраççĕ. Тиру вырăнне чи малтан 1900 çулта чавса шырама тытăннă. Кунта пурăнмалли çуртсем, хӳтĕленмелли сооруженийĕсем, тăмран, тимĕртен тунă япаласем, укçа таврашне тупнă. Çакăнтан Тиру хули суту-илӳпе çӳрекенсен çулĕ çинче ларни паллă пулнă. Хулана гет, гон, гунн вăрă-хурахĕ тапăнни паллă. Пирĕн эрăччен пĕррремĕш ĕмĕрсенче хула Рим империне кĕнĕ, ăна Алба-Юлия тенĕ. Славянсем – Турис, уличсемпе тиверцсем – Белгород тенĕ. XII ĕмĕрсенче Белгород Галицк-Волынск княжествине кĕнĕ. 1214 çулта Венгр королевстви йышăнăвĕпе хула Фагер-Вар-Половцы ят илет, Итали халăхĕ ăна – Монкастро, грексем – Аспро-Кастро, арабсем Акджа-Кермен, нимĕçсем – Вайсенберг тенĕ. XIV ĕмĕр вĕçĕнче 20 пинлĕ хула Молдави патшалăхне кĕрсе Четая-Абэ ят илет. Вăл кăнтăр провинцисен тĕп хули тата тĕп порчĕ пулса тăрать.
Çак тĕлелле вăтам ĕмĕрĕн зодчествин мăнаçлă крепоçне туса пĕтереççĕ. Çакна тума политикăри тикĕс мар лару-тăру хистенĕ. Ăна 200 çула яхăн çĕкленĕ. Крепость туллă-сăртлă çĕрте Днестр шывĕ хĕрринче 9 гектар çĕр йышăнать. Стенасен вăрăмăшĕ – 2,5 çухрăм, çӳллĕшĕ – 5 метртан тытăнса 15 метра çитет, хулăнăшĕ – 1,5—5 метр. Крепоçăн çурçĕр енче – Днепр шывĕ, виçĕ енче—тарăн çырма. Малтанласа ăна шывпа тултарнă, вăл 20 метр тарăнăш, 14 метр сарлакăш пулнă. Крепоçра çӳллĕшпе те, сарлакăшпе те, пĕлтерĕшĕпе те расна 34 башня, вĕсенчен 12-шĕ – хăвăл. Унта хураллакансене пурăнма тата халăх тыррине усрама пӳлĕмсем вырнаçнă. Хăш-пĕр башньăн ячĕ пур: Овидий, Пушкин, Темница, Комендант тата Сокровищница.
Хула енчен кĕмелли тĕп хапхана Килийские теççĕ. Тахçан кунта çĕкленекен кĕпер, икĕ хапха, икĕ шĕвĕр решетке, иккĕмĕш ярăмра – вĕри шыв тата вĕри сăмала сапмалли шăтăк пулнă.
Крепоçа тăватă кил картине пайланă, кашнин тăшманран хӳтĕленме майсем пур. Вĕсен тĕп тивĕçĕ—хула халăхне тăшмансенчен хӳтĕлесси.
Крепость ăшĕнчи чи авалхи, чи асамли — Цитадель крепость. Цитадель мĕнпур енчен хӳтĕленме пултарнă. Унта тапăнса кĕме май пулман. Унăн айĕнче вăрттăн çулсем, пытанмалли вырăнсем пур. Вĕсене паян кун та йăлтах тĕпчесе пĕтереймеççĕ-ха.
XV ĕмĕрте Оттоман империйĕ хулана тата крепоçа çавăрса илме темиçе хут та хăтланса пăхать. Чи хаяр çапăçусем 1484 çулта пулса иртеççĕ. Турци султанĕ II Баязит 300 пинлĕ çарĕпе, Крым ханĕ Менгли-Гирей 50 пинлĕ çарĕпе тата 100 çар карапĕ çыран енчен те, шыв енчен те тапăнаççĕ. Тапăнакансем тарăн çырмана тăпрапа тултараççĕ, артиллери вырнаçтарма шăтăксем чаваççĕ, пур енчен те тапăнаççĕ. Крепость темле хирĕç тăрсан та тăшмана парăннă. Çапла 328 çул унта турккă патшалăхĕ хуçаланнă. Вăл Аккерман (шурă чул) ята илнĕ. Аккерман крепоçне тапăнакансем тата пулнă. Е. Дашкевич, И. Покотило, Г. Лобода, С. Наливко, Сулима атаманĕсем, И. Серко, С. Пали полковник ертсе пынипе XVI-XVII ĕмĕрсенче Украина казакĕсем тапăннă.
1770 çулта И.А. Игельстрем генерал ертсе пынипе Раççей çарĕсем те тапăнса пăхаççĕ. 10 кун пынă çапăçусем хыççăн хулан пĕр пайĕ раççейсен аллине куçать. 1789 çулта крепоçа Г. Потёмкин ертсе пыракан, Ф. Ушаков ертсе пыракан Хура тинĕс флочĕ тата М.Кутузов, М.Платов çарĕсем штурмлаççĕ.
1806 çулта Аккерман А.Э. Ришелье герцог аллине куçать. 1812 çулта тин Бухарестăн мирлĕ килĕшĕвĕпе Прут тата Днестр хушшинчи çĕрсем Раççей империне куçаççĕ.
1832 çулта крепость çар-хӳтĕлев сооруженийĕ тивĕçне пурнăçлама пăрахать, 1896 çулта историпе архитектура палăкĕ пулса тăрать.
1821 çулта хулана ссылкăна ăсатнă Пушкин пырса курнă, 1825 çулта – А. Мицкевич, Л. Украинка хăй кунта пулни çинчен «Подорож до моря» сăввинче, А. Горький – «Старуха Изергиль» калавĕнче сăнарласа кăтартнă.
1918 çултан тытăнса 1940 çулччен Аккерман Румыни королевствине кĕнĕ. 1941 çултан тытăнса 1944 çулччен нимĕç фашисчĕсен аллинче пулнă. 1944 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче тин хула Белгород-Днестровск ий ята илнĕ.
XX ĕмĕр пуçламăшĕнчен тытăнса кунта реставраци ĕçĕсем пыраççĕ. Украина Совминĕн Указĕ тăрăх, Белгород-Днестровск ий крепоçа архитектура палăкĕ пек сыхлаççĕ.
Крепость çулçӳревçĕсемпе таврапĕлӳçĕсеншĕн çеç мар, кино ӳкерекенсемшĕн те юратнă вырăн. Крепоçра «Отелло», «Корабли штурмуют бастионы», «Адмирал Ушаков», «Дорогой ценой», «Чёртова дюжина», «Белеет парус одинокий», «Капитан Немо», «Рыцарский замок», «Юность Петра», «20 лет спустя», «Исцеление любовью», «Обречённая стать звездой» кинофильмсене ӳкернĕ.
 
: 779, Хаçат: 51 (1143), Категори: Çулçӳрев

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: