Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сисĕнмест, çул хыççăн çул
Ăмăртса тенĕ пекех иртеççĕ.
Кашнин – хăй шăпи, кун-çул,
Пурнăçран аваннине кĕтеççĕ.
 
Кам – Кушак е Вут çĕлен,
Гороскоп паллиллĕ ывăл-хĕрĕ.
Сапăр пул эс, ан çиллен,
Ăраскал – хура-шурăллă тĕрĕ.
 
Телей, сывлăх, юрату…
Çĕн çулта аваннине сунаççĕ.
Кĕрекере хăпарту
Пултăр яланах тесе калаççĕ.
 
: 1085, Хаçат: 51 (1143), Категори: Чăваш писателĕсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: