Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак сунăм Сире, хисеплĕ вулакансем, 2012 çул çитнĕ ятпа!
 
Эсир питĕ нумайăн, 2011 çулта «Канаш» хаçатпа çыхăну тытнăскерсем:
А.Ашкеров, Е.Арланова, В.Архипова, Е.Алеева, М.Аляпкин, С.Асамат, Н.Антонова, М.Авасев, М.Алёшкина, А.Алякина, Д.Азанов, А.Богатов, З.Брюхина,А.Белова, З.Бородина, Т.Брыляева, С.Борисова, Н.Васильева, К.Ворошнина, В.Власова, М.Волынщикова, А.Волынщикова, Е.Вергайкина, В.Вериялов, М.Великанова, А.Григорьев, И.Гордеева, В.Горячева, М.Горячев, В.Деменкова, Л.Данилов, П.Долгов, С.Дьяконов, И.Давыдова, Н.Еремеев, Г.Ждыханова, Л.Ибукова, М.Ильина, Н.Иванова, И.Иванюкова, Н.Казаков, И.Кашеева, И.Капитонова, Г.Кĕмĕл, А.Карабаев, В.Коновалов, А.Коновалова, А.Карсакова, И.Кирпичников, О.Киверова, В.Киверова, Н.Кирюшин, Н.Кадебин, Т.Краснова, Г.Кондратьев, И.Карасев, К.Козлова, Г.Карсаков, И.Купцов, К.Краснова, Ю.Кудаков, П.Лысов, В.Лысов, В.Левуков, Д.Лахмистров, К.Лахмистрова, С.Марышева, М.Селендеева, Р.Макарова, А.Мордовкин, А.Мелкина, Д.Митрофанов, Е.Маркелов, К.Маркелова, В.Мишуткин, К.Малышев, А.Макаров, В.Мизеньков, А.Никонорова, Г.Никитина, К.Нягина, Ю.Надиванова, Д.Орлов, З.Портнова, А.Пешне, В.Парамонов, Л.Парамонова, Н.Попов, Н.Панкратьева, К.Петрова, Н.Розов, Ю.Рассадин, А.Романов, И.Романтеева, Э.Ратаева, Н.Ратаева, А.Саранцева, М.Селендеева, А.Селюков, А.Садовникова, А.Сошников, К.Сидоров, В.Симаков, В.Станьял, А.Синдюкова, И.Сабиров, Серте Мишши, Н.Стюкова, Надя Садюхина, Настя Садюхина, О.Симулина, И.Турутин, Т.Томасова, И.Тарасов, В.Тарават, М.Тарасова, Т.Таушкина, А.Тарасова, П.Тимофеев, Г.Улюкин, В.Ухлюков, Б.Улендеев, П.Улюкин, А.Уфаркин, М.Хайбулкина, Г.Храмов, А.Чеманкин, Т.Школенок, Е.Шкаликова, А.Шкаликов, А.Юман, А.Юдина, И.Янтушкин, Л.Ярославская, С.Ярославская, О.Яровова.
Эсир «Канаш» хаçат тĕпелне 500 ытла тĕрлĕ материал илсе çитертĕр.
Уйрăмах хастарсем çинче чарăнса тăни вырăнлă. Николай Розовпа Анатолий Юмана хаçатăн обществăлла ятарлă корреспонденчĕ тени пĕр ӳстермесĕр калани пулать. Вĕсем пурнăçăн пур енĕсене те çутатса пама тăрăшаççĕ. Анатолий Фёдорович халăхра сарăлнă вырăс юррисене чăвашла куçарса вулакансене савăнтарать. Вăл çырнă сăвă ярăмĕсем чăваш поэзи классикин ахахĕсене çаврăнасса шанас килет. Ентешĕмĕр облаçра, Чăваш Енре иртекен мероприятисене çитсе курса çийĕнчех хаçата илсе çитерет. Пĕр пĕчĕк материалшăнах Аслă Нагаткинран Ульяновска вĕçтерсе çитет. Николай Дмитриевич та нумай енлĕ çыравçă, унăн материалĕсем «Шăпăрланта» та пичетленеççĕ («Ача-пăча калаçать» рубрикăпа). Материалĕсем пичетленнĕ хаçат номерĕсене хăй шутĕнчен 100-шер экземпляр хушса кăларттарать те Теччĕ районĕнче, Шупашкарта салатать.
Çакăн пекех ырă сăмахсене Мария Селендеева, Лаврентий Данилов, Лидия Ярославская, Геннадий Улюкин, Зинаида Портнова, Роза Макарова, Николай Казаков, Валентина Деменкова, Пётр Долгов, Михаил Аляпкин тивĕçлĕ. Вĕсен вуншар материалĕ 2011 çулта вулакансем патне çитрĕ.
Поэзие юратакансем валли Валентина Тарават, Серте Мишши, Валентина Деменкова, Лаврентий Данилов, Нина Васильева, Анатолий Юман, Алексей Ашкеров сăвă хыççăн сăвă, ярăм хыççăн ярăм калăплаççĕ.
Александр Пешне вара сăввисене юрра хывма ăста. Вăл ача-пăча валли те нумай хайлать.
Чăнлă районĕнчи Аслă Нагаткинра пурăнакан Александра Синдюкова чăваш халăх юррисене пуçтарать. Вĕсем «Йăла-йĕрке» рубрикăра çулталăк хушшинче темиçе хут пичетленчĕç.
Эпир 2011 çулта тĕрлĕ тематикăпа конкурссем ирттересси çинчен пĕлтернĕччĕ. Шел, хутшăнакансем сахал пулчĕç. «Канаш» хаçат прозаикĕ – 2011» конкурса çеç материалсем ярса пачĕç. Пĕтĕм ĕçсене пăхса тухнă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетӳ турăмăр: Ирина Давыдова – 1-мĕш вырăн («Ирĕклĕ чун çулçӳревĕ», калав, 30 №, утă, 28), 2-мĕш вырăн – Анна Никонорова («Утмăлтурат», 33 №, утă, 18), 3-мĕш вырăн - Мария Селендеева («Салтак шăпи», калав, 8 №, нарăс, 25). Çул çитменнисен хушшинче «Канаш» хаçат прозаикĕ – 2011» конкурсра Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Анна Коновалова («Этем шăпи» калав, 50 №, раштав, 15) çĕнтерчĕ.
Çамрăк ăру «вăранни» савăнтарать. «Шăпăрлан» 2011 çулта пилĕк шкулта пулса (Кунтикав, Анат Тимĕрçен, Çĕнĕ Улхаш, Пухтел –Чăнлă районĕ, Ульяновскри 55-мĕш шкул) 40 ытла шăпăрланпа туслашрĕ. Вĕсен хайлавĕсем, сăн ӳкерчĕкĕсем, ӳкерчĕкĕсем хаçатра пичетленчĕç, нумай ашшĕ-амăшĕ ачисене «Канаш» хаçат çырăнса пачĕ.
Майна районĕнчи Чӳрекел шкулĕнче вăй хуракан Лидия Фёдоровна Ярославская шăпăрлансенчен корреспондентсен шкулне йĕркелесе хăйсем тунă ĕçсем çинчен хыпар хыççăн хыпар ярса тăрать. Вĕсенчен эпир тăтăшах сăн ӳкерчĕксем, ӳкерчĕксем илсе тăратпăр.
Асăннă шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсене, кружоксемпе факультативсем илсе пыракансене, директорсене ачасене «Канаш» хаçатпа туслашма май тупса панăшăн пысăк тав.
Штатра тăман корреспондентсен ĕçне те палăртса хăварас килет. Тĕслĕхрен, Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте – Иван Моисеевич Кирпичников, Вăта Тимĕрçенте – Владимир Васильевич Романов, Лидия Сергеевна Авасева, Çĕнĕ Улхашра – Пётр Яковлевич Долгов, Кивĕ Улхашра – Раиса Фёдоровна Узикова, Николай Константинович Кадебин, Чăвашкассинче – Мария Алексеевна Селендеева, Пухтелĕнче – Людмила Леонидовна Пидиксеева, Кашара – Римма Августовна Головина, Нина Васильевна Фёдорова, Кунтикавра – Николай Иванович Казаков, Аслă Нагаткинра – Валентина Николаевна Тарават, Николай Александрович Паймушкин, Майна районĕнче – Лидия Фёдоровна Ярославская, Засвияжски районĕнчи Баратаевкăра – Виктор Петрович Сидоров, Ульяновск районĕнчи Салмановкăра – Михаил Петрович Вериялов, Аслă Ключищĕре – Тамара Николаевна Муллина, Ишевкере – Валентина Викторовна Прохорова, Унтăрта – Анна Николаевна Саранцева, Димитровградра – Геннадий Петрович Улюкин, Валентина Васильевна Киргизова, Çĕнĕ Ульяновскра – Зоя Михайловна Рейтер «Канаш» хаçат журналисчĕсем пынă çĕре кам çинчен çырмаллине хатĕрлесе хураççĕ, хăйсемех ертсе çӳреççĕ. Ульяновскра пурăнакан Нина Васильевна Ратаева та журналистсемшĕн «çул кăтартакан» пулса тăчĕ. Тавтапуç сире, тăванăмăрсем, пире пулăшнăшăн. Телейлĕ те сывлăхлă пулăр.
2011 çул çухатусемсĕр те пулмарĕ. Эпир чăваш çырав тĕнчин тӳпине çăлтăр пулса вырнаçнă çыравçăсенчен – Пётр Ильич Ишутовпа Анатолий Сафронович Чебановран – ĕмĕрлĕхех уйрăлтăмăр. Вĕсен ячĕсем канашçăсен асĕнче ĕмĕрлĕхех упранĕç.
Умра – 2012 çул. Унăн гороскопĕ – Аçтаха-вут çĕлен-çунатлă калта (Дракон). Вăл ытти паллăсенчен çирĕпрех сывлăхпа, пурнăç вăйĕпе, хастарлăхпа уйрăлса тăрать. Çунатлă калта – уяв валли пысăк пĕлтерĕшлĕрех, ăна праçник вĕçленсен çунтарса яраççĕ, анчах вăл çĕнĕрен чĕрĕлсе вут кайăкла вĕçме тытăнать. Эсир те, хисеплĕ вулакансем тата «Канаш» хаçата çырăнса илекенсем, хаçатăн обществăлла хастар корреспонденчĕсем, вăрăм ĕмĕрлĕ, ырă кăмăллă, пуян чунлă та килĕшӳллĕ пулăр. Ăçтаха-вут çĕлен-çунатлă калта çавăн пек, хăй пеккисенех юратса ăнăçусем парнелесе тăрать.
 
Çĕнĕ çул ячĕпе,
туссем!
 
: 1277, Хаçат: 51 (1143), Категори: Cырусен тишкерeвe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: