Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри ял хуçалăхĕсене патшалăх фондĕнчен выльăх апачĕпе тивĕçтерме тытăннă.
Паян выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен хуçалăхсене 6 элеватортан пурĕ 3000 тонна тырă ăсатнă, вĕсенчен 1,1 пин тонна 5-мĕш класлă тулă, 1,9 пин тонна — урпа.
РФ правительствин «О реализации в 2011 году без проведения торгов на биржах фуражного зерна из запасов федерального интервенционного фонда сельскохозяйственно й продукции, сырья и продовольствия» йышăнăвĕпе акан варринче патшалăх интервенци фончĕпе облаçри ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем хушшинче суту-илӳ тăвас пирки килĕшӳ тунă.
Тырра Чăнлăри, Димитровградри, Майнăри, Çĕнĕ Спасскри элеваторсенчен, Чартаклăри, Кузоватовăри комбикорм завочĕсенчен ăсатаççĕ.
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин палăртнă тăрăх, Ульяновск облаçĕ пек элеваторсенчен тырă илекен регионсем нумай мар, çакă тавара вырăна тăкаксăр çитерме май парать.
Тырă хакĕ пасар хакĕнчен 1,5 хут йӳнĕрех. Пĕр тонна урпа 4 200 тенкĕ, тулă – 4 550 тенкĕ.
 
: 1034, Хаçат: 18 (1110), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: