Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Президенчĕ парламента çулсерен яракан çырупа паллашнă хыççăн Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов çапла каланă:
-Чăннипех интереслĕ çыру пулчĕ. Раççей Президенчĕ кăçалхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвне кăна тумарĕ, малашне çĕршыв мĕнле аталанмаллин тĕп çулĕсене палăртрĕ, халăха интереслентерекен чи çивĕч ыйтусене хуравларĕ, шалти тата тулашри политикăри, оборона ыйтăвĕсенчи хăйĕн куравне уçса пачĕ. Нацисемпе конфессисем хушшинчи туслăха çирĕплетме чĕнсе каларĕ. Дмитрий Медведев экономикăра, социаллă тата политика тытăмĕнче илнĕ курсран малашне те пăрăнмассине палăртрĕ. Раççейри политика тытăмне улшăнусем кĕртмеллине те Президент манмарĕ. Кĕпĕрнаттăрсене правительство хушăвĕпе мар, халăх суйлавĕпе лартмаллине тавăрма шантарчĕ.
Кĕпĕрнаттăр сăмахĕпе, Çырура Президент центр влаçне чакарасси пирки те аса илнĕ. Ку укçа-тенке пайлассине, вырăнти власть тытăмĕн яваплăхне ӳстерессине пысăк витĕм кӳрĕ. Регион аталанăвĕшĕн унăн пуçлăхĕсем яваплă пулĕç.
Дмитрий Медведев Çырура кашни çынна чăрмавсăр пурăнмалли общество йĕркелесси пысăк вырăн йышăннине тĕпе хурса Сергей Морозов Ульяновск облаçĕнче 2013 çул - “Пĕртанлăх çулĕ” пулĕ тесе пĕлтернĕ.
 
: 958, Хаçат: 51 (1143), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: