Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономин отчётпа суйлав конференцинче суйланă çĕнĕ ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш ларăвĕ унчченхи пек автономи пӳлĕмĕнче мар, Ульяновск Хула Думин пуху залĕнче иртрĕ.
Ĕçтăвком ертӳçи Владимир Сваев малтанах çĕнĕ ĕçтăвком йышне кĕнисене ăшшăн саламларĕ. Малалла пĕрле, килĕштерсе ĕçлессе шанни пирки пĕлтерчĕ. Унтан кун йĕрки çине куçрĕ.
Тĕп ыйтусем:
- УОЧНКА председателĕн çумĕсене çирĕплетесси;
- ĕç комитечĕсене йĕркелесси;
- вĕсен ертӳçисемпе пулăшаканĕсене суйласси;
- комитетсен ĕç планĕсене палăртасси.
Владимир Сваевăн çумĕсем пулма пĕр саслăн Хула Думин пуçлăхĕн çумне П.К. Столярова, облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутатне А.Г. Еленкина, Ульяновск хула администрацин пуçлăхĕн çумне А.Е. Елюкина, Чăнлă район пуçлăхĕн çумне А.А. Узикова суйларĕç.
Унтан пухăннисем ĕçтăвком ушкăнне ултă пая пайласа сасăларĕç.
1. Вĕрентӳ ĕçĕн комитетне ертсе пыма Ф.Т. Улендеевана (председатель), В.А. Архипована, Л.А. Васильевана, Е.С. Нагорнована, П.Я. Уфимкина суйларĕç.
2. Культура ĕçĕсен комитетне И.В. Гаврилова (председатель), Г.М. Никитина, В.Н. Игнатьева, З.М. Рейтер кĕчĕç.
3. Çамрăксен ĕçĕсене илсе пыма О.Г. Узикована (председатель), В.В. Прохорована, В.В. Киргизована шанса пачĕç. Унсăр пуçне вĕсен йышне УлППУри наци уйрăмĕнче 2-мĕш курса вĕренекен Алёна Карсакована кĕртсе хăварчĕç.
4. Физкультура тата спорт комитечĕн ĕçĕсене В.А. Фёдоров (председатель), Н.Г. Абрамов туса пырĕç.
5. Историпе таврапĕлӳ ĕçĕсен комитетне Н.Д. Розова (председатель), Н.Г. Кондрашкина тата А.Г. Пешнене суйларĕç.
6. Массăллă информаци ĕçĕсен комитетне В.Н. Фёдоров (председатель), Н.Н. Ларионов, О.Н. Мустаев, Н.Н. Еграшкина пурнăçласа пырĕç. Вĕсен йышне тата УлППУра наци уйрăмĕнче 2-мĕш курсра вĕренекен Нина Пигиняшкинана кĕртрĕç.
Ун хыççăн УОЧНКАн президиумне вунпĕр çынна суйларĕç. Унта В.И. Сваев, П.К. Столяров, А.Г. Еленкин, А.Е. Елюкин, А.А. Узиков, Ф.Т. Улендеева, И.В. Гаврилова, Н.Д. Розов, В.Н. Фёдоров, О.Г. Узикова, В.А. Фёдоров кĕчĕç. Вĕсен тивĕçĕ – пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене пуçтарăнса хăвăрт татса парасси.
Ĕç планĕ çине куçнă май Владимир Сваев килес çулхи пĕлтерĕшлĕ мероприятисене асăнса хăварчĕ: ака (апрель) уйăхĕнче облаçри шкулсенче чăваш чĕлхине вĕрентекенсен хушшинче «Çулталăк вĕрентӳçи» конкурса тата Пĕтĕм тĕнчери Яковлев вулавĕсене йĕркелесе ирттересси. Çак уйăхрах Чĕмпĕрте ирттерме палăртнă облаçри чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тата Шупашкарти патшалăх университечĕн преподавателĕсен пĕрлехи наукăпа практика конференцине В.А. Архипова сĕннипе юпа (октябрь) уйăхне куçарчĕç.
Владимир Сваев облаçри шкулсенче кăна мар, ача сачĕсенче те чăваш чĕлхипе культурине вĕрентес ĕçе тимлĕх уйăрмалли пирки каларĕ. Вăл хăш-пĕр ача сачĕн заведующийĕсемпе кун пирки калаçу ирттернĕ ĕнтĕ.
Культурăри ĕç планĕнче — йăлана кĕнĕ уявсене мĕнпур районта, облаçри тĕп Акатуя Çинкĕл районĕнче йĕркелесе ирттересси.
Владимир Ильич кăçал таврапĕлӳ ĕçне тĕплĕнрех те анлăрах туса пырасса шанни пирки каласа хăварчĕ. Кăрлач (январь) уйăхĕн пуçламăшĕнче мĕнпур комитета хăйсен ĕç планĕсене, сĕнĕвĕсене тăратма ыйтрĕ. Кăрлачăн 25-мĕшĕнче вĕсене тĕплĕн тишкерсе çирĕплетме пулчĕ.
 
: 1139, Хаçат: 51 (1143), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: