Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Киров хулинче регионсем хушшинче халăх пултарулăх промыслисен "Кладовая ремесел" ятпа курав фестивалĕ иртнĕ.
Пирĕн регионтан унта облаçри Ачасен техника пултарулăх центрĕнче вĕрентекен Галина Георгиевна Елисеева хутшăннă. Фестиваль уçнă çĕре Киров облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ тата ытти регионсенчен килнĕ хăнасем хутшăннă. Вĕсем курава хутшăнакансене тата курма пынисене саламланă.
Киров облаçĕ мĕн авалтан Дымков теттисен çĕршывĕ шутланать. Çавăнпа та Галина Елисеева тахçантанпах çакăнта пулса курма ĕмĕтленнĕ. Кунти маçтăрсемпе тĕл пулма, вĕсемпе калаçма, ĕçĕсене курса паллашма шутланă.
Фестивале кайма Галина Георгиевна ятарласа çĕнĕ композицисем хатĕрленĕ, теттесем, шăхличсем туса кайнă. Чи пахи вара – Ульяновск облаçĕн гербне тăмран туса тăратни. Курава вăл чăваш халăх тумĕпе – амăшĕ хăй аллипе тĕртсе çĕленĕ чăваш кĕпипе – тухнă. Курма пыракансем чăваш тумĕпе интересленнĕ, ӳкерсе илнĕ, тытса пăхакансем нумай пулнă. Пуçа çыхмалли тутăрне Галина васкаса кăна çĕленĕ, унпа вăл малалла ĕçлет, хăйне валли тухья çĕлет. Нумайăшĕ облаçăн гербне сутма ыйтнă. Анчах Г.Елисеевашăн ку ĕç чи хакли.
Выставка икĕ куна тăсăлнă. Унта нумай çын пырса кайнă.
 
: 707, Хаçат: 51 (1143), Категори: Курав

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: