Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ваттисен кунне паллă тăвасси пирĕн çĕршывра йăлана кĕнĕ. Заводсемпе фабрикăсем, тĕрлĕрен предприятисем хăйсем патĕнче ĕçлесе ватăлнă çынсене пуçтарса чыслаççĕ, чечек çыххисем, парнесем парнелеççĕ. Ĕмĕрне ĕçре ирттернĕ çынсемшĕн ку питĕ пысăк чыс. Хăшĕсене ачи-пăчи маннă, теприсем çемьесĕр тăрса юлнă. Вĕсене пурне те пĕр япала пĕрлештерет – ватлăх.
Пирĕн ялти ватăсем те çак куна пысăк уяв пек кĕтсе тăраççĕ. Шел, ялта кашни çулах вĕсен шучĕ чакса пырать: пĕрисене ачисем хулана илсе каяççĕ, теприсем чирпе асапланаççĕ, хăшĕсем çак çĕр çинчен ĕмĕрлĕхех кайнă.
Ватă çынсем чĕннĕ уява маларах килеççĕ те пирĕн шкул коридорĕнче шăппăн калаçса лараççĕ. Паллах, вĕсене чыслама панă укçана пайласа килсерен валеçсе çӳреме пулать. Анчах ватăсемшĕн укçапа парнерен те хаклăраххи – пĕрле тĕл пулса калаçса ларни. Вĕсемшĕн эпир хатĕрленĕ концерт та паха. Çак куна, мăнукĕсем хăйсене сăвă каласа е юрă юрласа парассине чунтан кĕтсе тăраççĕ.
Сĕтел хушшинче чей ĕçнĕ вăхăтра вĕсен питĕнче йăл кулă çиçет. Ĕлĕкхи юрăсене чунтан шăратаççĕ. Пирĕн шкулти вĕрентекенсем вĕсене чыса хурса пĕрле юрлаççĕ, ташлаççĕ. Çулталăкра пĕр кун пĕрле пуçтарăнсан мĕнле кăна аса илӳ ытамĕнче пулса курмаççĕ-ши вĕсем?
Ватă çынна кӳрентерме нумай кирлĕ мар. Сăмах каличчен малтан хăвăра ватă çын вырăнне лартса пăхăр, аçăр-аннĕр пирки шухăшлăр. Пурнăç вăл кĕске. “Тумалли ĕçе те туса ĕлкĕрейместĕн, ватлăх çитет”,- тет манăн асанне. Çаплах пуль. Ача чухне вăл сисĕнмест.
Майна районĕ,
Чӳрекел ялĕ.
 
: 881, Хаçат: 51 (1143), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: