Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕске справка.
А.П. Власов 1937 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче çуралнă. Тутар Каши вăтам шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ (1952). Челябинскри чукун çул училищинчен (1953), Одессăри аслă тинĕс училищинчен (1956), Мускаври халăхсен пултарулăх университечĕн живопись уйрăмне куçăмсăр майпа (1958), И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн художествăпа графика факультетĕнчен (1971) вĕренсе тухнă. Тинĕс çар флотĕнче штурман тата механик пулса тивĕçне пурнăçланă (1957-62). Тутар Каши вăтам шкулĕнче ӳкерӳ, черчени, кĕвĕпе юрă, ĕс, физкультура, физика урокĕсене илсе пынă (1962-1976). Ульяновскри педагогика училищин художествăпа графика уйрăмĕнче ӳкерчĕк, живопись, композиципе скульптура вĕрентӳçи, изоискусство методисчĕ, кайран уйрăм ертӳçи пулса тăрăшнă (1976-84). Орёл хулинче живопись профессорĕ Курнаков патĕнче вĕреннĕ (1981). Ульяновскри патшалăх педагогика институчĕн педагогика факультетĕнче ӳкерӳ ăсталăхне хăнăхма вĕрентнĕ (1985-93). Çак çулсенче тĕрлĕ куравсене хутшăннă. 1987 çулта Чĕмпĕрте «Çĕр çинчи Юрату» ятпа живопись, графика, скульптура произведениĕсенчен (120 ытла) тăракан куравĕ (выставки) иртнĕ. Художникăн хăш-пĕр ĕçĕ çĕршыв тулашĕнче – ют тата СНГ çĕршывĕсенче – Братислава, Комарно, Будапешт, Турну-Северино, Одесса, Ашхабад, Фрунзе хулисенчи музейсемпе курав залĕсенче упранать. Ун картинисем Израильте упранаççĕ. 1988 çулта кандидат минимумне хӳтĕленĕ. Паян çĕнĕ картинăсем ӳкерет. Чăнлă рабочи посёлокĕнче пурăнать.
Чĕмпĕр-Ульяновск çĕрĕ тĕлĕнмелле пултаруллă çынсемпе пуян. Художниксем вĕсем хушшинче уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Ахальтен мар пирĕн облаçран Раççейĕпе, тĕнчипе паллă сăрă ăстисем, ăста ӳкерӳçĕсем, паллă скульпторсем тухнă. Аркадий Пластов, Дмитрий Архангельский, Владимир Нагорнов, Александр Власов… ĕçĕсене Пĕтĕм тĕнче шайлă куравсене тăратнă. Ӳнер тĕнчипе кăсăкланакансем чăваш художникĕсен ĕçĕсемпе киленме пултараççĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем — Петр Ургалкинпа Пётр Картюков – пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕç. Нинăпа Анатолий Еграшкинсем, Николай Кондрашкин, Ирина Щеголькова, Александр Власов, Александр Щегольков тата ыттисем те творчествăра çĕнĕрен çĕнĕ ӳсĕмсем тăваççĕ, хăйсен куравĕсене йĕркелеççĕ.
Чăнлăри пултаруллă художникпа – А.П. Власовпа — кистĕкпе ӳкерекен ĕçтешĕсемпе вĕсен ăнăçăвĕсем çинчен калаçатпăр. Александр Петрович кăрлачăн 1-мĕшĕнче 75 çул тултарать. Стенасем çине чи-чи юратнă ĕçĕсене çакса хунă. Чĕрĕ картинăсене тинкернĕçемĕн тĕп сăнарсене, çут çанталăкпа унăн хăватне ытараймастăн. Александр Власовăн юратнă тематикисенчен пĕри – тинĕс хумĕн мăнаçлăхĕ, шыв вăй-хăвачĕ. Асар-писер тăвăла çакланнă карап, унти çынсем, кайăк-кĕшĕк. Кунсăр пуçне тăван çĕре, атте-аннене юратнине ăста художник тĕлĕнмелле майпа пир çинче çуллă сăрăпа кăтартса парать. Тĕрлĕ тĕслĕ хитре натюрмортсем, çут çанталăк илемне сăнарлакан чаплă пейзажсем, этюдсем – пурте чĕрĕлĕхпе, хăйнеевĕрлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Тĕссен илемлĕ шайлаштарăвĕ картинăна ытарайми тăвать. Ахальтен мар ентешĕмĕре облаçри паллă живописецсенчен пĕри теççĕ. Вăрçă тематикине те аякра хăвармасть Александр Петрович. Пирĕн салтаксем Çĕнтерĕве еплерех çывхартнине, хаяр çапăçусене вирлĕ сăнарлать. Унашкал картинăсем тата та пур художник архивĕнче. Мана вара уйрăмах ӳнерçĕн портречĕсем тыткăнларĕç. Кунта пичĕсем çинчен сухапуç каçса кайнă мучисемпе кинемисем те, тин çеç çут тĕнче илемне ăнкарса илнĕ телейлĕ çынсем те, пĕвĕпе яштака хурăна, сăн-пичĕпе хĕвеле, сар чечеке аса илтерекен пикесемпе сăпайлă чăваш хĕрарăмĕсем. Çывăх çынсен портречĕсене Александр Петрович юнашар çакса хунă. Кунтах хăйĕн пекех пултаруллă ачисен, Шупашкарти мăнукĕн портречĕсем чуна тыткăнлаççĕ. Паян пултаруллă маçтăр турăшсем (иконăсем) ӳкерет. Çул-ӳсĕмне пăхмасăр тăрăшса, ывăнмасăр ĕçлет вăл.
– Ватăлма вăхăт çук, – тет кĕç-вĕç 75 çул тултаракан ӳкерӳçĕ, паллă чăваш шурсухалĕ Александр Власов.- Тумалли ĕçсем нумай, ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем кĕтеççĕ. Турăшсем ӳкернисĕр пуçне тата вĕçлемелли картинăсем пур. Паян эп вĕренекенсемпе, вĕсен ăнăçăвĕсемпе мухтанатăп. Нинăпа Анатолий Еграшкинсемпе тата ытти вырăнти чăваш художникĕсемпе калаçкаласах тăратăп. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче малтан Ульяновскри педагогика училищинче, каярах Ульяновскри патшалăх педагогика универ-ситетĕнче студентсене вĕрентрĕм. Çак çулсем халĕ те асрах. Паян çамрăксем ман патăма шăнкăравласа ырă хыпарсемпе савăн-тараççĕ. Ӳстермесĕр калатăп, шăп эп вĕрентнипе пулĕ вĕсенчен чылайăшĕ лайăх художник ята тивĕçнĕ. Чăнах-чăнах. Кунта ман тивĕç пурах тесе шутлатăп. Çамрăксемпе ĕçлеме çав тери килĕшетчĕ. Паян та çаплах. Халĕ мĕнпур ăсталăха, опыта мăнукăма паратăп. Аван ӳкерет. Тăрăшать. Художниксем тĕнчене ырлăх, илем илсе килеççĕ. Çавăнпа та эпир пурнăçа хаклатпăр, пурăнма юрататпăр.
 
Чăнлă посёлокĕ.
 
: 886, Хаçат: 51 (1143), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: