Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
“Упăшкин çитменлĕхĕсене юратман хĕрарăм арçыннине те юратмасть”, - тенĕ Софи Лорен.
Пулас мăшăра Турă палăртса хунă теççĕ пулин те мăшăрсем телейлĕ пуласси тата çемье арканассипе арканмасси пирĕнтен хамăртан килет. Арçынпа хĕрарăм хушшинчи хутшăнăва та савăтри чечеке пăхнă пек сăнаса, апатлантарса пурăнмалла. Юратăва сӳнтерме вара пит çăмăл. Çемьере юратупа лăпкăлăх нумай çул хуçаланччăр тесен темиçе йĕркене кăна пăхăнмалла.
1.Пĕр-пĕрне час-часах ырă сăмахсемпе мухтамалла.
Марк Твен çапла каланă: “Пĕр ырă сăмахпа мухтасан эп икĕ уйăх хавхаланса пурăнма пултаратăп”. Çемьере пĕр-пĕрне кун пек сайра мухтани çителĕксĕр. Упăшкипе арăмĕ кунне пилĕк хутран сахал мар ыр сăмах каламалла.
2. Укçа-тенкĕ ыйтăвне сӳтсе явмалла.
Хăçан, мĕн, мĕнле хакпа туянмаллине пĕрле татса памалла. Çак укçана перекетлеме те, çемье пĕрлĕхне çирĕплетме те пулăшать. Çемьери пурлăх пирки мăшăр пек шухăшлани питĕ пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен нумай çемьере хирĕçӳ укçаран тытăнса каять.
Эрнере мĕн чухлĕ укçа тăкакламаллине пĕрле сӳтсе явсан та финанс енчен упăшкипе арăмĕн никама та пăхăнмалла мар – кашнин кĕсйинче хăйне кирлĕ чухлĕ укçа пулмалла.
3. Мĕн пирки ĕмĕтленнине сасăпа калăр.
Мĕн тума-тăр кăмăлăр пулсан – мăшăрăра калăр. Пĕр-пĕрин кăмăлне эрнере виçĕ хутчен те пулин тивĕçтерĕр. Пĕрле ĕмĕтленсен, малашнехи плансене сӳтсе явсан тата аванрах. Хваттер туянасси, ача çуратасси, отпуска ăçта ирттересси пирки пĕрле калаçатăр пулсан – сирĕн çемьен малашлăхĕ пур.
4. Кашнин хăйĕн тивĕçĕ тата яваплăхĕ пулмаллах.
Çемье ыйтăвĕпе ĕçлекен специалистсем çапла калаççĕ: килти ĕçсене камăн тумаллине тĕрĕс пайланă çемьесем – чи çирĕпписем. Пĕри те хăйĕн яваплăхне теприн çине йăвантармасть.
5. Çемьери ĕçе ыттисене ан хутăштарăр.
Çемьери мăшăрсен хутшăнăвне кĕрекен юлташсен, тăвансен тата ытти “ыр сунакансен” канашĕсемпе сахалтарах усă курăр. Вĕсем сиен кăна кӳреççĕ. Статистика кăтартăвĕ тăрăх, çемьесен 10 проценчĕ шăпах çывăх çынсене пула саланать. Сире ытти çынсен канашĕ кирлĕ пулсан – психологран пулăшу ыйтăр.
6. Ыталанни сывлăха çирĕплетет.
Чуптуни, пĕр-пĕрне ыталани çемьене çав тери çирĕплетет. Кунне 4 – 5 хут чуптусан та мăшăрсен çыхăнăвĕ çирĕпленет. Кун пек чухне эсир пĕр-пĕрне сăмахсăрах: “Эп сана юрататăп, ман санпа юнашар пулас килет”, - тесе пĕлтеретĕр.
7. Юратни çинчен калани ытлашши мар.
Эсир мăшăрăра 100 хут “юрататăп” тесе каланă пулин те май килсен ку асамлă сăмаха тепĕр хут калма ан ӳркенĕр.
 
: 667, Хаçат: 51 (1143), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: