Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
“Ĕмĕт” салат
Ăна хатĕрлеме 300 г пĕçернĕ чăх ашĕ, 1 банка шампиньон (чĕрри пулсан çатма çинче тип çупа ăшаламалла), 1 пуç пысăках мар хĕрлĕ сухан, 3 çăмарта, 1 банка консервланă куккурус, 150 г хытă сыр, тăвар, майонез, илемлетме петрушкăпа укроп кирлĕ.
Чăх ашне, пиçнĕ çăмартана тăваткалласа вĕтĕ турамалла. Шампиньонпа куккурус банкисенчен сĕткенĕсене тăкмалла, сăрхăнса пĕтиччен тытмалла. Сухана вĕтĕ турамалла, сыра тёркăпа хырмалла.
Пысăк чашăка маларах асăннă çимĕçсене ямалла, майонезпа хутăштармалла. Çур сехет ларса тутлăланнă хыççăн симĕс курăксемпе илемлетсе сĕтел çине лартма юрать.
“Юнтару” салат
Хатĕрлеме 300-400 г çуллă мар аш (чăх, пăру ашĕ), 100-150 г хура слива, 150 г пушкăрт мăйăрĕ (грецкий), 2 симĕс пан улми, 200 г хытă сыр, майонез кирлĕ пулать.
Хура сливăна 30 минута вĕри шывра тытмалла, кайран типĕтсе улăм евĕр турамалла. Пиçнĕ аша, хуппинчен тасатнă пан улмине те улăм евĕр касмалла. Ытлашши вĕтĕ мар. Хытă сыра тёркăпа хырмалла. Пушкăрт мăйăрне çĕçĕпе вĕтетмелле.
Çимĕçсене пĕрле хутăштарса майонез ярса пăтратмалла. Салат хатĕр!
Ананасран хатĕрленĕ салат
1 банка туранă ананас, 400 г чăх ашĕ, 3 шăл ыхра, 200 г хытă сыр кирлĕ пулать.
Чăх ашне вĕтĕ турамалла, сыра шултра тёрка витĕр кăлармалла, ананаса сĕткенĕнчен уйăрса сăрăхтармала. Ыхрана вĕтĕ тёрка витĕр кăлармалла.
Çимĕçсене пĕрле хутăштармалла, майонез ямалла. Çăмăл та тутлă салат пулать.
 
: 1073, Хаçат: 51 (1143), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: