Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Павел Миронович Миронов математик çинчен эпĕ пĕрремĕш хут 4-5-мĕш классенче вĕреннĕ чухне (1944-1945) илтрĕм. Ун çинчен Пасаркассинче (паян Павел Миронов урамĕ) пурăнакан ватă Н.Е.Егоров каласа панăччĕ», – тенĕччĕ мана атте – А.А.Казаков.
Н.Егоров тивĕçлĕ канăва кайиччен Çĕпрел районĕн райповĕнче ĕçленĕ. П.М.Миронов çемйи вĕсене хирĕç пурăннă. Халĕ çак вырăнта Р.К.Улькина колхозница тĕпленнĕ. Н.Егоров паллă ăсчахран çирĕм çул кĕçĕн пулсан та ун çинчен нумай пĕлнĕ. Эпĕ те Никифор Егоровича астăватăп, хăй вăхăтĕнче вăл каласа панисене çырса пыманшăн паян ӳкĕнетĕп. Эпĕ вăл вăхăтра пуçламăш классенче вĕренеттĕм. Малалла А.А.Казаков хăй статйинче çапла çырать: « Н.Е.Егоров ун çинчен нумаях каласа паман. П.Миронов чирлĕ ача пулнă. Выçăллă-тутăллă пурăннă. Шкулта вара питĕ лайăх паллăсемпе çеç вĕреннĕ. Паллă ăсчах-педагог пулса тăнă. И.Я.Яковлев ăна хăй шкулне илнĕ…»
Пĕррехинче Çĕпрелĕнчи кĕнеке лавккинче 1970 çулхи чăваш календарьне туянтăм. Унта Н.Краснов çырнă «Известный математик» статйи те пурччĕ. Вуласа тухрăм та тĕлĕнтĕм: статья авторĕ П.Миронов çинчен нумай пулмасть анчах илтнĕ иккен. Ку Павлуша вĕт (Миронова ача чухне çапла чĕннĕ) тетĕп. Календарьте Г.Трофимовăн «Французы тепло приветствуют» статйи те пурччĕ. Унта ХХ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче П.М.Миронов математик Франци ăслăлăх академийĕпе çыру çӳретни çинчен каласа панă. Вăл Ферма теоремине те çирĕплетнĕ. Вăт мĕнле çын пулнă Павлуша тесе тĕлĕннĕччĕ.
П.М.Миронов виличченех (1921 ç.) Уфара ĕçлесе пурăннă.
Хурăнвар-Шăхаль вăтам шкулĕнче (Тутарстан) – вăтăр çул директор, завуч, математика вĕрентӳçи пулса Тутар АССРĕн тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Г.Ф.Фёдоров ĕçленĕ. Мана вăл 8-10-мĕш классенче математика вĕрентнĕ. 1965 çулта тивĕçлĕ канăва тухрĕ те Уфана куçса кайрĕ. Вăл 1978 çулта вилнĕ. Эпир унпа çыру çӳрететтĕмĕр. Вĕсенче П.М.Миронов çинчен сӳтсе яваттăмăр.
- Эсĕ те математик вĕт, ун çинчен пĕлме тивĕç, - тенĕччĕ пĕр çырăвĕнче. – Пирĕн кунта П.М.Миронов çинчен материал нумай, тен, килсе каятăр.
Кайма та пуçтарăннăччĕ ĕнтĕ, анчах вăл ӳпке чирĕпе вилсе кайрĕ. П.М.Миронов çинчен шухăшлав мана пурĕпĕр канăçсăрлантарчĕ.
1974 çулта Хусанта вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерме пулăшакан курссенче пултăм. Унта Хусан университечĕн журналистика факультечĕн доценчĕпе К.П.Петровпа паллашрăм.
- Эпĕ Миронов еткерлĕхне тĕпчемен, - тенĕччĕ вăл мана, - ман пĕлĕш Тайăр Тимкки вара Миронов чăваша аван пĕлнĕ.
Тайăр Тимкки поэт-революционер чăнах та П.М.Миронова лайăх пĕлнĕ, нумай-нумай юлташĕсене ун çинчен хăпартланса каласа панă. 1906 çулта Хусанта Тайăр Тимккипе пĕр шухăшлă юлташне – Тимофей Николаевич Николаева (Хури) – жандармери йĕрлеме тытăннă. Вăл Уфана тарса каять те П.М.Миронов çуртĕнче пытанса пурăнать. Çакăн çинчен К.Петров çырнă «Тайăр» (Шупашкар, 1976) кĕнекере вуласа пĕлме пулать.
Миронов пурнăçĕ мана яланах интереслентернĕ. 1983 çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче Çĕпрел районĕн хаçатĕнче – «Çĕнĕ çулра» - «Тархасшăн, П.Миронов тăванĕсене тупма пулăшăр-ха» статья пичетленсе тухнăччĕ. Авторĕ – Шупашкарти Ленин ячĕллĕ таврапĕлӳ музейĕн Канашĕн председателĕн çумми Пётр Терентьевич Золотов. Çак ĕçе хутшăнас кăмăл манра та çуралчĕ. Эпĕ ялта пурăнакан ватăсен – Илья Тарасовăн, Емельян Ишметовăн, Павел Быковăн, Илья Кустовăн – асаилĕвĕсене тишкереттĕм. Вĕсем тахçанах вилнĕ ĕнтĕ, Мироновран 20-30 çул кĕçĕнрех пулнă. Анчах ун çинчен нумай пĕлнĕ. Вĕсен асаилĕвĕсем тăрăх, 1984 çулта Çĕпрел районĕн хаçатĕнче (10-13-мĕш номерĕсенче) пысăк статья кун çути курнăччĕ. Çакăн хыççăн П.Т.Золотовран çыру илтĕм. Вăл çак статьяшăн тав турĕ, П.М.Миронов кун-çулĕн еткерлĕхне тĕпчес ĕçре çитĕнӳсем сунчĕ. «Я, как Вы чувствуете, кладу только начало изучению жизни и деятельности Миронова. Впереди непочатый край работы. Нас интересует вся его деятельность. Мне хочется верить, что найдутся люди, которые займутся Мироновым и даже издадут о нём книгу. Он этого заслуживает», - тесе вĕçленĕччĕ хăйĕн çырăвне Чăваш АССРĕн культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, СССР Журналистсен союзĕн членĕ, Халăх çутĕç отличникĕ, РСФСР персоналлă пенсионерĕ П.Т.Золотов.
Çак тапхăртан эпир унпа П.М.Миронов кун-çулне тĕплĕн тишкерме тытăнтăмăр.
П.Т.Золотов хытă чирлетчĕ. Апла пулин те эпир унпа нумай ĕç пурнăçларăмăр. Вăл тăрăшнипе «Ялав» журналта тата ЧАССР Министрсен Совечĕн çумĕнчи ăслăлăхпа тĕпчев институчĕн пуххисенче П.М.Миронов çинчен нумай материал пичетленчĕ. Уфари архивсенче унăн сăн ӳкерчĕкĕсене нумай шыраса тупнă. П.Т.Золотов 1989 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче сакăрвунă саккăра кайса йывăр чирлесе нумай выртнă хыççăн вилнĕ.
П.М.Миронов ĕçне тĕпчекенсем тупăнсах пыраççĕ. Унăн ятне ĕмĕрсене упраса хăварас тĕллевпе Çĕнĕ Йĕлмел ял Совечĕн депутачĕсем П.М Миронов çуралса ӳснĕ урама ун ятне пачĕç. Çĕпрел райĕçтăвкомĕн тата парти райкомĕн умĕнче ялти вăтам шкула та ун ятне парас ыйтăва тăратрĕç. Çакăн çинчен «Ялав» журналта чăваш çыравçи Юхма Мишши те çырнăччĕ. Анчах ыйтăва паянччен те татса паман-ха. Юлашки вăхăтра П.М.Миронов ĕçĕ-хĕлĕ çинчен нумай ăслăлăх ĕçĕ пичетленнĕ. «Ленин ялавĕ», «Ульяновская правда», «Урал сасси», «Вучах», «Канаш» тата ытти кăларăмсенче те нумай-нумай материал пичетленчĕ.
Çĕнĕ Йĕлмел (Тутарстан) шкулĕнче паллă математика халалланă пуян кĕтес йĕркеленĕ. Хусан художникĕ парнеленĕ П.Миронов портречĕ шкул музейĕнче упранать. П.М.Миронов çинчен нумайрах каласа паракан статьясемпе кĕнекесем пичетленсе тухасса шанас килет», - тесе вĕçлет хăйĕн асаилĕвне Тутарстан Республикин Çĕпрел районне кĕрекен Çĕнĕ Йĕлмел ялĕн таврапĕлӳçи А.А.Казаков.
Халĕ вăл вилнĕ ĕнтĕ. Ăсчах кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпчеме пуçласа янă ĕçĕ вара малалла тăсăлать.
Уфара П.Миронов ячĕллĕ вырсарни шкулĕ ĕçлет. Унăн кĕнекисем кун çути кураççĕ. Ун ячĕпе асăну тĕлпулăвĕсем иртеççĕ. Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов та П.Миронов кун-çулĕпе интересленчĕ. И.Я.Яковлев музей-хваттерĕнче П.Миронов ячĕпе çыхăннă мероприятисем иртрĕç. Ульяновскри 6-мĕш шкулта вырнаçнă Чăваш культура центрĕнче «Миронов П.М. – математик, биолог, музыкант» ятпа çавра сĕтел йĕркеленчĕ. Атăл тăрăхĕнче пурăнакан наци литературин вулавăшĕнче «Памяти учёного посвящается» тематика каçĕ иртрĕ. «Канаш» хаçатра ятарлă страница пичетленчĕ. Вăл çуралнă çĕршывра вырăнти таврапĕлӳçĕ Г.Н.Карсаков, ял тăрăхĕн ертӳçи Н.И.Шихранов, шкул директорĕ В.А.Мискин йĕркеленипе юбилей мероприятийĕсем иртрĕç.
Хамăн пĕчĕк хайлавăма Николай Ананьевич Казаков Таганрогран янă çырăвĕнчи пĕр асаилӳпе вĕçлетĕп. «Эсĕ пирĕн хушамат ăçтан, мĕнле майпа пуçланса кайнине пĕлесшĕн. 17-18-мĕш ĕмĕрсенче виçĕ пĕр тăван каччă пурăннă. Иккĕшĕ аслă пĕлӳ илнĕ, вĕсенчен пĕри тĕн енĕпе. Курганра архиерей пулса ĕçленĕ (калаçу К.Прокопьев çинчен), тепри – математик. Уфара халăх училищинче вăй хунă (П.Миронов). Виççĕмĕш патша çарĕнче хĕсметре тăнă (Семён). Вăл Крымри казаксен йышĕнче тăрса Георгий хĕресне тивĕçнĕ. Çĕршывра тăнăçлăх хуçаланма тытăнсан ăна лаша çине лартсах килне янă. Кайран вăл çĕр ĕçĕпе аппаланнă, анчах парса янă «парнине» кӳлмен, вăл ун çине утланса çеç çӳренĕ. Ăна ялта казак теме пуçланă. Казаковсем çакăнтан пуçланса кайнă та ĕнтĕ. Туслăн пурăннă. Уявсене яланах пĕрле пуçтарăннă. Пирĕн йăх пуçламăшĕ чи асли пулнă курăнать», - тенĕ çырура.
П.М.Миронов чăваш ялĕнче çуралнă. Ашшĕ Мирон ятлă пулнă. Вăл Прокопийпе Семён тăванĕ. Ачисен хушамачĕсем ашшĕ ячĕсенчен пулса кайнă. Семёновсем, Прокопьевсем, Мироновсем пĕртăвансем. Вĕсен ачисене Казаков хушаматпа çыртарнă. П.М.Миронов ашшĕ ытла çамрăкла вилнĕ. Вăл тăлăха юлнă. А.П.Миронова Уфара пĕр масарта пытарнă, шел, вырăнĕ паллă мар.
 
: 925, Хаçат: 51 (1143), Категори: Асаилӳсем

Комментарисем:

Игорь Сайман (2012-12-01 13:28:45):
Миронова "математик" тени тĕрĕсех мар-тăр... "Математик-методист" тесен тĕрĕсрех пуль. (Кунта уйрăмлăх çав тери пысăк).

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: