Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскра область журналисчĕсен отчётпа суйлав пухăвĕ иртрĕ.
Кун йĕркинче çак ыйтусене пăхса тухрĕç:
1. Журналистсен союзĕн правленийĕн 2006-2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ.
2. Ревизи комиссин отчёчĕ.
3. Правлени, ревизи комисси, Пысăк жюри членĕсене тата çав органсен председателĕсене суйласси.
Жураналистен Союзĕн правленийĕн 2006-2010 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн председателĕ Тамара Дмитриева каласа пачĕ.
Тухса калаçакансем правлени ĕçне вăтам хак пачĕç, çĕнĕ правлени членĕсене уйрăмах çамрăк журналистсемпе ĕçлессине тимлĕх уйăрма сĕнчĕç.
Правлени çĕнĕ йышне кандидатурăсем тăратнă хыççăн унăн председателĕ пулма каллех Тамара Дмитриевана шанчĕç.
Ревизи комисси йышне тата унăн председательне çирĕплетнĕ хыççăн Пысăк жюри членĕсене палăртрĕç. Унăн председателĕ пулма Ульяновск тăрăхĕнчи паллă журналиста Геннадий Антонцева суйларĕç.
Журналистсен отчётпа суйлав пухăвне Ульяновск облаçĕн шалти политика министрĕ Татьяна Кириллова хутшăнчĕ, сăмах илчĕ.
 
: 1078, Хаçат: 18 (1110), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: