Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Дракон çулне кĕтсе илнĕ чух пуçра ырă ĕмĕтсем кăна пулччăр, иртсе каякан Мулкач (Кушак) çулне тав тума ан манăр. Ырри çичĕ хут ырăпа таврăнĕ.
Китай календарĕ тăрăх, çитес 2012 çул – Хура (кăвак) Шыв Драконĕн çулĕ. Çитес çул сире телей илсе килтĕр тесен ăна тивĕçлĕ кĕтсе илес пулать.
Дракон ытти паллăсен хушшинче пĕртен пĕр асамлă чĕр чун. Çавăнпа та Çĕнĕ çул каçне юмахри пек асамлă та савăнăçлă ирттерме тăрăшмалла. Чи кирли – вăл йăлана кĕнĕ пек мар, савăнăçлăрах, асра юлмалăх пултăр. Асра тытăр, Дракон çырă, кичем япаласене юратмасть.
Уяв пӳлĕмĕ
Вăл сарлака пулмалла. Дракон уçă сывлăша юратать. Йĕри-тавра ялтăркка гирляндăсем çакăнса тăччăр. Паллах, чи капăрри – Çĕнĕ çул чăрăшĕ.
Тум
Уяв тумĕ пирки маларах шутламалла. Кĕпе-йĕм симĕс, хĕрлĕ, хура, ылтăн тата кăвак (сенкер) тĕсли пултăр. Тĕп тĕс—ылтăнни. Уяв тумне мĕнпе илемлетни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Кĕпе çине йăлтăркка гирляндăсем, шăрçасем çакмалла. Вĕсем хаклă йышшисем пулччăр. Дракон хаклă япаласене кăмăллать. Ахальтен мар халапсенче ăна пуянлăх сыхлама шанса параççĕ. Пурçăнран, бархатран çĕленĕ хура кĕпе тăхăнсан та эсир илĕртӳллĕ курăнăр. Хура çинче мĕнпур капăрлăх ялкăшĕ.
Кулон, çĕрĕ суйланă чух вĕсенче шыв паллисем пулччăр. Тĕслĕхрен, пулă, краб, вутăш (русалка), хуртпуççи (ракушка). Вĕсем хаклă йышши чулсенчен пулсан аван.
Атă-пушмака та йăлтăрккапа илемлетме ан манăр. Куçлăхпа çӳрекенсен çак каç ылтăн тĕслĕ куçлăх харшиллине (оправа) тăхăнас пулать.
Уяв сĕтелĕ
Дракон пăшăхлантарнă, пĕçернĕ çимĕçсене кăмăлласах каймасть, çавăнпа сĕтел çинче ытларах пахча çимĕçрен, улма-çырларан хатĕрленĕ салатсемпе çимĕçсем пулмалла. Апата тутă кĕртекен базилик, имбирь, корица, пăрăç, мускат мăйăрĕ, гвоздика хушăр.
Анчах куян е кролик ашне уяв сĕтелĕ çине ан лартăр. Дракон – шыв палли. Сĕтел çинче тинĕс çимĕçĕсенчен (кета, форель, стерлядь пулăсенчен) хатĕрленĕ апатсем пулсан аван. Эсир кавăнран мĕн те пулин хатĕрлесен Дракон сире телейсĕр хăвармастех. Кавăна вакламалла та пылпа, лимон сĕткенĕпе пăлхатса лартмалла. Ӳркенмесен варени пĕçерме те пулать.
Сĕтеле апат-çимĕçсĕр пуçне хуртпуççисемпе (ракушка), тинĕс çăлтăрĕсемпе, çуртасемпе илемлетме сĕнеççĕ. Анчах вутпа асăрхануллă пулмалли пирки манмалла мар.
Кавăнран десерт
Ăна хатĕрлеме 400 г кавăн, 250 г пан улми, 50 г тасатнă мăйăр, 50 г пыл, 1 лимон кирлĕ.
Тасатнă кавăна тата пан улмине тёрка çинче хырса вĕтетмелле. Унта лимон цедри, мăйăр хушса лайăх пăтратмалла, савăта хурса лимон касăкĕсемпе илемлетмелле.
«Дракоша» салат
Ăна хатĕрлеме 3 çĕр улми, 150 г корейла хатĕрленĕ кишĕр, 3 çăмарта, 1 пĕçернĕ хĕрлĕ чĕкĕнтĕр, 1 скумбри пулă, 150 г тасатнă грек мăйăрĕ, ыхра, соя соусĕ тата майонез кирлĕ.
Пĕçерсе шуратнă хĕрлĕ чĕкĕнтĕре тёрка çинче хырса вĕтетмелле. Унта тип çу, уксус, пăрăç тата тăвар хутăшĕнчен хатĕрленĕ соус хушса темиçе сехете маринадлантарма лартмалла. Ун хыççăн вĕри духовкăра 5 минут тытмалла.
Çĕр улмине тата çăмартана пĕçермелле, тёрка çинче хырмалла. Сарлака турилкке çине симĕс салат çулçисене сарса хумалла. Ун çине:
1-мĕш сий — хатĕрленĕ корейла кишĕр;
2-мĕш — çăмартапа скумбри (ăна вилкăпа пусса вĕтетмелле) хутăшне;
3-мĕш — тёрка çинче хырса вĕтетнĕ пиçнĕ çĕр улмипе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр хутăшне. Кашни сийне ыхрапа хутăштарнă майонез сĕрмелле.
Çиеле вĕтетнĕ грек мăйăрне сапаламалла.
 
 
: 1052, Хаçат: 51 (1143), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: