Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çемьери ырă йăласене манас марччĕ
Çĕнĕ çул уявĕ çемье уявĕ шутланать. Кампа калаçсан та вăл çемьере чи кĕтнĕ, чи юратнă уяв иккенне пĕлетĕн. Кашниех тăрăшсах ăна кĕтсе илме хатĕрленет: çĕнĕ кĕпе туянать, тутлă апат-çимĕç пĕçерет, хăнасем чĕнет. Ламран лама куçса пыракан мĕнпур ырă йăласене астăвас пулсан та– вĕсем пурте çемьесене çирĕпрех, туслăрах тăвас йĕркесем çинче никĕсленнĕ. Кашниех çĕнĕ çулта ыррине, аваннине кĕтет. Шăп çĕнĕ çул мĕнпурĕ ăнăçасса, пĕченнисем хăйсен юратăвне тĕл пуласса, иртекен çул камшăн салху та кичем пулнă — вĕсем хаваслăрах çул килессе шанаççĕ. Ватти-вĕтти те, çитĕннисемпе çамрăксем те Çĕнĕ çулта темле ырă тĕлĕнтермĕш, асамлă парнесем кĕтеççĕ. Çапла-çапла, парнесем, ячĕшĕн çеç, пĕчĕкçеççĕ пулччăр, анчах та асăнмалăх.
Акă вăл Çĕнĕ çул каçĕ. Çур çĕрччен нумай та юлман. Малтан кивĕ çула ăсатса ямалла.Çурта, хваттере сăмсана кăтăклакан тутлă шăршă сарăлнă, килтисем пурте мĕн-тĕр ăшталанаççĕ. Аслисемпе, ватăсемпе ачасем шăкăл-шăкăл калаçаççĕ. Сăн-питре савăнăçлă кулă çиçет. Сĕтел çинче – çăкăрпа тăвар, пыллă сăра, хĕллехи салат (“Оливье”), кăмакара пĕçернĕ хур е кăвакал (чăхă та аван), улма-çырла, кăлпасси, пулă, канихвет. Пăртак пылак хĕрлĕ эрех, шампански ĕçсен те çылăх пулмасть пулĕ. Юрлас, ташлас пулать. Хаваслăрах, савăнăçлăрах. Ахальтен каламаççĕ вĕт: ăна мĕнле кĕтсе илетĕн – çулталăк тăршшĕпе çавăн пек пулать.
Çĕнĕ çулхи йăла-йĕрке
Чăрăш тавра пуçтарăнса Çĕнĕ çула кĕтсе илмелли йăла Раççейре Пĕрремĕш Петĕр патша вăхăтĕнче пуçланнă. Патша 1699 çулта кун пирки ятарлă хушу кăларнă. “Çулталăка Раштав уявĕнчен хисеплеме пуçламалла, Çĕнĕ çула Европа çĕршывĕсем пек кăрлачăн (январĕн) 1-мĕш умĕнхи каç уявламалла!”-тенĕ. Пĕрремĕш Петĕр хушăвĕпе çĕнĕ çул каç кил-çурта йĕплĕ йывăçсемпе (хыр-чăрăшпа) илемлетмелле, пĕр-пĕрне саламламалла, фейерверксем ямалла, кăвайтсем çунтармалла пулнă. Йĕри-тавра çап-çутă пултăр.
Мĕнпур çĕннине йышăнакан, аваннине ырлама пĕлекен патша саманинчи Çĕнĕ çулхи йăласенчен чылайăшĕ паянхи кунччен çирĕпленсе, тарăн тымар ярса юлнă. Акă вĕсенчен хăшĕсем.
Хăш-пĕр çемьере кĕтмен парне кӳрекен вĕтĕ кукăльсем пĕçереççĕ. Вĕсенчен пĕрин ăшне вак укçа, теприне тăвар, виççĕмĕшне сахăр катăкĕ хураççĕ. Сехет вун иккĕ шакканă вăхăтра пысăк чашăкран суйласа илсе кукăль çимелле. Кама укçа лекет – çав çитес çул пуять, ăнăçлă пулать. Кама тăвар, ăна пурнăçĕнче тĕрĕслев кĕтет. Кама – пылак, унăн веçех пыл та çу пулĕ.
Илеме хаклама пĕлекен çемьесенче килти сĕтел-пукана сăрăпа е гуашьпе ӳкерсе пĕтереççĕ. Кĕленчесем, куçкĕски çине çывхаракан Çĕнĕ çул паллисене – Хĕл Мучипе Юрпикене, хĕллехи куна тата ыттине те сăнарлаççĕ.
Тата тепĕр йăла та мухтава тивĕçлĕ. Ваттисем каларăшле, Çĕнĕ çула çĕнĕ аялти кĕпе-йĕмпе кĕтсе илсен сан çумна чир-чĕр, аван мар ят-сăмах çулăхаймасть. Çемьере пурин валли те ӳт çумне çыпăçакан çӳхе тум (нуски-чăлха, майка-труси е тата мĕн те пулин) туянмалла. Ку вăл хăвна валли çĕнĕ япала туянмалли тата тепĕр меллĕ сăлтав.
Пуçланă кивĕ ĕçсене Çĕнĕ çул умĕн вĕçлеме тăрăшмалла. Юрату ыйтăвне татса панă çĕрте хăюллă, таса чунлă пулмалла. Кивçен илнĕ укçана тавăрмалла. Çĕнĕ çула кивçенпе кĕрсен каллех кивçен пурăнма тивĕ. Халиччен кама çиллентернĕ – каçару ыйт. Чунунта çăмăл пулса кайĕ. Аçупа аннӳне, аслаçу-асаннӳне, тăвансене саламлама ан ман.
Çемьери аçăр-аннĕрĕн ырă йăли-йĕркине малалла аталантарăр тата хăвăрăнне çĕннине шутласа тупăр та вĕсене куç пек упрăр! Çав шутра: выляма кăткăс килти спектакльсем-и, тĕлĕнмелле Çĕнĕ çул апачĕ-и, сирĕн çемьере кĕрекере е чăрăш тавра юрлакан юратнă юрă-кĕвĕ-и – ку пысăк пĕлтерĕшлĕ мар. Чи пахи – сирĕн ачăрсем ӳссе çитсен çемьепе Çĕнĕ çула кĕтсе илнине тунсăхпа та савăнăçпа аса илни тата хăйсен çемйисенче çак йăласене чĕртсе тăратса пурнăçа кĕртес тени.
Çывхарса килекен Çĕнĕ 2012 çул ячĕпе саламлатпăр сире, юратнă чăвашсем! Сывлăхлă пулăр!
 
: 672, Хаçат: 51 (1143), Категори: cемье

Комментарисем:

Silvia (2014-05-09 12:03:17):
There's a secret about your postĕ ICKYBTIHTTY

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: