Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулари Чăваш культура центрĕнче чăваш ачисен ёлки пулчĕ. Уява Заволжски районĕнче чăвашла вĕрентекен 63,64,72,73 тата 81-мĕш вăтам шкул ачисем пуçтарăннăччĕ.
«Пурсăра та хапăл, иртĕр-иртĕр тĕпелелле»,-терĕ уява пуçласа мэрийĕн вĕрентӳ пайĕн инспекторĕ Лариса Васильева. Ун сăмахне 64-мĕш шкулта 9-мĕш тата 10-мĕш классенче вĕренекен пикесем малалла тăсрĕç. Маша Щипкова та, Даша Трофимова та чăвашла чиперех калаçаççĕ. Чăваш ачисен хаваслă шăв-шавĕ, янравлă баян сасси Çурçĕрти Хĕл Мучипе Юрпикене те лăпкă хăварайман. Вĕсем шурă урхамахсене тапратсах килсе çитрĕç. Пушă алăпа мар, хаклă парнесемпе, пылак кучченеçсемпе. Çĕнĕ çулăн асамлă сăнарĕсене Борис Улендеев сăвăçпа шкулти “Çăлкуç» фольклор ансамблĕн ертӳçи Екатерина Лашманова калăпларĕç. Шăпăрлансене чăвашла ташласа тĕлĕнтерчĕç. Уяв баянисчĕ, «Эревет» чăваш халăх юрă ансамблĕн пултарулăх ертӳçи Николай Косырев, ёлкăра чи илемлĕ кĕввисене каларĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕ (пуçлăхĕ – Владимир Сваев) тата вырăнти пуçаруллă, хастар чăвашсем (Дмитрий Кузьминпа Владимир Ярухин) хулари шкулсенче чăваш чĕлхине, культурипе йăли-йĕркине вĕренекен маттурсене хавхалантарма асăнмалăх парнесем хатĕрленĕ. 63-мĕш вăтам шкул вĕренекенĕ Настя Прокопьева (3-мĕш класс) кăçал «Путене» конкурса хутшăнса виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерӳçĕ дипломне ăна Хĕл Мучипе Юрпике пачĕç. Настя тата Валерий Куракин, Диана Петрова, Таня Щипкова илемлĕ чăваш юррине юрласа пачĕç. Ку шкулта таврапĕлӳпе туризм кружокне Эльвира Алексеевна Прокопьева ертсе пырать. Вăл ачасене чăваш культурине вĕрентет.
Артём Соколов (64-мĕш шкулта 11-мĕш класра вĕренет) Ульяновскра иртнĕ «Чăваш шăпчăкĕ» конкурсра юрланă. Конкурс дипломанчĕ (виççĕмĕш вырăн йышăннăшăн ёлкăра ятарлă парнене тивĕçрĕ) чăваш юррисене юрласа савăнтарчĕ. Çак шкултанах тата тепĕр хĕрача – Настя Муленкова (4-мĕш класра вĕренет) «Путене» конкурса хутшăннăшăн ятарлă диплом тата парне илме тивĕçлĕ пулнă. Вĕрентӳçи Мария Карпова вĕсен çитĕнĕвĕшĕн савăнни сисĕнчĕ.
Катя Пыркинапа Даша Тимяшкина (73-мĕш шкул) та Çĕнĕ çул юррине янраттарчĕç. Ку шкул ачисем «Çĕнĕ çул мыскари» сценка лартса пачĕç. Юмахри сăнарсене (Вутăш, Хĕл Мучи, Юрпике, Тухатмăш…) ăста калăпларĕç. Вĕсене вĕрентекенĕ – Елена Краснова.
Хĕл Мучипе Юрпике ирттернĕ ăс-тăн конкурсĕсене пурте хутшăнчĕç. «Кун пек уявсем ачасене пĕр çыхха пухаççĕ, туслашма хистеççĕ,- терĕ Лаврентий Данилов таврапĕлӳçĕ, çыравçă, сăвăç. - Хулари чăваш ачисем чăвашла калаçнине илтсен чунăм савăнать. Паян пăхатăп та – чечек кăшăлĕ тейĕн. Мĕнлерех илемлĕ, пултаруллă вĕсем. Малашне Ульяновскра чăваш культурине аталантаракансем – çак шăпăрлансем-çке. Тавах вĕрентӳçĕсене ачасем хушшинче чăвашлăх вăррине мерчен пек сапаланăшăн».
Уяв спонсорĕсенчен пĕри – Владимир Ярухин ёлкăна кĕçĕн хĕрĕпе тата мăшăрĕпе пынăччĕ. Пĕчĕк Полина чăваш тумĕпе килни (Владимир Егорович хăй те чăваш кĕпипеччĕ) унра мăнаçлăх çуратнă.
«Ыркăмăллăхăн чикки çук. Пирĕ Дмитрий Кузьминпа иксĕмĕре çак ырă ĕçе тума чăваш пулни хистерĕ. Паян çемьепех чăрăш тавра юрласа-ташласа кантăмăр, пултаруллă ачасене курса савăнтăмăр», - терĕ вăл.
 
: 1105, Хаçат: 1 (1145), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: