Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат редакцийĕ 21 çул хушшинче Чĕмпĕр чăвашĕсен культура центрĕ пулса тăчĕ. Çулсерен пирĕн пата 500-600 çыру килет, редакцие вулакансенчен кам та пулин кĕрсе тухмасăр кун та иртмест. Пирĕн хаçат нумай çул ĕнтĕ 1200-1300 тиражпа тухса тăрать. Ăнланмалларах пултăр тесе çакна каламалла: хальхи вăхăтра тиража чакарманни те пысăк çитĕнӳ, мĕншĕн тесен юлашки çулсенче хаçат-журнал çырăнасси, вуласси çĕршывĕпех чакса пырать. Кăçал вара пирĕн тираж 1446 экземпляра çитрĕ. Ăна ӳстерме Чăнлă районĕн пуçлăхĕ Х.В.Рамазанов тата унăн çумĕ А.А.Узиков пулăшрĕç. Çак ĕçре В.В.Салюкин, Е.Ф.Сяпуков, П.А. Узиков, Л.В.Еленкин фермерсем, "Содружество" организаци пуçлăхĕ С.П.Петров, "Цильнамежрайгаз" филиалĕн пуçлăхĕ Н.Л.Ваштахов хастарлăх кăтартрĕç.
Пирĕн редакци паян «МедиаЦентр» патшалăх бюджет учрежденине кĕрет (унăн директорĕ Д.Г Иванов). Юлашки икĕ çулта пĕрлехи вăйпа хаçата халăх хушшинче сарас тата çырăнтарас ĕçре нумай вăй хунă, çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Ырă улшăнусем чылай пулчĕç.
Нихçан пулманнине икĕ çул хушшинче тĕслĕ номер виçĕ хут кăлартăмăр: хаçат 20 çул тултарнă тĕле – 2 пин тиражпа, Димитровградра иртнĕ область Акатуйĕ валли – 3 пин тиражпа, Ульяновскра иртнĕ Пĕтĕм Раççей чăвашĕсен Акатуйĕ валли – 3 пин тиражпа. Ку номерсене эпир хаçата пропагандăлас тĕллевпе уявсенче халăх хушшинче тӳлевсĕрех салатнă.
«МедиаЦентр» кашни çырăнтару тапхăрĕ валли укçа-тенкĕ уйăрать. Унпа усă курса эпир лайăх ĕçлекен çыхăну уйрăмĕсен пуçлăхĕсене, почтальонкăсене хавхалантаратпăр. Пĕлтĕр «Канаш» хаçат çырăнтарассипе облаçри çыхăну уйрăмĕсен хушшинче ăмăрту ирттертĕмĕр. Çĕнтернĕ коллектива – Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш почтине – радиомагнитола парса чысларăмăр. Почтальонсем хушшинче те ăмăрту ирттертĕмĕр. Унта каллех Кивĕ Улхаш почтальонки Алёна Пономарёва мала тухрĕ, 1500 тенкĕ укçан преми илме тивĕçлĕ пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче те чăнлăсем — Татьяна Лискова (Каша ялĕ) тата Нина Абдрехменова (Пухтел ялĕ). Вĕсене 1000 тата 500 тенкĕ преми патăмăр.
Çаплах лотерея вылянтарасси йăлана кĕчĕ. «Подписчик декадине» тата хасат çырăнакансен лотерейине хутшăнакансем хушшинче приз вылянтаратпăр. Пĕлтĕр холодильник-сумкăна Лаишевка посёлокĕнчи Липатовсен çемйи выляса илчĕ. Кăçал та çĕнтерӳçĕ Лаишевкăран пулчĕ – Анисия Ивановна Андреева. Ăна та приз патăмăр.
Пĕлтĕр тата кăçал хаçат тусĕсене хавхалантарма, халăх хушшинче сарма «Канаш» логотипне çырнă календарь-плакатсем , ручкăсем, пĕчĕк ялавсем, кружкăсем туса хатĕрлерĕмĕр. Ку та çĕнĕ япала, маларах ун пекки пулман.
Хаçат страницисенче кашни çул 10 тĕрлĕ пултарулăх конкурсĕ пырать: поэзи , проза, таврапĕлӳ, ӳкерӳ тата ытти те. Çулталăк вĕçĕнче çĕнтерӳçĕсене парнесем, дипломсем парса чыслатпăр. Малашне ку конкурссенче çамрăксен хастарлăхне ытларах курасчĕ.
Кăçал Раççей Акатуйĕнче «Канаш» хаçат редакцинчен Чăваш Республикин Президентне М.В.Игнатьева стена çумне çакмалли логотиплă ятарлă сехет парнелерĕмĕр.
Журналистсемпе пĕрле çулсерен Ульяновск патшалăх педуниверситечĕн чăваш уйрăмĕн студенчĕсемпе тĕл пулатпăр, вулакансен конференцине ирттеретпĕр. Унта яланах çырăнтару ĕçĕ, хаçат пуласлăхĕ пирки калаçу пырать. Ялсене тухса çӳренĕ чух эпир яланах шкулсене кĕрсе тухатпăр.
А.Дмитриев журналист хаçатра пĕчĕк ачасем валли «Шăпăрлан» страница ертсе пырать. Вăл шкулсенче ачасемпе тĕл пулса калаçать, тĕрлĕ темăпа диспутсем ирттерет, «Канаш» хаçат çинчен каласа парать. Кăçал Чăнлă районĕнчи тата Ульяновскри шкулсенче пилĕк тĕлпулу иртнĕ.
Редакци ĕçченĕсем облаçри массăллă коммуникаци хатĕрĕсен пресса фестивальне хутшăнаççĕ. 2009 çулта эпир унта редакци сăн-питне, ĕçне кăтартас конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Уншăн пире массăллă коммуникаци департаменчĕ Диплом парса чысларĕ. Çак фестивальсенче эпир хамăр хаçата çырăнакансене парнесем паратпăр, пĕлтĕр пирĕн вулакансене виçе парне лекрĕ.
Чăваш Республики тулашĕнче тухса тăракан хаçатсенчен эпир чи малтан 1000-мĕш номер кăлартăмăр, вăл 2009 çулта тухрĕ. Çак çулах декабрь уйăхĕнче хаçат 20 çул тултарчĕ. Ăна область филармонинче уявларăмăр, тĕрлĕ шайри пуçлăхçем, хăнасем Шупашкартан, Хусантан, облаçри районсенчен килнĕччĕ. Ку уявра редакцие область кĕпĕрнаттăрĕн Тав çырăвĕпе тата Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. Кăçал вара пире халăх çыравне ирттернĕ чух хастарлăх кăтартнăшăн патшалăх статистикин федераллă службин Хисеп дипломне пачĕç.
Халĕ пирĕн хаçатăн сайчĕ пур. Ăна Шупашкарта пурăнакан Н.Плотников программист йĕркелесе ячĕ. Паян Çĕр чăмăрĕн хуть те хăш кĕтесĕнче те Чĕмпĕр чăвашĕсен пурнăçĕпе чăвашла вуласа паллашма пулать. Облаçри чăвашсен хушшинчи пысăк пулăмсем пирки эпир Чăваш халăх сайтне материалсем ярса тăратпăр. Унта вĕсене яланах пичетлеççĕ.
Редакцие тĕрлĕ ĕçре пулăшу аллине тăсакансене те асăнса хăварас килет, вĕсем сахал мар. Çырăнтару ĕçĕнче пире кашни çул пулăшакансене – Чăнлă район пуçлăхне Х.В.Рамазанова, «Волга» ял хуçалăх кооперативĕн пуçлăхне Р.Н.Насуртдинова, Ульяновск хула Думин депутатне Н.Г.Абрамова тав тăватпăр. Штатра тăман корреспондент Н.Д.Розов та пирĕн хаçата халăх хушшинче сарас тесе чылай вăй хурать, укçи-тенкине сахал мар тăкаклать. Л.И.Данилов пирки те çакнах каламалла. Кун пек çынсем нумайрах пулсан пирĕн ĕç чылай малалла кайĕ.
 
"ШЕВЛЕ" литпĕрлешӳ
1997 çултанпа «Канаш» редакцийĕ çумĕнче вырăнти чăваш çыравçисен «Шевле» литпĕрлешĕвĕ ĕçлет. Ларусене 10-15 çын çӳрет. Унта çĕнĕ кĕнекесемпе, хайлавсемпе паллашатпăр, вĕсене тишкеретпĕр, тĕллевсене палăртатпăр.
«Канаш» хаçат редакцийĕ Чĕмпĕр чăваш çыравçисемшĕн кĕнеке издательствин ĕçне те туса пырать. Авторсем пирĕн пата алçырăвĕсене илсе килеççĕ, эпир вĕсене кĕнеке кăларма тĕрлĕ енĕпе пулăшатпăр. Çак çулсенче эпир пулăшнипе тата хăйсем тĕллĕн вырăнти çыравçăсем пурĕ 80 ытла кĕнеке кăларма пултарчĕç. Литпĕрлешĕве çӳресе е «Канаш» страницисенче хăйсен хайлавĕсене пичетлесе авторсем пултарулăхне туптаççĕ. Çапла майпа 10 çын ытла Писательсен союзĕн ретне тăма пултарчĕ.
Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕсем Анатолий Юман тата Валентина Тарават çулсерен темиçешер кĕнеке кăларса чăваш литературине пуянлатаççĕ. Ытти авторсем те кĕнеке кăларкаласах тăраççĕ. Вĕсем хушшине çĕнĕ авторсем — Н.Еремеев, М.Уткина тата ыттисем — хутшăнни ырă япала.
Юлашки вăхăтра Чĕмпĕр чăваш литературинче çĕнĕ сулăм уçăлчĕ: литературоведени енĕпе çырнă пĕрремĕш кĕнекесем кун çути курчĕç. Çĕнĕ историре пĕрремĕш хут вырăнти чăваш çыравçисен пултарулăхне тишкерсе «Чун хушнипе пурăнсан» кĕнеке пичетленчĕ (авторĕ Н.Ларионов). В.Ефимова та ку енĕпе пысăк ĕç турĕ, А.Юман пултарулăхне тĕпчесе уйрăм кĕнеке кăларчĕ. А.Юман вара А.Чебанов пултарулăхĕ пирки кĕнеке çырса кун кăтартрĕ. Ку ĕçе пирĕн малалла тăсмалла, кашни çыравçăн пултарулăхне, хăйнеевĕрлĕхне тĕпчемелле.
2008 çулта Чăваш халăх писательне Юхма Мишшине тата Чĕкеç Люççине Ульяновска чĕнсе илсе "Шевле" литпĕрлешӳ членĕсемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр. «Шевле» литпĕрлешӳ членĕсем кăçал Чăваш Республикин Ульяновск облаçĕнчи культура кунĕсене ирттернĕ чух хастарлăх кăтартрĕç, Чăваш Республикинчен килнĕ çыравçăсемпе ирттернĕ тĕлпулăва хутшăнчĕç. Вĕсене уншăн тав тăвас килет. Чăваш Ен çыравçисемпе тĕл пулас кăмăл пирĕн малашне те пур-ха.
Унпа пĕрлех хурлăхлă япаласем те пулчĕç. 2011 çулта Чĕмпĕр çыравçисем хушшинче кăна мар, пĕтĕм чăваш литературинче паллă çынсем Пётр Ишутов тата Анатолий Чебанов пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕç. Çамрăк çыравçăсем çукпа пĕреххине шута илсен ку калама çук пысăк çухату. Ульяновскри педуниверситетăн филологи факультетĕнчи чăваш уйрăмĕнче вĕренекенсем çыру ĕçне пикенсех тытăнасса, «Шевле» литпĕрлешĕве тăтăшах çӳрессе тахçанах кĕтетпĕр те… Çаплах эпир чăваш шкулĕсенче (уйрăмах ку Чăнлă районĕнче пурăнакансене пырса тивет) вĕренекенсем те редакцие тĕрлĕ хайлавсем ярса панине , литература ĕçĕпе интересленнине курасшăн. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем çак ĕçре вĕсене пулăшу парсан, литература çулĕ çине тăратсан питĕ лайăх пулĕччĕ.
Пĕтĕмлетсе каласан пирĕн чи пысăк тĕллевсем - «Канаш» хаçатăн тиражне ӳстересси тата чăвашла çыракан çамрăк авторсен хайлавĕсене, кĕнекисене курасси. Ку ĕçсене пĕр çулта тума çук, вĕсене пурнăçлама чăвашла лайăх калаçакан, вулакан, çыракан, тăван халăха хисеплекен ăру çитĕнтермелле. Ку ĕçĕн пуçламăшĕ вара – çемьере тата шкулта.
«Канаш» хаçатăн ĕçĕ – ентешĕмĕрсене тăван культурăпа паллаштарасси, вĕсене пĕр чăмăра пĕрлештересси, тăван халăхăн ячĕ-сумне ӳстересси, чăваша чăваш пулма пулăшасси. Эпир ку ĕçе кунсерен илсе пыратпăр. Кашни чăваш çак тĕллевпе пурăнсан, кашни кун тăван халăхшăн усăллă ĕçсем тусан пирĕн çитĕнӳсем чылай пысăкрах пулмалла.
Пирĕн чи пысăк пуянлăх эсир, хисеплĕ вулакансем, «Канаш» хаçата çырăнса илекенсем. Эпир кунсерен сирĕншĕн тăрăшатпăр.
Çĕнĕ çулта пирĕн рет йышлантăр!
 
: 987, Хаçат: 1 (1145), Категори: Редактор сaмахe

Комментарисем:

Аида (2012-09-15 13:12:44):
" КАНаш" - хитре илемлё ят!
Шумеринче пулно хула КАНиШ..
КАН та ИШ! .. КАНАР-И? -Отдохнём?
Ш=С : КАНАС! .. АНАС .. Ан Ас!
КАнИШ .. Сорт яблок : АНИС..
АНТОНовка .. чв.АНТОН -спустился,пришёл.

ТЁЛЁК .. СОН=СН .. Фильм=ВИЛЬМ
ТАРАКАН .. УРАКАН .. ПЛЬМЕНЬ ..ТВЕРь .. ТУЛА .. ТЮМЕНь .. КНУТ .. ПЛЕТь .. ТАРАН .. ТАРАС .... КАМА КАМран смахсем? ... чв.КАМА СУТРЕ ? -Кому продал(а)? ... ЧЛь... ЧЛьхе ...ЧЛха ..СьЛ-ха? .. Сьл АВО! .. СьЛТР .. СьЛАМ! ..


Takashi (2014-05-09 15:15:38):
Keep on writing and chgiugng away!

Галина Зотова (2015-02-01 23:43:49):
Паян хаçат сайтне пĕрремĕш хутчен кĕрсе куртăм. Геннадий Кондратьев чăвашла сăвăсене çак хаçатра пичетленĕ тенине илтрĕм те, сăввисене тупасси пулмарĕĔ ытти интереслĕ материалсемпе паллашрăмĕ Малашне те паллашас кăмăл пур.

Галина Зотова (2015-02-02 19:27:16):
Такам хаçатра акăлчанла комментарисем çырать. Чиперех-ха шухăшĕсем, анчах саспаллисене пăтраштаркалать чылай çĕрте

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: