Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Турхан Упире çуралнă, халĕ Ульяновскра пурăнакан Евгения Кузьминична Зернова кăрлачăн 7-мĕшĕнче 75 çулхи юбилейне паллă тăвать.
-Эпĕ нумай ачаллă çемьере çуралса ӳснĕ. Аттепе аннен 10 ача пулнă. Эпĕ иккĕмĕшĕ. Аслă аппа 21 çултах çĕре кĕчĕ. Çемьери мĕнпур ĕç ман çине тиеннĕ. Аттепе анне кунĕн-çĕрĕн колхозра вăй хуратчĕç. Атте вăрçă хыççăн çул, кĕпер тăвакансен бригадирĕччĕ. Ăста платник пулнă, çак ĕçе мĕн виличчен парăннă. Мана апатне пĕçерсе хума, пĕчĕккисене çитерме, кил-çурта, картишне тирпейлеме тивнĕ. Тăхăр çултах ĕне сума хăнăхнă. Çапла ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Вĕренӳ çулĕ тапрансан шкулта кăштах канса илнĕ. Кӳршĕ яла, Çĕнĕ Упи шкулне, çӳренĕ эпир. Çичĕ класс пĕтертĕм. Малалла вĕренме май пулмарĕ. Укçа çитерме йывăр 10 ача çинче, - аса илет Евгения Кузьминична.
Çичĕ класс хыççăн вăл та колхозра вăй хума тытăнать. Кайран ял ачисене вербовкăпа илсе кайма тытăнаççĕ. Ку пĕр енчен лайăх та пулать. Вăл вăхăтра ял çыннисене ялтан кăларса ярас мар тесе алла паспорт паман. Вербовкăпа каякансене вара ултă уйăхлăха аллине паспорт та, ĕç кĕнеки те тыттарнă. Евген те ялти çичĕ хĕр тата тăватă каччăпа пĕрле ют çĕре ĕçлеме тухса каять. Вĕсем Киров облаçĕнче вăрман каснă хыççăн туратсенчен тасатнă.
Вербовка вăхăчĕ вĕçленсен паспортне каялла тавăрса пама васкамасть хĕр. Ултă уйăхран паспорт тума пулăшать. Ашшĕ хĕрне çĕнĕ паспорт тутарса парать те 1960 çулта Ульяновска ăсатать.
Ун чухне ĕçе вырнаçасси хальхи пек йывăр пулман. Упи хĕрĕ тӳрех стройкăна çул тытать. Тĕрлĕ ĕçсенче тăрмăшать вăл. Пысăк хулара пурăнма хăнăхса çитсен автозавода куçать, детальсем тунă çĕрте тăрăшать. Çамрăк чун юратусăр пулмасть. 1965 çулта вĕсем юратнă çыннипе çемье çавăраççĕ.
Автозаводра ĕç йывăр пулнипе Евгения Кузьминична 1969 çулта ача садне куçать. Çулталăкран çамрăк хĕрарăм алла пĕрремĕш ачине, Светланăна, тытать. Декрет хыççăн та ача садĕнчех ĕçлет чăваш хĕрарăмĕ. Хĕрĕ те юнашар, ĕçе кайма та çул пĕрле. Хĕрĕн шкул тапхăрĕ тытăнсан вара ĕç укçи сахал пулнипе пульницана куçать, буфетчица пулса тăрать, ытти йывăр ĕçсене те тиркемест.
Мăшăрĕ çĕре кĕрсен хĕрне пĕччен ӳстерме йывăрланать. Укçа-тенкĕ çитерме Евгения Кузьминична каллех стройкăна куçать. Хваттер илет. СУ-32 организацире асфальтобетонщицăра вăй хурать. Хĕрĕх çулта пурнăç çулĕпе юнашар утмалли шанчăклă çынпа паллашать. Кĕçех вĕсем Евгений Александрович Зерновпа пĕрлешеççĕ.
Ĕçĕ çăмăл пулман унăн. Асфальт шăрши тата сывлăхне сиенлĕ пулнă. Аллерги пуçланннипе чире каять. Ӳслĕк чарăнмасть, астма пуçланать. Ăна инвалидность параççĕ. 1992 çулта Евгения Зернова тивĕçлĕ канăва тухать. Ĕç стажĕ унăн пурĕ 37 çул.
Зерновсем пурнăçа юратса, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнаççĕ. Светлана хĕрне качча параççĕ. Пĕртен-пĕр Юля мăнукне май пур таран ӳстерме пулăшаççĕ. Халĕ мăнукĕн те хăйĕн çемйи ĕнтĕ.
-Эпĕ килте ĕçсĕр ларма юратмастăп. Çулла мăшăрăмпа кивĕ аэропорт çывăхĕнчи дачăна çӳретпĕр. Унта пирĕн 7 сотăй çĕр пур. Темĕнле çимĕç те акса ӳстеретпĕр. Çĕре çав тери юрататăп эпĕ. Çавăнпа çимĕçсем те ăнса пулаççĕ. Ытлашшине пасара тухса суткалатăп. Манăн унта ларма юлташăм пур. Пĕрле кăмăллăрах. Пĕрре те пушă лармастăп. Пĕртăвансенчен тăваттăн пурăнатпăр халь. Юратнă йăмăкăм сарăмсăр вилчĕ. Çавăнпа унăн хĕрне Надьăна пулăшас килет. Çулталăк пĕчĕк хĕрне астурăм. Маншăн çынсем пурте лайăх, пулăшсан чунра çăмăл, - тет чăваш хĕрарăмĕ.
Упăшки вырăс пулсан та Евгения Кузьминична “Канаш” хаçата тухма тытăннăранпах çырăнать. Ыттисене те çырăнтарать. Кашни çĕнĕ номере питĕ юратса вулать. Арăмĕ хаçатран уйрăлайманнине кура Евгений Александрович та “Канаша” алла тытать. Унталла-кунталла çавăркаласа пăхать, вырăсла материалсене вулать.
-Ватăлмастпăр-ха, пурăнатпăр. Хĕрпе кĕрӳшĕм, мăнукăмпа кĕрӳшĕм пур. Мăшăрăм мана юратать, хисеплет, хĕрхенет. Эпир пур ĕçре те пĕрле. Нумаях пулмасть юбилея хатĕрленсе иксĕмĕр хваттерте юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр, - савăнăçпа çуталать унăн куçĕ.
 
: 1010, Хаçат: 1 (1145), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: