Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă посёлокĕнче «Канаш» хаçатпа туслисем йышлах мар. Нумай çул çырăнса илекенсенчен пĕри – Евдокия Ивановна Вражкина. Хăй каланă тăрăх, вăл пуçламăшĕнчен тытăнса юлашки страници таранах тĕплĕн вуласа пырать. 85 çула çитсе те куçлăх тăхăнман-ха. Çак тарават хĕрарăмпа эпир Колхозный посёлокра пурăнакан Галина хĕрĕ патне вăхăтлăха пурăнма килсен паллаш-рăмăр. Вăл икĕ эрне хаçатсăр пурăнса тунсăхласа çитнĕ.
 
Хăлхи витĕрех илтмест пулин те каласа пама питĕ юратать. Пурнăçĕнче вара нушине самаях курнă. Вĕсен йăх-тымарĕ (амăшĕ енчен) Чăнлă районĕнчи Пухтелĕнчен тытăннă. Аслашшĕ вилсен асламăшĕ тăватă ачипе тăватă ачаллă арçынна Çĕнĕ Вольăна качча кайнă. Пĕр вăхăт икĕ сăпка çакăнса тăнă. Пĕр çемьере икĕ Иван пулса кайнă: пĕрне пĕчĕк, теприне пысăк Иван тесе чĕннĕ. Кайран мăшăрăн тата икĕ ача çуралнă. Ачисем ӳссен аслашшĕн тăван ывăлне уйăрса кăларма тивнĕ. Çакă шăпах Евдокия Ивановнан ашшĕ пулнă та.
-Манăн анне – Наталья Филипповна Пузырёва – Пухтелĕнчи пуян çемьере ӳснĕ. Аттепе çемье çавăрсан та тар тăкса мул пухнă. Тарçă тытман. Лашасемпе ĕнесем ĕрчетнĕ, иккĕллĕ çурт туса лартнă, хăйсен аптекине тытма пултарнă. Колхозсем чăмăртанма тытăнсан пуянсен туприсене туртса илнĕ. Выльăх-чĕрлĕхе, тыр-пула хуралти-мĕнĕпех илсе кайнă. Аттепе анне хирĕç тăманнипе вĕсене тĕкĕнмен. Эпĕ хăш-пĕр самантсене лайăх астăватăп-ха. Вăрçă пуçлансан атте çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Берлинах çитнĕ. Телее, чиперех таврăннă. Аттепе аннен тăватă ача пулнă. Эпĕ –асли. Вăрçăран таврăнсан атте бригадирта ĕçленĕ. Коммунистсен ретĕнче тăнă, - каласа парать Евдокия Ивановна.
Унтан вăл хăйĕн çемьеллĕ пурнăçĕ мĕнле тытăнса кайни çине куçрĕ. Ку вара хĕрĕпе кĕрĕвĕшĕн те çĕнĕлĕх пулчĕ.
-Хĕр чухне манăн каччă пурччĕ. Анчах шăпа тепĕр каччăпа тĕл пулма пӳрчĕ. Раштав кунĕ эпир, Чăнлăри заготзернора ĕçлекенскерсем, ăшăнма тесе çавăнти пĕчĕк пӳрте кĕтĕмĕр. Унта салтак ларатчĕ. Калаçса кайсан вăл Орловкăран пулнине пĕлтĕм. Елизар ятлă. Вăл ултă çул хĕсметре тăнă хыççăн отпуска килнĕ. Калле май таврăнма тухсан ирхи пуйăса кĕтме тесе çав пӳрте кĕнĕ. Ăшăнсан эпир хĕрсемпе хамăр пурăнакан хваттере кайма тухрăмăр. Пирĕн хваттер хуçин купăс пулнине пĕлсен Елизар та пирĕнтен юлмарĕ (вăл купăс калать иккен). Хăйĕн ирхи пиллĕкре тухса каймалла. Те манран уйрăласшăн маррипе – вăл ирхине мар, каçхи пилĕк сехетре тухса кайрĕ. Манăн алăри çĕрре илчĕ те: «Килнĕ чух илсе килĕп, эс мана кĕт»,- тесе хăварчĕ. Часах пире Калинин хулине сакăр уйăха вербовкăпа илсе кайрĕç. Елизар Бакуран мана çыру янă. Тепĕр çырăвĕнче эпĕ хуравламаншăн пăшăрханса çырнă. Служба пĕтсен вăл тӳрех Калинина пычĕ. Икĕ çул туслă пултăмăр. Раштавăн 30-мĕшĕнче çырăнтăмăр. Туй турăмăр. Аслă ача çуралсан упăшка Орловкăна куçса килесшĕн пулчĕ. Эпĕ унта пурăнма каясшăнах марччĕ. Вара пĕр шухăшлă пулса Чăнла куçса килтĕмĕр, - аса илет Евдокия Ивановна.
Февраль уйăхĕнче çемье çĕр пӳртре пурăнма тытăнать. Çуркунне килсен вĕсем чĕр тамăк тӳссе ирттереççĕ. Репьёвкăри пĕве татăлса кайсан яла шыв илет. Юрать-ха, Едокийăна кӳршĕсем систерсе ĕлкĕреççĕ, пăрăвне те çавăтса тухаççĕ. Евдокия Ивановна икĕ ачине пысăк тутăрпа чĕркесе тухса тарма ĕлкĕрет çеç – çĕр пӳрт шывпа тулать. Килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă ял халăхĕ вокзала пуçтарăнать. Кунта ăшăнма тăлăп параççĕ, каланккă хутса яраççĕ. Çурхи шыв-шур çавăн чух посёлокри çичĕ çыннăн пурнăçне илсе каять. Евдокия Ивановнана ачисемпе пĕрле пульницана хураççĕ. Унăн мăшăрĕ вилнисем валли пĕччен çичĕ тупăк тăвать.
Нушана лекнисене хваттер параççĕ. Юлташĕсем çурт тума тытăнсан Вражкинсем те çурт лартаççĕ. Çĕнĕ çуртра умлă-хыçлă тата пилĕк ача çуралать. Анчах пĕри пĕчĕклех çĕре кĕрет. Тепри – 49 çула çитсен чирлесе вилет. Тем сăлтава пула арăмĕ те пурнăçран уйрăлать. Вĕсен виçĕ хĕрне асламăшĕ пăхса çитĕнтерет. Халĕ хăйсен çемйисем пур ĕнтĕ.
1980 çулта Евдокия Ивановнан мăшăрĕ те чĕре чирĕпех çĕре кĕрет. Унтанпа вăл ывăлĕн çемйипе Чăнлăра пурăнать. Пушă вăхăтра ал ĕç тытса ларать: кĕнчелепе çип арлать, чăлха çыхать. Хĕл кунĕсенче тĕрлĕ çĕре сапаланнă ачисем патне хăнана кайса пурăнать. Нумаях тăраймасть вăл ют çĕрте. Хăнăхман. Чунĕ килнех туртать. “Канаш» хаçатăн пĕр номерне алла илсе вуламасан ăна темĕн çитмен пекех туйăнать.
-Ĕлĕкрех нумай хаçат-журнал çырăнса илеттĕм. Юлашки çулсенче «Канаш» хаçатпа йăпанса пурăнатăп, - тет вăл йăл кулса. Кăрлачăн 7-мĕшĕнче ачи-пăчи амăшĕ 85 çул тултарнине паллă тума хатĕрленет.
 
: 1005, Хаçат: 1 (1145), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: