Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ТĂВАН КĔТЕС – ПУРИНЧЕН ТЕ ХАКЛИ, ЧИ СИПЛĔ ЭМЕЛ…
Сакăрвуннăран иртнĕ Нина Николаевна ИВАНОВА. Сахал мар нуша кăтартнă ăна пурнăç: вутă çурнă, утă çулнă, тырă вырнă, арçын ĕçне хулпуççи çине тиенĕ, ачи-пăчине йăваран вĕçтернĕ… Паян мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсене чĕрçи çинче сиктерет, хĕрарăм пулса тĕнчене килнишĕн савăнать.
Яковлевсем – Анна Васильевнапа Николай Сергеевич – вĕренмен те тĕттĕм хресченсем пулнă. Тăхăрьял тăрăхĕнчи ытти çынсем пекех çĕрте чакаланнă: акнă, пуçтарса илнĕ, выльăх-чĕрлĕх усранă… Пур ĕçе та алăпа пурнăçласа тумтирĕсем ирĕлсе кайиччен тарпа пиçнĕ…
Çемье вăл вăхăтрипе танлаштарсан пысăках пулман, тен, кил хуçи Аслă вăрçа тухса кайса нумайччен çухалса пурăнни те витĕм кӳнĕ пулĕ. Чи асли – Нина – 1930 çулхи Кăшарнире çуралнă. Тепĕр çултан çут тĕнчене Лидя килнĕ. Тата тепĕр çултан кĕçĕнни – Валентин – çемье йышне ӳстернĕ. Вĕсенчен паян хĕрупраçсем кăна сывă, вĕсен шăллĕ ĕмĕрне шахтăра ĕçлесе ирттерсе вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Лидя хăйĕн çамрăклăхне торф кăларакан вырăнсенче нушаланса ирттерсе паян кунччен пĕчченех тĕп килте – Раккассинче – пурăнать.
- Атте вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ вуниккĕри ача пулнă, - аса илет Нина аппа хăйĕн ачалăхне. – Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех вĕсене нимĕçсем хупăрласа илеççĕ. Контузи пулнă аттемĕр тыткăна çакланать. Тăватă çул фашистсен тыткăнĕнче шахта тамăкĕнче кăмрăк кăларать. Унтан тухсан çĕршывăмăр ăна сиввĕн йышăнса Челябинск облаçĕнчи пĕр шахтăра темиçе çул тар тăкмалла тăвать.
Эпĕ çирĕм икке кайиччен арçынсемпе пĕр тан колхозра ĕçлерĕм. Ĕçлерĕм тени çемçетсе калани пулать ĕнтĕ, тĕрĕсрех каласан – тертлентĕм. Крахмал пашалăвĕ пирĕншĕн кулач вырăнĕнче пулнă. Ăна та çулталăкра пĕр тапхăр – çуркунне çеç – тутанса пăхма май пулнă.
1952 çулта Раккассине кашасем хĕр илме килеççĕ. Çав вăхăтра туй курма кайсан Нина аппана туй каччи – Александр Иванов – куç хывать. Çав çулах Раккассипе Кашара вăйлă туй кĕрлет: çĕнĕ çемье çуралать.
Александр Сергеевич 1926 çулхи çуллахи Микулара çуралнă. Кашара 4, Кунтикавра 7 класс пĕтернĕ. Колхозра радиомонтёрта ĕçленĕ. Каярахпа çутă монтёрĕ пулнă. Аслă вăрçăра радист пулнă. Медальсем, орденсем илсе Çĕнтерӳпе таврăннă.
- Вăрçăран таврăнсан вунтăватă çул çеç пĕрле пурăнтăмăр. Чĕрине хавшатса таврăннăскер нумай пурăнаймарĕ –çĕре кĕчĕ. Пирĕн çав вăхăтра тăватă ача çуралма ĕлкĕрчĕ: Роза (1953), Юлия (1954), Владимир (1957), Ирина (1962). Пурте çемьеллĕ, Чĕмпĕрте тĕпленсе пурăнаççĕ. Манăн паян сакăр мăнук тата виçĕ кĕçĕн мăнук.
Турра шĕкĕр, хам выльăх апатне те тăраниччен çисе кураймарăм, çĕр ĕçĕнче тертленсе ӳсрĕм, çемье çавăртăм, вăрçă хыççăнхи ял хуçалăхне тар тăкса çĕклес ĕçсене хутшăнтăм, пепкемсене вĕрентсе пурнăç çулĕ çине тăратрăм. Ватăлас кунăмсене çăтмахра ирттеретĕп тени пысăклатса калани мар. Хĕрарăм пулса тĕнчене килнишĕн савăнатăп. Уйрăмах тăван кĕтесре, кил-çуртра пурăнни пуринчен те хакли, чи сиплĕ эмел тесе шутлатăп. Ачамсен хӳттинче ыр курса мăнукăмсене чĕрçе çинче сиктеретĕп, - тет савăнса та мăнаçланса Нина аппа.
Нумай юбилей медальне тивĕçнĕ Раççей Федерацин Ĕç ветеранĕ, вăрçă салтакĕнчен тăлăха юлнă Нина аппа паян хулăн пĕренесенчен купаланă икĕ хутлă йывăç керменте пурăнать. Çывăх çыннисемпе мĕнпур савăнăçне çурмалла пайлать. Пĕркеленнĕ пичĕ-куçĕ çинчен хĕвел кулли каймасть. Тĕпсĕр те сенкер куçĕпе ялан чӳречерен тинкерет: ачисемпе мăнукĕсене кĕтет. Лешсем вара нумай кĕттермеççĕ, амăшне, асламăшне-кукамăшне тунсăхлама памаççĕ.
 
: 1011, Хаçат: 18 (1110), Категори: Шăпа

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: