Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2012 çулта пĕтĕм тĕнче вырăс литературин классикĕ, И.А. Гончаров (1812-1891) çуралнăранпа 200 çул çитнине паллă тăвать.
Çак пысăк та чаплă пулăма Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче ĕçлекенсем уйрăм палăртма шутланă, паллă писателе халалласа “Çулталăк календарĕ” кăларнă.
Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче И.А.Гончаров пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, çемйипе çыхăннă хаклă документсем чылай упранаççĕ. Вĕсем тата сăн ӳкерчĕксем Çулталăк календарьне хăйнеевĕрлĕх кĕртеççĕ. Тĕрĕссипе, календарь хăй те пуян документ, мĕншĕн тесен календаре халиччен пичетленмен документсемпе фактсем кĕнĕ.
Епле йĕркеленнĕ-ха Çулталăк календарĕ. Кунта кашни уйăхра Гончаров пирки каланă. Тĕслĕхрен, кăрлач уйăхĕнче писателĕн çемйи, унăн несĕлĕсем çинчен каласа панă. Нарăсра Ульяновскра хальччен сыхланса юлнă Гончаровсен çурчĕн историйĕпе паллаштарать.
Кун çути курнă календарьпе архив ĕçченĕсем общественноçа раштавăн 23-мĕшĕнче паллаштарчĕç. Паллашу Языков музейĕнче иртрĕ. Унта паллă тĕпчевçĕсем, музей тата вулавăш ĕçченĕсем хутшăнчĕç, календаре пысăк хак пачĕç.
И.А.Гончарова халалланă Çулталăк календарĕ шкул ачисемпе студентсемшĕн уйрăмах хаклă парне пулса тăрать. Унпа усă курса реферат е тĕпчев ĕçĕ çырма пулать, шкул урокĕсенче усă курма та меллĕ.
Календарьпе Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕнче тата вулавăшсенче паллашма пулать.
 
 
: 972, Хаçат: 1 (1145), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: