Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Тăван сăмах» литература кружокне шкулта 1993 çултанпа чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Фёдоровна Кудряшова ертсе пырать. Хăйсем патне «Шăпăрлан» хăнана пынă кун ачасем «Çынна сăпайлăх илем кӳрет. Пур чухне те-ши?» темăпа юлташла тавлашма тата хăйсен кăмăл-туйăмне уçса пама пуçтарăннăччĕ. Кружок ĕçне Светлана Фёдоровна пуçласа ярса ачасене «Сăпайлăх» тинĕсенче «ишме» пулăшса пычĕ. Ку тема, паллах, 5-6-мĕш класра пĕлӳ илекен шăпăрлансемшĕн çăмăлах та мар, анчах вĕсем тăрăшрĕç, шухăшĕсене пĕр вăтанмасăр пĕр-пĕрин патне илсе çитерчĕç.
 
Алина ПЕТРОВА: "Хăш-пĕр ачасем кама-тăр сывлăх сунма вăтанан-нине çирĕпле-теççĕ. Çав вăхăтрах намăс сăмахсем-пе калаçма, кăшкăрашма, черетре хирĕне-хирĕне малалла талпăнма, ватта-вĕтте тĕке-тĕке ыраттарма вăтанмасăрах пултараççĕ. Каçару ыйтма-и? Çук!
Çивĕч ăс-хакăллă, таса чун-чĕреллĕ, çирĕп вăй-халлă çитĕнес тесен чи малтан сăпайлă пулмалла. Хамăра тивĕçлĕ шайра тытма пĕлмелле. Пĕр-пĕринпе тĕл пулсан сывлăх сунни, пурнăç çинчен ыйтса пĕлни, савăнăçпа хурлăха çурмалла пайлама ăс çитерни – пурте сăпайлăха çирĕплетекен паллăсем. «Сăпайлă çын – йĕркеллĕ çын», - тет ман асанне. Эпĕ те ун пек пулма тăрăшатăп".
Надя САДЮХИНА: «Ман шухăшпа, сăпайлăх хальхи пурнăçра питĕ кирлĕ. Çапла пулма пире атте-анне, шкулта вĕрентеççĕ. Сăпайлăх вăл пĕр-пĕрне хисеплени, сума суни. Хăйне хисеплеме пĕлекен нихăçан та теприне кӳрентермест. Анчах паян сăпайлă çынсен шучĕ чакса пынă пек туйăнать. Тепĕр енчен – ытла вăтанчăк та пулмалла мар пек. Ахальтен вăтанма пĕлменнисем таптаса кайма пултараççĕ».
Настя САДЮХИНА: "Пирĕн класс – питĕ туслă. Паллах, хăш-пĕр чухне пире вĕрен-текенсем асăрхат-тарни те пулкалать. Ытла сăпайлă та вăтанчăк пулма хальхи пурнăçра кирлех те мар пулĕ. Паллах, эпĕ сăпайлă пулнăшăн атте-анне савăнать, анчах юлташсем урăх куçпа пăхма тытăнаççĕ. Арçын ачасем усалтарах вара, вĕсенче сăпайлăх сахалтарах. Пирĕн кукамайсемпе аннесем вĕрентӳçĕсенчен çав тери вăтаннă, вĕсемпе урамра тĕл пулма та именнĕ, тарса пытаннă. Паян вара вĕрентекенсемпе тĕрлĕ ыйтусене сӳтсе явма пултаратпăр".
Ваня КУПЦОВ: «Хальхи пурнăç – вирхĕн-чĕклĕ, кăткăс, йывăр… Пур çĕрте те вăтан-ман, хастар, пулта-руллă, пуçаруллă çынсем кирлĕ. Вăтанакана никам та асăрхамасть. Унăн пултарулăхĕ çинчен те пĕлмеççĕ. Анчах сăпайлăх çынна илем кӳни çинчен те манмалла мар. Çынра хастарлăхпа сăпайлăх пĕр шайра пулмалла. Икĕ пахалăхпа та пĕлсе усă курсан çеç этемлĕх малалла аталанĕ».
Артём МАКАРОВ: «Начар е аван çынсем пур вăхăтра та пулнă. Сăпайлăхпа вăтан-чăклăх çынна илем кӳни вара нихăçан та çухалмĕ. Çакна кăна асра тытас пулать: çын çителĕклĕ таран сăпай пулмалла. Çын сăпай пулмасан мăнкăммăлланса кайма пултарать. Ытлашши вăтанни çыннăн маттурлăхне асăрхама чăрмантарать. Çавăнпа та çын çителĕклĕ ырă, сăпайлă, вăтанчăк пулмалла тесе шутлатăп».
Марина ВЕЛИКАНОВА: «Сăпайлăхпа вăтанчăклăх çук пулсан çын намăсне çухатать. Ăна пурăнма йывăр-тарах пулать. Эпир чи малтан ваттисен, аслисен умĕнче сăпай пулмалла. Сăпайлă пулса çамрăксемпе – çамрăкла, ваттисемпе – ватăлла калаçма вĕренсе çитĕнмелле».
Çапла шухăшлаççĕ «Тăван сăмах» кружока çӳрекен Çĕнĕ Улхаш шăпăрланĕсем. «Сăпайлăх» тинĕсĕнче ишме вĕренекен ачасен капитанĕ – Светлана Фёдоровна Кудряшова – карапа пуласлăха тĕрĕс çулпа илсе пырать.
 
: 1140, Хаçат: 1 (1145), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: