Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ хулара пурăнакан Эльвира Алексеевна тата Виталий Алексеевич Прокопьевсен çемйинче пултаруллă хĕр ӳсет.
Настя 3-4 çулта чухнех 64-мĕш шкулти Культура центрĕнчи Çĕнĕ çул уявĕнче капăр чăрăш тавра юр пĕрчи пек вĕлтĕр-вĕлтĕр чупкалатчĕ. Çийĕнче – илемлĕ шурă кĕпеччĕ. Сăвă калама та вăтанмастчĕ Настя. «Ку хĕр пĕрчи ӳссен артистка пулать», -тесе шутлаттăм. Халĕ Настя 63-мĕш шкулта 3-мĕш класра вĕренет. Пĕрремĕш класранах ăна амăшĕ Культура центрне илсе килнĕ. Вăл Екатерина Лашманова ертсе пыракан «Родничок» юрă ушкăнĕнче юрлама тытăннă. Тăрăшсах чăваш юррисене вĕренет. Ушкăна çакăн пек пултаруллă хĕрача килнишĕн ертӳçĕ савăнать. Уншăн ашшĕ-амăшне чĕререн тав тăвать.
Кăçал Настя облаçри ачасен «Путене» фестивальне хутшăнса «Пукане» юрăпа виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Сцена çинче вăл хăйне ун валли çуралнă пекех ирĕклĕ тыткалать. Хусканусем тума вăтанмасть. Настя ача садне çӳремен. Йăлтах ăна амăшĕпе ашшĕ хăнăхтарнă. Ашшĕ – ăста купăсçă. Ачаранах калать. Настя ку енĕпе ашшĕне хывнă. Пĕчĕкренех чăваш юрри-кĕввине ăша хывнăскере халăх умне тухса юрласси ним те мар.
 
: 1162, Хаçат: 1 (1145), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: