Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тутарстан Республикин Пăва районĕнчи Пӳркел вăтам шкулĕнчи чăваш литератури кружокĕн членĕсен сăввисем. Ертӳçи – Михаил Вериялов.
 
КИЛТЕ
Килсе кĕтĕм шкултан:
Шăллăм шăппăн вылять;
Кукамай çăм арлать;
Кукаç чĕлĕм туртать;
Анне пĕçерет апат…
Тутли таçтан курăнать.
Лартăм сĕтел хушшине
Аннен яшкине çиме.
Эльмира РАТАЕВА,
6-мĕш класс.
 
ТĂВАН ЧĔЛХЕ ПАРНЕЛЕНĔ АННЕ
Чăваш, нихăçан эс ан ман:
Тăван чĕлхерен ан вăтан!
Вăл питĕ пысăк парне,
Юрат эс тăван чĕлхене.
Хуларан-и эс е ялтан-и,
Ан ман чĕлхене нихăçан.
Тăван чĕлхене парнеленĕ анне,
Ан ман эс аннен чĕлхине.
Карина ПЕТРОВА,
6-мĕш класс.
 
«ШĂПĂРЛАН». Кӳршĕ республикăри Тăхăрьялта пурăнакан çамрăк туссем пире хăйсем сăввисене ярса парса савăнтарсах ячĕç. Вĕсем Хусанта тухса тăракан «Сувар» хаçатпа та питĕ туслă. Хăйсем çинчен Ульяновск облаçĕнче пурăнакан шăпăрлансене те пĕлтересшĕн.
Облаçра пурăнакан çамрăк чăваш тусăмăрсем, вĕсен вĕрентӳçисем!
Пире кӳршĕсем умĕнче намăс курас марччĕ. «Шăпăрлан» сиртен те çакăн пек хайлавсем кĕтет. Кăçалхи вĕренӳ çулĕнче облаçри 150 шкулта 3011 ача чăваш чĕлхине тĕрлĕ меслетсемпе вĕреннин пĕтĕмлетĕвĕсене «Канаш» хаçатри «Шăпăрлан» урлă çын çине кăларма вăхăт çитмен-ши?
 
: 1123, Хаçат: 1 (1145), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: