Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
ЭПĔ – СОЧИРЕ
Тăватă класс пĕтерсен Мускавра пурăнакан Валя аппа мана хăй çемйипе пĕрле канма илсе кайрĕ. Каçалапа пуйăс çине лартăмăр та Сочи еннелле вĕçтертĕмĕр. Çул çинче тĕрлĕ хуласем, ялсем, çырмасем тĕл пулчĕç, уйрăмах вĕсем çĕрле илемлĕн курăнаççĕ. Виççĕмĕш кун тин Сочи хулине çитрĕмĕр. Тăван çĕршыв çава тери пысăк пулнине эпĕ тинех ăнланса илтĕм.
Сочире çанталăкĕ те урăхларах. Сывлăш уçă. Малтанах сывлама та йывăртарах. Тинĕс шывĕ тăварлă. Çыранĕ таса. Пур çĕрте те çынсем.Тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ. Вăрçăшаканĕ те, харкашаканĕ те çук.
Эпир ишме вĕрентĕмĕр. Кимĕпе ярăнтăмăр. Хумсем капланса килеççĕ те çыран хĕррине çуса каяççĕ. Вĕсем алхаснă вăхăтра çыран хĕрринче юлма юраманнине радиопа çынсене сыхлакансемпе çăлакансем пĕлтерсех тăраççĕ.
Ольга КИВЕРОВА,
5-мĕш класс.
КУ НАЧАР ЯПАЛА
Манăн атте автобуспа ĕçлет. Кашни кун Майнăна е Ульяновска каять. Çул хĕрринче пуçтарса пĕтереймен тухăç выртни çинчен каласа парать. Иртнĕ çул ытла шăрăх çанталăк тăнипе пуçтармалли пулман. Кăçал çанталăкĕ çумăрлă пулнипе пуçтарса та пĕтереймерĕç. Ку начар япала.
Даниил АЗАНОВ,
3-мĕш класс.
 
ÇĂЛТĂРЛĂ ТӲПЕРЕ – КАЙĂК ХУРСЕМ
Паян ирхине урамра юлнă савăт-сапари шыв та шăнса кайнă. Çумăрĕ çуса ывăнчĕ пулмалла. Юр та çăвать. Çĕрлехи çăлтăрлă тӳпере кайăк хурсен картине асăрхама пулать.Вĕсем ăшă еннелле васкаççĕ. Ăслăскерсем сунарçăсене улталаса çĕрле вĕçеççĕ. Лешсем вара пĕр хĕрхенмесĕр пăшалпа персе çĕре ӳкерме те пултараççĕ. Вĕсен капла та пурнăçĕ йывăр: чее тилли те, выçă кашкăрĕ те сыхлать, тĕрлĕ чир-чирĕ те шеллемест…
Алёна БЕЛОВА,
3-мĕш класс.
 
Кашни кун – шкула
Пахчасенче çитĕнекен тымар çимĕçсене тахçанах пуçтарса пĕтернĕ ĕнтĕ. Кунсем те сивĕ тăраççĕ. Кĕркунне ытлашшипех çумăр çунипе пылчăк çăрăлать. Эпĕ шкултан аякра пурăнатăп. Çавăнпа та унта çитиччен пылчăк çăрса ывăнатăп. Апла пулин те пĕр кун та сиктерместĕп.
Денис ЛАХМИСТРОВ,
3-мĕш класс.
 
: 1298, Хаçат: 1 (1145), Категори: Шăпăрлан

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: