Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр раштавăн 28-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн Правительствин ларăвĕнче регионăн 2011 çулхи социаллă экономика аталанăвĕн прогнозне тунă. Иртекен çулта ял хуçалăхĕ уйрăмах пысăк ăнăçусем кăтартнă.
- Ял хуçалăхĕпе промышленность секторĕ сисĕнмелле ӳсĕмсем тунă. Ял хуçалăх продукцине кăçал 2010 çулпа танлаштарсан пĕрре çурă чухлĕ ытларах кăларнă. Пуçласа тĕш-тырра ют çĕре сутма пуçларăмăр. Тинех эпир 2008 çулхи йывăрлăхсем умĕнхи калăпăша вунă процент таран ӳстерме пултартăмăр,-тенĕ Сергей Морозов.
Унсăр пуçне 2011 çулта 550 тăваткал метр çурт-йĕр хута янă.
2011çулта инвестицисен калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 107 процент пухăннă. Иртекен çулта облаçра 30 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Тата 15-шĕ — пурнăçланас тапхăрта. Федераллă калăпăшлă çĕнĕ инвестици проекчĕсемпе ĕçлеме пуçланă.
- Пĕтĕмлетсе каласан Атăлçи Федераллă округĕнчи субъектсем хушшинче аталану çул-йĕрне сăнласа паракан çулталăкри кăтартусем тăрăх, Ульяновск облаçĕ пĕр шайра тăрать. Эпир пур енĕпе те вăйлă аталанакан регионсемпе — Пушкăртстан Республикипе, Чулхула облаçĕпе тата Пермь тăрăхĕпе – тупăшса ĕçлетпĕр,-палăртса хăварнă область пуçлăхĕ.
 
: 1100, Хаçат: 2 (1146), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: