Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
2011 çулхи июнĕн 1-4–мĕшĕсенче Ульяновскра Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ иртмелле. Çак кунсенче уявăн йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ пулчĕ. Ăна С.И.Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пычĕ.
Сергей Иванович пулас уявăн тĕп тĕллевне, шухăшне палăртрĕ: унта пур халăхсем те сăвăнччăр, халăхсен çыхăнăвĕсем çирĕпленччĕр, çак уяв область ят-сумне ӳстертĕр. Çапла пултăр тесен Акатуй çӳллĕ шайра иртмелле, ку ĕçе пурте хутшăнмалла. Кĕпĕрнаттăр аса илтерчĕ: Акатуй сценарине тума сĕнӳсем кĕтеççĕ.
Уява хатĕрленес ĕç мĕнле пынă пирки облаçри шалти ĕçсен политикин министрĕ Т.В.Кириллова, культурăпа архив ĕçĕн департаменчĕн директорĕ Т.А.Ившина каласа пачĕç.
УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев ытти регионсенчи чăвашсен обществăлла организацисен пуçлăхĕсемпе çыхăнса ĕçленине, делегацисен йышĕсем пирки мускавсемпе тата шупашкарсемпе калаçусем ирттернине пĕлтерчĕ. Владимир Ильич: «Ку Акатуйра чаваш халăхĕн пурнăçне сухапуçран тытăнса тĕнче уçлăхĕ (космос) таранах тивĕçлипе кăтартмалла»,- терĕ.
Тепĕр лару декабрĕн 27-мĕшĕнче пулать. Унччен Акатуй ирттерес пирки сĕнӳсем пама май пур-ха. Ун хыççăн вара çав сĕнӳсене пурнăçа кĕртме пуçлаççĕ.
Хамăр корр.
 
: 930, Хаçат: 7 (1047), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: