Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри «Губернаторский» керменте пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнче çамрăксен «ЭТНО МИСТЕР» наци конкурсĕ иртрĕ.
 
Ăна ЦНК директорĕ Елена Сафронова тата Мускавран ятарласа йыхравласа илнĕ Алексей Гаврилов киноактёр ертсе пычĕç.
Сцена çине «Если бы парни всей земли» юрă юххипе хăйсен çĕршывĕсен ялавĕсене тытнă тата наци тумĕ тăхăннă Израиль, Атăл тăрăхĕнчи нимĕçсен, Тутарстан, Армени, Нигери, Мордови, Казахстан, Азербайджан, Раççей (Ульяновск), Чăваш Ен çамрăк арĕсем тухрĕç.
Конкурссантсене Ульяновск облаçĕн правительствин председателĕн çумĕ, РФ тава тивĕçлĕ вĕрентӳçи Тамара Девяткина Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕ тата правительство председателĕ Сергей Морозов ятĕнчен саламласа регионра пĕрремĕш хут тĕнче шайĕнче иртекен наци конкурсĕн пĕлтерĕшĕ çинче чарăнса тăчĕ, ăнăçусем сунчĕ.
«Этно мистер» кам пулнине видеоролик çинче ача пахчине çӳрекен шăпăрлансем куракансене куççуль тухмалла култарса, хавхалантарса каласа панă хыççăн ертӳçĕсем жюри членĕсемпе паллаштарчĕç. Председателĕ – «Тепличное» хуçалăхăн генеральнăй директорĕ Елена Анатольевна Морозова, кĕпĕрнаттăр мăшăрĕ. Çамрăк арсен пултарулăхне облаçăн паллă хĕрарăмĕсем хакларĕç: Татьяна Ившина («Ульяновск – СНГ кульура тĕп хули» проект ертӳçи), Людмила Ляшенко (Ульяновск телевиденин дикторĕ пулнăскер) тата ыттисем.
Пĕрремĕш ĕç – «Этно-тум».
Кашни çĕршыв çамрăкĕ наци тумĕпе паллаштарчĕ. Пĕринчен пĕри чаплă та илемлĕ хăйнеевĕрлĕ тумпа куракансемпе жюри членĕсене тĕлĕнтерчĕ. Уйрăмах Чăваш Ен каччи («Асамат» эстрада ушкăн ертӳçи тата тĕп юрăçи) Леонид Антонов конкурс валли ятарласа авалхи эскизсемпе çĕлеттернĕ Аттила хан тумĕпе тухса пурне те тĕлĕнтерчĕ – чăн-чăн чăваш патши! Ахальтен мар Леонидăн чи юратнă геройĕ - Аттила, чи кăмăланнă шухăшĕ вара - «Чăваш çамрăкĕсен вăй-халĕ – йăх-несĕл тымарĕнчен тапса тăрать».
Иккĕмĕш ĕç – «Этно- паллаштару».
Каччăсем хăйсемпе тата хăйсен пĕчĕк тăван çĕршывĕсемпе видиеороликсемпе усă курса кĕске хушăрах питĕ тĕплĕн паллаштарассишĕн ăмăртрĕç. Тĕслĕхрен, вуннăмĕш номерлĕ Леонид Антонов Чăван Енре Элĕк районĕнче çуралса ӳснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. Ытти çамрăксемпе пĕрле «Асамат» эстрада ушкăна çичĕ çул каялла килсе ăна ертсе пыма тытăннă. Вăл юрлать çеç мар, концертсене ертсе пырать, шӳчĕсемпе кăмăла çĕклет, илемлĕ куллипе тыткăнлать, хĕрсен чĕрисене çунтарать!
Хăйпе паллаштарнă вăхăтра унпа пĕрле икĕ чăваш пики тĕрĕллĕ ал шăллисем çине хунă çăкăр-тăварпа, чăваш сăра куркипе тухрĕç, жюри членĕсене сăйларĕç.
Куракансене тата жюри членĕсене Чăваш Ене хăнана: «Хапăл туса кĕтетпĕр!» - тесе тăван чĕлхепе йыхравларĕç.
«Этно – кухня» ĕçе конкурссантсем практика шайĕнче Ульяновскри «Товарищ Сухов» ресторанра пурнăçланă. Кашни халăх апат-çимĕçне пĕр çĕрте хатĕрлеме йывăр пулнипе ăмăртакансене пурне те пĕр тĕслĕ апат пĕçерме ыйтнă. Вĕсем икерчĕ пĕçернĕ. Икерчĕ ăшне хумалли çеç наци апачĕн тĕсĕ пулмалла. Çак ĕçе видеоролик çине çырса илнĕ. Ăмăртакан поварсем хатĕр çимесене турилккесем çине хурса тухрĕç, куракансене хăйсем хатĕрленĕ çимĕçпе паллаштарчĕç, жюри членĕсене хăналарĕç.
Чăваш каччи: « Я испёк русско-чувашские блины. Их лучше кушать со сметаной, с вареньем, с мёдом», - тесе «ăс» пачĕ. Леонид Антонов тата чăвашла: «Апачĕ тутлă пултăр!» - терĕ. Унпа пĕрле тухнă икĕ пике чăваш икерчи çинчен такмаксем шăрантарчĕ.
Чи яваплă ĕç: «Этно – пултарулăх».
Атăл нимĕçĕсен тата эрмен халăх представителĕсем классикла наци ташшине кăтартса пачĕç. Тутарстан яшĕ тата икĕ пике тĕрлĕ музыка инструменчĕсемпе ташă кĕввисем шăрантарчĕç. Израиль йĕкĕчĕ иврит чĕлхипе а капелла янраттарчĕ. Нигери каччи наци ташшипе тĕлĕнтерчĕ. Мордови яшĕ икĕ пикепе наци туйне сăнарларĕ. Вăл питĕ чаплă юрлать. Казахстан йĕкĕчĕ халăх тăшманĕпе хĕçпе çапăçнине тата çĕнтерӳпе килне таврăннине кăтартса пачĕ. Казах халăх паттăрне «мăшăрĕпе виççĕри ачи» кĕтсе илчĕç.
Азербайджан джигичĕ пуçа çавăракан ташă çаптарчĕ. Раççей (Ульяновск) çамрăкĕсем « Сказ Родины» халапа сăнарларĕç тата вырăс наци тумĕсем тăхăннă икĕ пикепе «Ладушки» юрă парнелерĕç.
Пултарулăх конкурсне тата пĕтĕм ăмăртăва Леонид Антонов «Асамат» ушкăнпа вĕçлерĕ. «Эсĕ мана савмасан та эп савăнса пурăнап», - тесе çирĕплетрĕç чăваш артисчĕсем. Çав вăхăтрах «юрататăп» сăмаха тĕрлĕ чĕлхепе çунтарчĕç. Чăваш Ен артисчĕсене конкурса ертсе пыракансем «Чувашские ПЕСНЯРЫ» тесе мухтарĕç.
Çĕнтерекенсене палăртас вăхăт та çитрĕ. Сцена çинче - вунă хăйнеевĕр тум тата кĕмĕл цилиндр-шлепке тăхăннă пике. Тăхăнмалли хатĕрсем конкурссантсен пуçĕсем çине куçаççĕ. Вĕсем – «Мистер çĕнтерӳçĕсем».
Ульяновск телевиденин дикторĕ пулнă Людмила Ляшенко куракансен чи юратнă конкурсанчĕ кам пулнине пĕлтерчĕ – çирĕм пĕр çулти Нигери каччи Абдул Кашим Маши. Чăнах та, вăл куракансен кăмăлне кайрĕ, кашни ĕç хыççăн ăна тăвăллăн алă çупса саламларĕç.
Сцена çинче – жюри председателĕ Елена Морозова. Вăл çĕнтерӳçĕсене палăртма çав тери йывăр пулни çинче чарăнса тăчĕ. Мĕншĕн тесен ăмăртакансене паян пурне те пĕрремĕш вырăн пама сăлтав пур. Конкурсра çавăнпа пулĕ, тен, пĕрремĕш-иккĕмĕш-ви ççĕмĕш вырăнсем пулмарĕç. Жюри председателĕ «ЫЛТĂН ЭТНО МИСТЕР-2011» Чăваш Республикин представителĕ – Леонид АНТОНОВ – пулнине хыпарларĕ! Залри халăх ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса жюри членĕсен йышăнăвне ырларĕ.
Тĕнче шайĕнче Ульяновскра çамрăксен пĕрремĕш «ЭТНО МИСТЕР» наци конкурсĕ вĕçленчĕ. Унăн «ылтăн çĕнтерӳçи» Чăваш Республикин ывăлĕ Леонид Антонов пулса тăрса пĕтĕм чăвашлăх тĕнчине çӳллĕ шая çĕклерĕ.
Çакăн пек конкурс малашне кашни çулах иртмелле. 2012 çулта сцена çинче пикесем ăмăртĕç. Пĕтĕм ĕç-хĕле, тăкаксене, спонсорсемсĕр пуçне, Ульяновск облаçĕн правительстви, Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, культура министерстви, Ульяновск мэрийĕн культура управленийĕ хăйсем çине илеççĕ.
 
: 1100, Хаçат: 18 (1110), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: